Agabazar // 3573.57.7286
2019.04.04 20:24 | |
Алексин // 2997.4.7774
2019.04.04 20:44 | |
Вулакана пӗлме: ҫак статьяна "Хыпар" хаҫата парса пӑхнӑччӗ, анчах пичетлеме килӗшмерӗҫ. | |
Agabazar // 3573.57.7286
2019.04.04 20:48 | |
Николай Сорокин — журналист, ИТАР-ТАСС текеннин Хусанти корреспонденчĕ.
Пĕр вăхăт Хусанти чăвашла тухса тăракан "Сувар" хаçатăн редакторĕ пулнă (иккĕмĕш, Данилов хыççăн). Тутартстанти Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă ялĕнче çуралса ÿснĕ. (Вăл — çав районти пурте пĕлекен Кăнна Кушкинчен чылай аякра вырнаçнă). Çывăхра ытти чăваш ялĕсем те пур — Çĕньял, Хупкĕпер, Шанчă, Кушкуй. Кӗнеке геройӗсене, ял ҫыннисене, Нюҫҫа, Ваҫиле, Санюк, Хӗвекла ят панӑ, ҫавӑнтах автор Никифор, Гришка ятсемпе пӑтранать.50-60-70 çул каяллахи вăхăтсем пирки калаймăп, анчах та пĕр ялти çынсенех тĕрлĕ меслетпе асăнни паянхи чăваш пурнăçĕнче пулать. Кунтан та ытларах, пĕрисем вырăсла калаçаççĕ, теприсем чăвашла, виççĕмĕшĕсем — хутăш çăрса. Анчах та çак япалана, — "тĕрĕслĕхе" пуççапатăп тесе, —илемлĕхлĕ литературăна кĕртейместĕн. Илемлĕ литература стенографи мар (чăннипе вара стенограммăсене те тÿрлетеççĕ, ма тесен мĕнле каланă çăвăн пек майлаштарсан пăтă пулса тухать) Кулленхи калаçура, чăвашлах пулсан, "вырăсла" ятсене калассипе те пĕчĕк уйрăмлăхсем пур: Галя => Каля, Галина => Калина, Никифор => Никкиффăр, Гришка => Кришкă Алла калем тытакан çыннăн çак япаласене витĕр курса тăрас пулать. | |
Алибасов // 2997.4.7774
2019.04.05 10:37 | |
"Хыпар" хаҫата панӑччӗ... Кунта тӗлӗнмелли ним те ҫук. Мӗн пичетлет ҫав "хаҫат" - пурте аван курса тӑратпӑр. | |
Agabazar // 3412.61.9798
2019.04.05 12:08 | |
Никифор Мранькка çырнă "Ĕмĕр сакки сарлака" роман-сериала Н.Григорьев текен çын пичете хатĕрлесе панă пулмалла.
Анчах та пĕтĕмпех мар-тăр, юлашки томĕсене çеç. Апла-и, капла-и, ку тĕлĕшпе çырнă тĕпчев ĕçĕсем çук. "Ĕмĕр сакки сарлака" роман-сериалăн текстологи енĕпе майлаштарса кăларнă тексчĕ пулмалла. Анчах та ку ĕçе никам та тулевсĕр пурнăçлас çук. Мĕншĕн тесен вăй-хал, вăхăт нумай кирлĕ. Вăл вара никамăн та ытлашши мар. Никифор Мраньккан ятарласа тара тытнă пулăшавçисем (литература "негрĕсем" теççĕ) пулни е пулманни пирки нихçан та илтмен. Ну леш "Тихий Дон" тексчĕ пирки апла та, капла та пайтах çырнă ĕнтĕ. Александр Солженицынран пуçласа Андрей Макаровпа Светлана Макарова таранах! Питĕ кăсăклă! | |
Лешкукша // 7054.5.8263
2019.04.05 14:34 | |
.Ни литератури, ни критики ҫук чухне аранахВ.Н. Алексин сас пачӗ. "Хыпар" хаҫат мар, правительство бюллетенӗ ҫеҫ. Критика япалине ниҫта та пичетлемеҫҫӗ. Укҫа литератури анчах тухать. Йӑлтах пӑтил чӑваш! | |
Agabazar // 3412.61.9798
2019.04.05 16:22 | |
...Ну, калăпăр, Николай Сорокин текен автора "Чăваш халăх çыравçи" текен ята парĕç.
Вара мĕн? Эп хирĕç мар. Тĕрĕсрех каласан, маншăн пурпĕрех теме те пулать. Ăна вăл ят пит кирлĕ пулсан, илтĕр эппин. Анчах та ку пулăм чăваш халăхне мĕнле усă кÿрĕ? Танлаштармашкăн. Авă, Валери Туркай "Чăваш халăх поэчĕ" ята илчĕ те, пурсăмăра та мĕн чухлĕ усă пулчĕ! Поэт Путинăн шаннă çынни пулса тăчĕ. Пире Крымшăн хавасланма вĕрентрĕ. "Хыпар" хаçата пĕр вăхăт ертсе пычĕ. Чăваш чĕлхишĕн кĕрешмешкен те манмарĕ. Тата ытти те, тата ытти те.... Анчах та Николай Сорокин та пире çавнашкалах ырлăх кăтартайĕ-ши хайхи "Чăваш халăх çыравçи" ята илнĕ хыççăн? Тен, уссинчен ытла сиенĕ çеç пулĕ? | |
Алибасов // 2997.4.7774
2019.04.05 18:59 | |
Тӗлӗнтерен эс, Акапасар. Туркай "Хыпара" ертсе пырса пурсӑмӑра та усӑ пачӗ тетӗн. Пӗлсех калаҫатӑн-и? Тӑван Атӑл" вӑл тӑрӑшнипе ҫӳхелчӗ, "Капкӑпа" "ЛИКа" хупас ыйтӑва та вӑл хускатнӑ, "кусем" туса ҫитерчӗҫ, вӑл кӑтартса хӑварнӑ ҫулпах утаҫҫӗ, пысӑк ӗҫ турӑмӑр тесе кашни пухурах кӗрлеҫҫӗ.
"Хыпар" нуши - Демьян шайӗнчи ертӳҫӗ ҫукки. Леонтьева илсе пӑхӑр-ха. Мӗн кӑна хӑтланмарӗ. Кун пирки нумай та тӗрӗс ҫырнӑ, тепре калама аван та мар. |
Урăх ача çуратмастпăр теççĕ иккен...
Анчах — мĕнле?
Вăрçăччен, 80 çул каялла, нимĕнле контрацептивсем те пулман. Çийе юлнă хыççăн хырăм пăрахса ача çуратасинчен пăрăнасшăн пулнă-ши кусем?
Е тата темĕнле урăх меслетсем пулнă? Стерилизаци пирки сăмах пырать-ши?
Ман айван ăнкарупа, вăл вăхăтра хĕрарăмсем унашкал шухăшсемпе анраса çÿремен пулĕ.
Е эп йăнăшатăп-ши? Э?