Малай // 3056.78.7256
2019.05.10 08:08 | |
Интереслĕ вуламалли пур пулсан çын укçине хĕрхенсе тăмасть. Асăнăр-ха 3-5 кĕнеке хальхисене, ним те çук.Хальхи писательсем пек хутла пĕлекен кирек кам та çырма пултарать,ÿркенеç çеç, тата чапшăн çунмаççĕ. Çавă çеç. | |
Базиль Кириллов // 3436.5.9368
2019.05.11 17:59 | |
Ах, Сӑпани!.. Ни пасар ни пывал, ни Сӑпани ни кулял...
Инверси тенине никам та пӑрахӑҫламан. шухӑша тӗрӗс каланӑ-и? Винорадов правило тума пачах та пӗлмеҫ, ҫавна шута илес пулать.. | |
Алибасов // 2144.31.5099
2019.05.15 19:38 | |
Прокопьев ӑҫта ҫухалчӗ? "Артис" иккен вӑл, ҫакна пурте ӑнланчӗҫ. Хӑш арӑм хыҫҫӑн кайсан вакка сикме пулать тесе ахальтен каламан. | |
ТУРКАЙ // 4474.0.0287
2019.05.18 02:09 | |
Аранах ПӐХСА тухрӑм Н.Сорокинӑн "Минтерне" (ӑна ВУЛАМА май ҫук!) Хӑрушӑ! Кун пек нӗрсӗр япала эп тахҫанах вуламан!
Ку литература мар, АНТИЛИТЕРАТУРА! Питӗ тӗрӗс ҫырать Алексин!.. Тепӗр хут калатӑп: Сорокинӑн "Аттеҫӗм Атӑлӗ" - вӑйлӑ! "Минтерӗпе" вара Николай Михайлович пӗтӗмпех пӑсса хучӗ! Пӗтӗмпех! Ман чунӑм таса - эп ӑна "Минтер" пирки "ку - абракадабра!" тесе малтанах, "Минтерӗрӗн" вырӑсла вариантне вуласанах, тӳррӗн каланӑ. Ҫавӑнпа куҫармарӑм та. Тавах, Алексин, - вӑхӑтра пысӑк ыйту хускатнӑ эс. Евгений Турхан вара... Мана уншӑн намӑс! Валери Туркай. 8-927-855-54-80 | |
Agabazar // 1314.89.7907
2019.05.18 18:08 | |
Ну, слапух турра, апла-тăк. "Минтер" вăйлă пулса тухнă пулсан, вырăсла çеç çырма пултатаркан автора "чăваш халăх çыравçи" ят пама тиветчĕ вĕт, амитке!
Капла вара ниепле апла тумашкăн хăяяс çук пек туйăнать. Е ăна та пăхса тăмĕç-ши? | |
Алексин // 6824.4.4793
2019.05.19 18:54 | |
Тӗрӗс, Туркай. Эс анчах мар, кашни вулакан ҫапла каланӑ пулӗччӗ. Ӳкерчӗкӗсем еплерех! Ача ҫуратнине кӑтартни, уйрӑмах. Кун пеккине медицина литературинче те асӑрханса лартаҫҫӗ. Пирӗн автор "илемлӗ" литературӑна ҫапла "илемлетет". Аса илтеретпӗр, сӑмах кунта "Новое время" типографире автор хӑй шучӗпе кӑларнӑ кӑларӑм пирки сӑмах пырать. | |
Лидия Филиппова // 7060.5.2022
2019.05.23 11:39 | |
Сывлах сунатап, ентешсем! 1.Хаклав май уйахен номеренче тухса кайре. Астан туртса каларна эсир каларса парахна тенине? "Таван Атала" алларсене тытса курар-ха малтан, вара каласар. 2. Н.М.Сорокина никам та начар сын теме пултараймасть. Шел, анчах сене кенекине редакторсене катартмаллах пулна. Хысалти хуплашкинчех куса таранакан самантсем пур. 3. Валерий Алексееван хаклавне журналта меншен пичетлес терем? Меншен тесен чан-чан литература челхипе, литература критерийесене паханса сыракансем ытла та сахалланса юлчес. Верентекенесем те сук. Саванпа ку хаклав ытти авторсемшен те урок выранне пултар, терем. "Сене вахатра" та начар мар кенекесем тухассе, анчах тимлерех пулмалла, васкаса каларса ямалла мар, редакторпа корректор тишкереве кирлех пулна. 4. "Таван Атал" журнал "аран-аран сывлать" тенине менле анланмалла? Тираж печеккен уссех пырать. Регионсенче те тираж (эппин, вулакансен йыше) усет. Штат пирки - урах каласу... "Таван Атал" журнал унччен 160 страницапа тухса пына, меншен ана 128 страница кана таратса хаварна хай вахатенче? Меншен ун чухне сине таман, упраса хаварман 32 страницана вал вахатри пуслахсем? Хале вара тем пек тарашсан та таварма йывар. Петерме самал... | |
Лидия Филиппова // 7060.5.2022
2019.05.23 11:49 | |
5. Сыракансем сахал мар, пур, сителеклех, анчах еслемелле весемпе, тексе-сиветсе петермелле мар. Самрак авторсене те шыратпар, тупатпар, литературана кертсе яма тарашатпар. 6. Сапла, ситменлех тени пурин те пулма пултарать. Анчах, таванамарсем, айтар-ха пер-перинпе сапасмастпар. Ахаль те пайланса кайре халах. Мен пайлатпар? Кама пайлатпар? Меншен пайлатпар? Кирле-кирле мар амбицисене-и? Сырса парар "Таван Атал" валли пер шедевр - ват маттур пулатар. 7. Кунти сутсе-явура, комментарисенче те усалли сук мар паллах. Анчах амбицисене усалла сере ярсан выранларах, хакла ентешсем. 8. Сапларах ман шухаш-камал. Кунти каласава малалла та хутшанма, шел те, вахат сук. Саванпа Пичет суртне редакцие (301) керсен аванрах пуле. | |
Agabazar // 6272.9.7346
2019.05.24 12:08 | |
Никама та ылттăн-кĕмĕлрен туман. Никам та çветтуй мар. Çапах та çакă вăл пирĕн тĕнчере ырăпа усал, ăс çивĕчлĕхĕпе айванлăх тата ытти çакнашкал енсем пĕр-пĕринпе тачă çыпçăнса — пĕрне тепринчен уйăрайми пуличченех! — пĕрлешсе кайнине пĕлтермест.
Журнал аран сывлать тенипе кÿренме е йывăра илсе шутсăр пăшăрханма кирлĕ мар пулĕ. Авă, вăл тахăш вăхăтра çÿхелсе юлнине пуç-редактор та йышăнать. Çав Николай Петров прахвиссарăн Сурхури сăмах ăçтан пуçланнă пирки çырнă статйине (тахçан "Тăван Атăлта" тухнă) таçта та шыраса пăхрăм — тупăнмарĕ. Тен, хам шырав меслечĕсене пĕлсех каймастăп пулĕ. Сырса парар "Таван Атал" валли пер шедевр - ват маттур пулатар.Журнал хуçисен кам çырма пултарнине, кам пултарайманнине витĕр курса тăмалла. Пултараканнисене ятарлă саккас памалла. Çапла тунинче ним начарри те çук. | |
Николай Андреев // 4207.10.1435
2019.05.25 14:09 | |
Тӑван Атӑл!Филлипова!Эсир,ман шутпа,хӑвӑр ҫыракансене сивӗтсе тӑратӑр Тархасшӑн икӗпитлӗ ан пулӑр.Хӑвӑра кам кӑмӑла каять,ҫавна ҫеҫ ан пичетлӗр!Вара ҫыравҫӑсем тупӑнаҫҫех. |