Юлашки вӑхӑтра ял эрех ӑшне путни кулянтарать. Арҫынсем кӑна мар, хӗрарӑмсем те черкке енне туртӑнаҫҫӗ. Намӑс-симӗс пирки манса пыраҫҫӗ. Ачисен умӗнче хӑть вӑтанасчӗ.
Ялти тепӗр хӗрарӑм та упӑшкине ытла та ир пытарчӗ. Вӑл та эрех аварне путрӗ. Халӗ кашни кун тенӗ пекех ӳсер ҫӳрет вӑл. Ачи-пӑчи ӳссе тухса кайнӑ, ҫемье ҫавӑрнӑ. Асанне-кукамай ятне илтнӗ хӗрарӑм хӑй тӗпсӗр авӑра лекнине ӑнланмасть.
Тепӗр хӗрарӑм, Люда ятлӑскер, лавккара ӗҫленӗ чухнех эрех ӗҫме тытӑнчӗ. Лавккара темиҫе хӗрарӑм пухӑнса ӗҫетчӗ. Хӑй шутсӑр чееччӗ. Лавккана килекен ӳсер ҫынсене улталатчӗ кӑна. Ҫапла эрех ӗҫнӗ укҫине хӑйӗн кӗсйинчен кӑлармастчӗ. Кайран ӗҫрен кайрӗ пушшех те эрех нумай ӗҫме пуҫларӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче клуба тухса ларчӗ вӑл. Малтанах палласа илеймерӗм. Пичӗ-куҫӗ шыҫӑнса ларнӑ, этем сӑнӗ юлман.
Вӑт ҫапла пурӑнать ялти хӑш-пӗр хӗрарӑм. Вӗсене нимӗн те кирлӗ мар. Картишри выльӑх выҫӑ тӑрать-и, пӳртре тирпейсӗр-и — пур-пӗрех. Хуйхине эрех чӗрккинче пытараҫҫӗ вӗсем.
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.