Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Владимир Болгарский: Аслӑ Пӑлхар тӗп хулинче (Фанагоринче)-«Эпир сире кӗтетпӗр!»

Владимир Болгарский20.05.2016 11:243875 хут пӑхнӑ

Темиҫе кун каялла Хӑнакур(Фанагори) тата Крым ҫӗрӗсем ҫине ҫитсе килтӗм. Ара Крымри Акатуйне ҫул тытсан та пирӗн халӑхӑн, 7-мӗш ӗмӗрти Аслӑ Пӑлхар патшалӑх тӗп вырӑнӗсене мӗнле иртсе каяс-ха? Крым ҫурутравӗ те авалхи картӑсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, йӑлтах пирӗн Аслӑ Пӑлхар(Великая Болгария, пирӗн асаттесен патшалӑхӗ пирки кунта пӑхӑр) патшалӑхне кӗнӗ.

«Халӗ йышӑнӗҫ-ши, мӗнле-ха унта?» — тесе, шухӑшсем канӑҫ памастчӗҫ. Малтан Крыма ҫитсе куртӑм. Вырӑнти чӑвашсемпе тӗл пултӑм. Крымри чӑвашсен автономи пуҫлӑхӗпе, Яковлевпа курса калаҫма тӳр килчӗ. Ҫав тери кӑмӑллӑ ҫын. Ун пеккисем татах та тӗл пулччӗрех, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансем.

Крымра тата нумай чӑвашсене тӗл пултӑм. Илемлӗ «Амаҫын»(Амазонка) скульптурӑн авторӗпе, питӗ паллӑ Петр Пупинпа калаҫма тӳр килчӗ. Чӑннипех те шедевӑрсем, унӑн ӗҫӗсем. Тата тепӗр тӑрӑшса ҫӳрекен чӑваш ҫыннипе, Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче Чӑваш Республикинчи суту-илӳ министерствинче ӗҫленӗ, Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Юрий Алексейчӑпа та калаҫмалла пулчӗ. Хӑй ялан Чӑваш Республикинче пурӑннӑ имӗш, чӑннипе каласан, кӑмӑллӑ ҫынах пуль. Хӗпӗртерӗм, утмӑл тӑхӑр ҫулхи ентешпе, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫынпа тӗлпултӑм,-тесе. Вӑл мана кашни хамӑн саманта ЧНКапа, тата Чӑваш Республикинчи Культура Министерствин чиновникӗсемпе ҫыхӑнса килӗшмелле, — теме тытӑнчӗ.

Ара, сӳнекен ЧНКашӑн ҫунатӑн пулсан, манпа чӑвашла калаҫ-ха тесен, вырӑсла:-«Исвини, тавно не расковаривал по-чувашски, я ротной ясык сапыл», — тесе хучӗ. Ҫапла калаҫрӑмӑр вара эпир ҫур сехет ытла,хӑйте чӑвашьенчен анчах ҫитнӗ 69 ҫулхи чӑвашпа-эп калатӑп чӑвашла, вӑл тӑван чӗлхине маннипе, хуравлать вырӑсла. "Пӑхӑр-ха, тӗлӗнмелле калаҫаҫҫӗ, пӗри пӗр чӗлхепе, тепри урӑх чӗлхепе калаҫҫӗ, анчах тӑлмачӑсӑрах пӗр-пӗрне ӑнланаҫҫӗ"-текеннисем те пулчӗҫ пулас, айккинче тӑракансем.

Кайран Фанагорие ҫул тытрӑм. Фанагоринчи ял пуҫлӑхӗ питӗ хапӑл пулса йышӑнчӗ, июль 2-шӗнче пуҫланса ҫитес мероприяти пирки ҫырнӑ ҫырӑва хам куҫӑм умӗнчех вуласа тухрӗ. Тата ҫапла хыпар пӗлтерчӗ: «Пирӗн 5-мӗш июльте пысӑк уяв ял кунӗ пулать, ҫитме тӑрӑшӑр, эпир сире кӗтетпӗр» — терӗ.

Фанагоринчи пысӑк, пулас музей пуҫлӑхӗпе те курса калаҫрӑм. Калаҫнӑ ҫемӗн вӑл та пирӗн пирки, эпир чӑвашсем-пӑлхарсем асаттесен вырӑнне ҫитесси пирки, тахҫанах пӗлнӗ пекех туйӑнчӗ мана. Чул палӑкне ӑҫта лартасси пирки те калаҫрӑмӑр. Вырӑн тупатпӑрах терӗҫ, икӗ пуҫлӑхӗ те.

Ҫитсе курмаллах ӗнтӗ — Крыма ҫул тытнӑ чух, кашни чӑвашӑн ку вырӑнсене.

Те аслӑ чӑваш-пӑлхар асаттесен вырӑнӗсене ҫитсе килнӗрен, ӗнер мана чӑвашла сӑвӑ ҫырса пӑхас шухӑш кӗчӗ. Хам ӗнтӗ вунпилӗк ҫула яхӑн чӑвашсем хушшинче пурӑнманнипе, чӑвашла сахалтарах сӑмах ваклап пулсан та, анчах та анне сӗчӗпе илнӗ сӑмахсем хитре шӑрҫасем пекех тӑкӑнаҫҫӗ. Суя вӑл — анне чӗлхине манма пулать тени!

Ку сӑвва вунӑ минут хушшинче ҫырса хутӑм. Чӑннипе калатӑп, унчен нихӑҫан та сӑвӑ йӗркисем ҫырман, ҫырап тесе те шутламанччӗ. Мӑнаҫлӑ асаттесен вырӑнӗсем хавхалану тата тӗлӗнмелле мехел-вӑй параҫҫех пуль. Анчах та пӗрремӗш икерчӗ мӑкӑльчӑклӑрах пулсан каҫарӑр.

 

Паян тус-чӑвашӑм

Куратӑп ӑнлантӑн

Ҫапах эс пӑлхар та

Тинех вӑранатӑн

 

Чуну йӑваш мар сан

Ҫутӑ, хӗрӳллӗ пӑлхаррӑн

Анчах мӗншӗн эсӗ тӑванӑм

Часах пӑлхарлӑхна манатӑн?

 

Ҫук, тӗлӗнетӗп эп санран

Мӗн ҫитмеҫ сана чӑваш

Тем илесчӗ сан, камран

Мӗн шутлатӑн эс, чӑнах

 

Ма тупмастӑн мӑнаҫна

Те пӑхатӑн эс чапрас

Пур-и сан шайра вырнаҫнӑ

Тепӗр халӑх, ҫук тӑрах

 

Хӑвӑн аслӑ мехелпе

Мухтанмаллӑх пехилпе

Икӗ тинӗс хушшинчи

Хӑнакур хулипеле

 

Кам чӑрмав кӳрет сана

Паянхи ӑмӑр куна

Хӑш шайри ҫав тӗпутат

Тен ЧНКа сивлет хӑвна

 

Халӗ вӑл кайра утать

Ма ӑнланмасть конгресс ҫавна

Историсӗрех пырать?

Пӑлхарсӑр-пуласлӑхсӑр, юлма?

 

Е тепре сан пур чӑрмав

Каласам хӑвах, систер

Тантӑшпа ан пул шӑплав

Пӗрлӗхре вӑл пархатар

 

Мантӑн-им эс Кӑпратна

Ан вӑтан, чӑваш-пӑлхар

Аслӑ та хӑват йахна

Мантӑн, эс Пӳ-Урханне

 

Ӑс парать пӗлӳ-анне!

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org