Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ершов-Янкер Николай Гаврилович

Ершов Николай Гаврилович (псевдонимӗ — Янгер) — чӑваш сӑвӑҫи. 1942 ҫулхи юпан 11-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Янкас ялӗнче ҫуралнӑ.

2004 ҫултанпа — Раҫҫей журналисчӗсен, Чӑваш Республикинчи писательсен союзӗсен, Чӑваш халӑх академийӗн чӑн членӗ. 1993 ҫулта Нестер Янкас, 2005 ҫулта Алексей Талвир ячӗллӗ литература премийӗсене тивӗҫнӗ.

Николай Янгер — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Пурнӑҫӗ

Тӑван ялти пуҫламӑш, Красноармейскинчи вӑтам шкулсенче, партин Аслӑ шкулӗнче пӗлӳ илнӗ, ҫарта офицер пулнӑ.

Красноармейскинчи Культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫи, Ҫӗнел Упири библиотека заведующийӗ, Шалти ӗҫсен районти пайӗнче паспорт службин пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. Райхаҫат редакцийӗнче вӑй хунӑ тапхӑрта литература сотрудникӗ, яваплӑ секретарь, ял хуҫалӑх тата парти пурнӑҫӗн пайӗсен ертӳҫи, редактор ҫумӗ пулнӑ.

Вун икӗ ҫул районти ҫыравҫӑсен Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство пӗрлӗхне ертсе пынӑ. Халӗ — унӑн хисеплӗ председателӗ. 1990 ҫултанпа Нестер Янкас ячӗллӗ литература музейӗн канашӗн ертӳҫинче тӑрӑшать.

2006 ҫултанпа Красноармейски район хаҫатӗнче пичетленекен чи лайӑх литература хайлавӗсен авторӗсене хӑй ячӗллӗ преми тата диплом парса чыслать.

Пултарулӑхӗ

Пӗрремӗш хайлавӗ 1956 ҫулхи акан 4-мӗшӗнче район хаҫатӗнче кун ҫути курнӑ. Сӑввисемпе тӗрленчӗк-очеркӗсем «Малтанхи хунавсем» (1972), «Пурнӑҫ сӑпки» (1992), «Пурнӑҫ сакки» (2006), «Ҫулсем иртеҫҫӗ» (2002), «Пурнӑҫ илемӗ» тата «Пурнӑҫ элемӗ» (2007) кӗнекисенче пичетленсе тухнӑ.

Каҫӑсем



 
Категорисем: Николай Янгер
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-10-11 07:45:22 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2010 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org