Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Константин Яковлев чӑвашсене тутарлатӗ-ши?

Аçтахар Плотников09.10.2015 11:065927 хут пӑхнӑ

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне отставкӑна янӑ хыҫҫӑн республикӑри политика пурнӑҫӗ самай хускалчӗ, вырӑнсене кам йышӑнасси пирки нумай шавларӗҫ. Малтанхи юлать, е ун вырӑнне теприне лартаҫҫӗ? Ҫак ыйту политикӑпа кӑсӑкланакансене чылай хумхатрӗ темелле. Чи кӑсӑк ыйту вара Культура министрне кама лартасси пирки пулчӗ. Чӑваш халӑх сайтӗнче те ҫак тема тавра сахал ма хыпарларӑмӑр.

Тутарстан чӑвашӗн кандидатурине йышӑнни

Чӑн та Костя Яковлева лартни хӑш-пӗр ҫынсен умӗнче самай ыйту ҫуратрӗ. «Республикӑра культура министрне лартма тивӗҫлӗ ҫын тупайман-ши вара?» — текеннисем те пулчӗҫ. Теприсем: «Ак, Тутарстан ҫынни килӗ те пире чӑвашсене ӗҫлеме вӗрентӗ», — терӗҫ. Виҫҫӗмӗшсем вара чӑвашсене тутарлатма пуҫласси пирки те пӑшӑрханма пуҫларӗҫ. Ыйтусен шайӗ, паллах, ҫынсен культура шайӗ (Костӑн халь ӑна ӳстермелле пулӗ) мӗнлерех пулнинчен килет.

Константин Яковлева хальлӗхе культура министрне вӑхӑтлӑх кӑна лартнӑ. Ман шутпа ҫак йышӑнӑва тунипе Михаил Игнатьев команди ҫӗнӗ ҫынна тӗрӗслесе пӑхасшӑн. Пурнӑҫлайӗ е ҫук. Коллектива кӗрейӗ е ҫук. Кунти тӳре-шарашӑн вӑл чӑн та ҫӗнӗ ҫын. Туй йӑли-йӗркинче ҫӗнӗ ҫынна шыв ӑстарма ярса ялти халӑхпа паллаштараҫҫӗ, кунта та ҫав параллелех ӗнтӗ, анчах тӳре-шарасен шайӗнчи.

Костя Яковлев мӗн енпе ытларах ӗҫлӗ-ши? Чӑвашсен культурине Раҫҫей тата тӗнче шайне кӑларассипе пулсан питӗ аван пулмаллаччӗ. Анчах кунта ыйту ҫуралать: пултарӗ-ши? вӑл енӗпе ӗҫлеттерӗҫ-ши? Хальхи вӑхӑтра Раҫҫей шайӗнче чӑвашсем ытла та мӗскӗннӗн хӑйсене тытаҫҫӗ. Сӑмахран, пысӑк фестивальсене хутшӑнмаҫҫӗ. Тӗрӗккуравнех (выр. Тюрковидение) илес. Пур тӗрӗк халӑхӗ те тенӗ пекех хутшӑннӑ хушӑра вуншар, ҫӗршер юрӑҫлӑ чӑвашсем айккинчен пӑрӑнса иртнӗччӗ. Пултарӗ-ши? тенӗрен. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх Костя Яковлев Тутарстан чӑвашӗсене те пӗр тӗвве пухайман имӗш. Ҫапла май ҫак ыйту та ҫук мар. Анчах палӑртас пулать — чӑвашсем вӗсем ҫав-ҫавах питӗ хӑйне евӗрлӗ, «кашни чӑваш хӑй патша» текенсене пуҫтарма ҫав-ҫавах йывӑр, ҫӑмӑл мар. Министрӑн ӗҫӗ вара ку енчен самай ҫӑмӑлрах. Тен пултарӗ те. Кӑна вӑхӑт ҫеҫ татса парӗ. Каласа хӑвартӑмӑр ӗнтӗ — Костӑна хальлӗхе министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама вӑхӑтлӑх кӑна лартнӑ.

Музей, вулавӑш, театр, ЧНК?

Унчченхи культура министрӗсем чӑн та тӗрлӗ культура сферисенчен пулчӗҫ. Халӑхра ҫӳрекен халап тӑрӑх министрӗ ӑҫтан — ҫавсене ытларах пулӑшу лекет. Ав, Роза Лизакова ларнӑ вӑхӑтра Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗн ҫуртне самай аталантарчӗҫ — хушма ҫурт туса лартрӗҫ, сӑнне илемлетрӗҫ. Вадим Ефимов театралсенченччӗ, вӑл та вӗсене ытларах пулӑшма тӑрӑшатчӗ. Чӑваш наци музейне вара, эп астӑвасса, Пётр Степанович вӑхӑтӗнче ҫӗнӗ хӑт кӗртрӗҫ.

Ҫапла пӑхатӑн та ирӗксӗрех ыйту ҫуралать — Константин Яковлева лартни ЧНК-на пулӑшу кӳрессипе ҫыхӑнман-и? Аса илтерер, вӑл конгресс президиумне кӗрекенскер, Тутарстан Республикин Чӑваш наципе культурин автономийӗн ертӳҫи. Сас-хура ҫӳренӗ тӑрӑх конгреса юлашки вӑхӑтра укҫа-тенкӗ ҫитмест. Тен, малашне вӑл енчен ҫӑмӑлрах пулӗ? Тутарстан чӑвашӗсем тата тепӗр енпе палӑраҫҫӗ — уявсем ирттерессипе вӗсем маттур. Мӗн тӗрлисем кӑна ҫук пуль вӗсен унта, пирӗн тӑрӑхри ансамбльсем те тӑтӑшах вӗсенче хутшӑнаҫҫӗ.

Малтанхисем

Культура министрӗн пуканне 27 ҫул хушшинче 7 ҫын йышӑннӑ. Николай Фёдоров Президента лариччен ҫак ӗҫе Алексеев Герольд Михайлович туса пынӑ. 1988 ҫулта йышӑннӑ та 1993 ҫулччен тӑрӑшнӑ. Хайхи пӗрремӗш Президент килсен ҫак вырӑна Иванов Виталий Петровича лартнӑ. Вӑл 3 ҫул хушши культура министрӗ пулса ӗҫленӗ. 1996 ҫулта ун вырӑнне Ольга Денисовӑна лартнӑ. Ӑна вара, ыттисемпе танлаштарсан, пуринчен те ытларах ҫак ӗҫе кӳленнӗскер теме пулать. 8 ҫул хушши министр ӗҫне пурнӑҫланӑ — 2004 ҫулчченех. Малалла вара Пётр Краснова лартнӑччӗ. Вӑл 2004–2007 ҫулсенче культура министрӗн пуканне йышӑнчӗ. 2007 ҫулта вара ҫак вырӑна питӗ хӑвӑрт пушатрӗҫ, чӑвашла та пӗлмен Наталья Володинӑна лартрӗҫ. Паллах, ку вӑхӑтлӑх кӑна пулни ун чухне сисӗнетчӗ. Ҫур ҫул патнелле кӑна пурнӑҫларӗ вӑл ҫак ӗҫе, 2008 ҫулта Николай Фёдоров культура министрне Роза Лизаковӑна лартрӗ. Вӑл вара тепӗр 4 ҫул ку пукана йышӑнчӗ. 2012 ҫулта, ку ӗнтӗ Михаил Игнатьев Элтепер вырӑнне йышӑннӑ хыҫҫӑн пулчӗ, культурӑна ертсе пыма Ефимов Вадим Петровича шанса пачӗҫ. Вӑл ӑна кӑҫалччен, 2015 ҫулччен, йӗркелесе пычӗ.

Миҫе ҫул хушши ларнине пӑхсан пӗр япалана асӑрхама пулать: ытларах чӑвашлӑх енӗпе ӗҫлекенсем ыттисенчен сахалтарах ларнӑ. Виталий Иванов та, Пётр Краснов та — виҫӗ ҫул кӑна. Ман шутпа ҫак пӗрпеклӗхӗн сӑлтавӗ те пур. Темшӗн хамӑр республикӑра «чӑвашлӑх» текенни модӑра мар. Хӑтланкаласа пӑхаҫҫӗ, анчах пӗр-ик ҫын хирӗҫ тӑнине курсанах наци ыйтӑвӗн «вутне» чӗртес мар тесе пӑчлантараҫҫӗ, ахальтерех ҫынпа ылмаштараҫҫӗ.

Уйрӑм списокпа палӑртар-ха тепӗр хут:

►Ефимов Вадим Петрович, 2012–2015

►Лизакова Роза Михайловна, 2008–2012

►Володина Наталья Ивановна, 2007–2008

►Краснов Петр Степанович, 2004–2007

►Денисова Ольга Григорьевна, 1996–2004

►Иванов Виталий Петрович, 1993–1996

►Алексеев Герольд Михайлович, 1988–1993

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем