Хеопс пирамидине курма ĕмĕтленекен чылай пулĕ. Хăш-пĕр интереслĕ фактпа паллашма сĕнетпĕр.
Пирамидăна 20 çула яхăн тунă. Официаллă верси тăрăх, ăна пирĕн эрăчченхи 2450 çулта вĕçленĕ.
Анчах арап ăсчахĕсем иккĕленеççĕ. Вĕсем пирамида çине çырнине кăтартса вĕсене сахалтан та 73 пин ытла çул каялла тунине ĕнентереççĕ.
Хеопс пирамидине шăп та лăп полюссемпе тунă. Экспертсем палăртнă тăрăх, ăна хута ямашкăн кирпĕч питĕ нумай кирлĕ пулнă – 2,2 миллион штук.
Пирамида çÿллĕ. Унта кĕмелли вырăн та 15 метр çÿллĕшĕнче. Туристсем ăна Багдад халифĕ 821 çулта тунă вырăнтан пăхма пуçлаççĕ. Ăна хаклă япаласене тупас тĕллевпе тунă, анчах ĕмĕр-ĕмĕр пухăннă тусансăр пуçне нимĕн те пулман.
Пирамида лайăх сыхланса юлнине специалистсем çапла ăнлантараççĕ: типĕ çил те, пысăк температура та ăна витĕм кÿмен.
Вилнĕ фараонсене пытармашкăн пирамидăра функциоаналлă пÿлĕм тунă. Кунашкаллисем унта – виççĕ.
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.