Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.2 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чӗлхене мӗн ҫӑлса хӑварайрать? Вӑл кӑсӑклӑ пулни-и?

Аçтахар Плотников23.07.2026 21:2382 хут пӑхнӑ

Паян пӗр хайлав вуланӑ май кӑсӑклӑ саспалли куҫа тӑрӑнчӗ. Вӑл ҫакнашкалтарах: «ꈊ». Унпа усӑ курса каомодзи (яппунла 顔文字 — «пит-сӑнар») йӗркеленӗччӗ. Ку мана самай кӑсӑклантарса ячӗ те Дипсикран (вӑл ялан уҫӑ тӑрать, чылай чухне хӑвӑрт хуравлать) мӗнле чӗлхери саспалли пулнине ыйтса пӗлес терӗм. Ҫапла май вара Йи (Yi) текен чӗлхе пирки пӗлтӗм.

Ку чӗлхе тибет-бирман чӗлхисен йышне кӗрет-мӗн, унӑн алфавичӗ ҫавнашкал пиктограммӑсенчен тӑрать. Вӗсен йышӗ питӗ пысӑк, пӗр пин ытла (1164 теҫҫӗ). Халӑхӗ Китайра Сычуань провинцире пурӑнать. Чӑвашсемпе танлаштарсан йышӗ пысӑкрах — йи (yi) ятлӑ халӑхӑн (китайла: 彝族 — Yizú) пӗтӗмӗшле йышӗ 2–3 миллион.

Дипсика, паллах, алфавитне туллирех кӑтартма сӗнтӗм те мӗнле кӑна саспалли ҫук пуль вӗсен. Акӑ хӑш-пӗрисем: ꈍ, ꈎ , ꀨ , ꀕ, ꊛ . Чӑваш карт ҫырӑвӗнчи йышшисем те пур: ꋍ. Питӗ кӑсӑклӑ ҫыруллӑх пек туйӑнчӗ те Дипсика ҫак чӗлхепе текст ҫырса пама ыйтрӑм. ИИ мана мӗн хуравларӗ? Ҫыраймастӑп тет. Саспаллисене пӗлетӗп тет, анчах текст хатӗрлейместӗп тет.

Халӑххи 2-3 миллион йышлӑ, анчах Дипсик унӑн чӗлхине пӗлмест иккен. Мӗншӗн ҫапла пулса тухни пирки ыйтрӑм. Иккен, йи чӗлхеллӗ текстсем пит сахал. Халӑх сӑртлӑ-туллӑ йывӑр вырӑнта пурӑнать. Ҫавна май компьютера алла илес тӗлӗшпе лару-тӑру вӗсен самай япӑх иккен.

Дипсик ҫавӑн пекех чӗлхене аталантарма Китайри политика та чӑрмантарнине пӗлтерчӗ. Имӗш патшалӑхра китай чӗлхи сарӑлнӑ, ҫавна май йи чӗлхи пек пӗчӗк чӗлхесене аталанма пит йывӑр. Патшалӑх чӗлхене тӗпчет, анчах ни сарӑмӗ ҫук, ни Википедире ятарлӑ уйрӑмӗ.

Чӗлхи вара, уйрӑмах ҫырулӑхӗ, самай кӑсӑклӑ. Ют планетӑран килнӗ хӑнасеннине аса илтерет теме пулать (Дипсик каласа панӑ тӑрӑх ку ҫырулӑх чӑн та питӗ авалхи, халӑх ӑна темиҫе пин ҫул хушши аталантарнӑ). Апла пулин те ҫакӑ чӗлхене тӗнче тетелӗнче аталанма ҫул уҫман.

Шухӑшларӑм та — пирӗн чӑваш чӗлхи пирки те вӗрентес тесе кӑсӑклӑн каласа параҫҫӗ. Уйрӑмах, пирӗн чӗлхе пӑлхарсен тураттинчи пӗртен-пӗр упранса юлнӑ чӗлхе тесе пусӑм тӑваҫҫӗ. Тем те пӗр шухӑшласа кӑларни те тӗл пулать: имӗш пирӗн чӗлхепе кӑна авалхи тӗрӗк тексчӗсене вулама пулать тата ытти те. Чӗлхепе ҫапла май кӑсӑклантарса ярасшӑн.

Акӑ тепӗр енче — Йи чӗлхи. Кӑсӑклӑ чӗлхе-и? Кӑсӑклӑ! Халӑх йышӗпе те чӑваш чӗлхинчен самай ирттерет! Анчах Дипсик ку чӗлхепе калаҫаймасть. Чӑвашла вара — калаҫайрать. Йӑнӑшсемпе ӗнтӗ, апла пулин те — калаҫайрать. Википедире чӑвашла уйрӑм пур. Йи чӗлхипе вара — паянхи кун та ҫук. Google Translate сервисра чӑваш чӗлхи пур, йи чӗлхипе вара — ҫук. Мӗншӗн? Лару-тӑрӑвӗ тем тесен те пӗрешкелтерех темелле. Раҫҫейре вырӑс чӗлхи хуҫаланать, Китайра — мандарин китай чӗлхи.

Тупсӑмӗ вара ман шутпа ак ҫакӑнта: энтузиастсен йышӗнче. Йи чӗлхеллисен хушшинче хӑйсен чӗлхине аталантарма хатӗр хастарсем сахал та — вӗсен чӗлхи паянхи кунта та тетел чӗлхи пулса тӑман. Чӑваш чӗлхин хастарӗсем ытларах та — пирӗн тӑван чӗлхе тетел чӗлхи пулса тӑнӑ. Лару-тӑру ҫӑмӑлах мар, анчах йи чӗлхепе танлаштарсан, чӑн та эпир, чӑвашсем, самай пысӑк утӑм тунӑ. Апла-тӑк — алӑ усмалла мар кӑна! Вара пӗтӗмпех пулӗ!

Халӑх вӑйӗ — хамӑрта! Хамӑр кӑна тӑван халӑха пуласлӑха илсе тухма пултаратпӑр!

 

ХК. Дипсик, те тӳрре тухас тесе, ҫапла ҫырса пачӗ (Китайри патшалӑх чӗлхи пирки ыйтнӑ май): «Китай правительстви Yi чӗлхине хӳтӗлет (шкулта, кӗнекесенче), анчах вӑл патшалӑх чӗлхи шутланмасть» (орфографине упраса хӑвартӑм). Патшалӑх хӳтӗлени чӗлхене пӗрре те пулӑшу кӳмест пулса тухать: Википедире уйрӑм ҫук, ИИ йи чӗлхине пӗлмест, Кукӑль.Талмач йи чӗлхелле куҫарса параймасть. Ҫавна май патшалӑх ҫине шанни пуш япала ман шутпа (тӗрӗсрех каласан, патшалӑх ҫине кӑна шанни пирки сӑмах. Патшалӑх хӳттисӗр чӗлхене ҫавах тем тесен те йывӑртарах, патшалӑхӑн хӑй хӳтӗлекен чӗлхене пулӑшса пымаллах, ку унӑн тивӗҫӗ!).

ХК2. Йи чӗлхин Википедире уйрӑм ҫук тесе калани тӗрӗсех мар. Пур, анчах инкубаторта. Пурӗ 1 пин ытларах статья унта, ытларах енӗпе ҫырма пуҫланӑскерсем кӑна.

ХК3. Ку чӗлхене «и чӗлхи» тесе куҫараҫҫӗ. Апла пулин те «кӑшт тӗрӗсрех пултӑр тесе» эп ӑна «йи чӗлхи» тесе ят патӑм.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем