Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4274630 хут пӑхнӑ

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3757.96.0470
2014.02.09 21:13
Agabazar
Timer:"... килте ачисемпе тăван чĕлхипе калаçманнипе наци хăрушлăха кĕрсе ÿкнĕ..."
Эппин тавай çавăн пек ашшĕ-амăшĕсене, асатте-асаннесене, кукаçи-кукамайсене пурне те шута илсе тухар. "Наказани" парар? Наказани памастпăр тесен, вĕсен кăмăлне 180 градус чухлĕ улăштарма пултаракан 100 процентлă урăхла меслет тупар. Малтанах паллă: "Влаçа чăрмантармалла мар!" текен суя чĕнÿпе çак тĕллеве ПУРНĂÇЛАМА МАЙ ÇУК.
Agabazar // 4071.56.6426
2014.02.09 21:13
Agabazar
ÇАПЛА ÇАВ.
Якур // 2472.90.0762
2014.02.09 21:39
Акасапар-тăванăм! Калаçăва айккинелле пăрса ан яр. Каллех тем "наказани" шутласа тупам пекки тăватăн. Сана Тимĕрпе Атнер, тата Бор та вĕсем хушшинче ачасене тата халăха хситесе е укçалла вĕрентимастăн тесе. Меслетсем кирлĕ пулсан шыра, никам та чăрмантармасть.
Якур // 2472.90.0762
2014.02.09 22:44
Кунта тема "наказани" мар, кунта наци конгресне аталантармалли çинчен шухăшсем пуçа пырса кĕрсен çырмалла. Акапасар çурат,тархасшăн, Нано-шухăшсем, Нано-пулăмсем. Пире пĕлтер Нано пирки, эпир яланах санпа пĕрле,паллах,Нано-ĕмĕтсем пулсан. Нано тесен Чубайс укçа-тенкĕ уйăрма пултарать.
Agabazar // 8078.6.9991
2014.02.10 14:33
Agabazar
Якур:"Меслетсем кирлĕ пулсан шыра, никам та чăрмантармасть..."
Меслет пĕртен-пĕрре. Вăл меслет "влаçа ĕçлеттересси" ятлă. Урăхла меслетсем çук.
Тимӗр // 4916-2612
2014.02.10 21:07
Санăн ачу килте чăвашла калаçмасан кам айăплă?Мĕн, вĕсем детдомра çуралнă-им сан?Мĕнле меслет кирли пирки Тымарлан курсан ăнлантарма пултарĕ сана?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.12 11:48
Акасапар хăта! Ĕнер В.В.Николаев палăкĕ умне гвоздика хума пыримарăн-и?Как-никак 75 çула çитнĕ пулĕччĕ пурăнма тÿр килнĕ пулсан. Паллă ĕнтĕ,Николаев В.В. çинчен çырма вăтанать Акасапар. Вăл производственник пулнă мĕн ачаран тенĕ пек, суд ларăвĕсем тăрăх çÿремен.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.12 11:52
Акасапара пĕлсе тăма."Хисеплĕ" президент Архиппăфф( санăн кумир ĕнтĕ) та пычĕ унта.Унăн тĕллевĕ ытларах "асамлă" шĕвеке тутанса пăхасси пулнă-ха ĕнтĕ(сăмах май каласан,çав тĕллев пурнăçа кĕчĕ унăн).
Agabazar // 1508.69.5781
2014.02.12 20:52
Agabazar
bor1959:"Акасапар хăта! Ĕнер В.В.Николаев палăкĕ умне гвоздика хума..."
bor1959:"Акасапара пĕлсе тăма."Хисеплĕ" президент Архиппăфф..."

В.В.Николаева шăпах Арххиппăфпа ун юлташĕсем НИМПĔЛМЕНЛĔХРЕН туртса кăларнă. Арххиппоф пулмасан çав çын чăвашлăх ĕçне явăçас та çукчĕ. Атту авă халь те пире форумра "чăваш юнне" микроскоппа пăхатăр тесе ЮНАÇÇĔ....
Якур // 2009.18.5881
2014.02.12 22:02
Акапасар йăнăшать пулмалла. В.П.Иванов каланă тăрăх хайхи Василь Васильевич Николаев шкулти аслă классенче вĕреннĕ чухнех хăйне хăй çавăн пек ыйтусем панă: 1. Мĕншĕн-ха ман,чăваш ачин, авалхи Рим историне çине тăрса вĕренмелле?
2. Мĕншĕн-ха ман,чăваш ачин, авалхи Руç историне çине тăрса вĕренмелле?
3. Енчен те эпĕ, чăваш ачи, хамăр халăхăн авлхи историне те пĕлмес пулсан.
Акапасар каллех суять! Ăçтан-ха пĕрмаях черкке енне туртăнакан Архиппăфф В.В.Николаева "НИМПĔЛМЕНЛĔХРЕН туртса кăларнă"-тесе калама намăс мар? Э. Тавай ыйтар халăхран. Кулса вилĕç Пушкăрт чăвашĕсем( Чăваш Хурамалтисем).

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем