Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4274611 хут пӑхнӑ

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Якур // 1598.76.6829
2013.10.28 12:45
Админ Микуль шухăшне пĕлтĕмĕр тейĕпĕр. Анчах комментари çыриччен санăн кандидатури кам пулнине пĕлес килетчĕ. Унсăрăн шыва пĕр витререн теприне янă пек анчах пулать.Тепĕр сан шухăш çинчен: Федоров 7-мĕш Пухăва килни тата Игнатьев 8-мĕшне килнисем хушшинче целая пропасть,две большие разницы.Çавна политикăна кĕрсе пыракан çыннăн( Админăн)ăнланмаллах пек.
2013.10.28 13:24
Аçтахар Плотников
2007 çулта 6-мĕш пулсаччĕ пулас. Эп 7-мĕшне кайманччĕ (20 çул тултарнă ятпа ирттерсе марччĕ-и-ха ăна?).
Эп кандидат тăратман / мана унашкал право та парасшăн пулмарĕç вĕсем. Камшăн сасăланă пулнине пĕлтерни те мĕн тума кирлĕ? Тĕп шухăша каларăм-çке: суйлава халăха мар, тӳре-шарана явăçтарни ман кăмăла каймарĕ.
Agabazar // 3224.64.4584
2013.10.28 14:28
Agabazar
"Лайăх çын" тени —професси мар. ЧНК Президенчĕ вырăнĕнче те пире "лайăх çын" мар, хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçлама тăрăшакан кирлĕччĕ.
Саня матки Валерикки // 1269.6.8393
2013.10.28 15:13
Едросс çынни,Госдума депутачĕ хальхи вăхăтра пуçлăхсен... çуллакан çын.Чăваша çак Этем епле хÿтĕлевĕ? Эй-яй-яй...мĕскĕн,шеремет ачисем...чăвашсем. Теприсемшĕн эпир кунта хурланни:"...быть бы живу,а остальное-пофиг"
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.28 16:11
Эпĕ те Якур шухăшĕпе килĕшетĕп.Админ юлташ,Сталин пичче те пур пулăмсене хутшăннă,пĕлес килнĕ ĕнтĕ Хура халăх ирĕклĕн пĕр-ик сăмах калама пултарать е çук?Çав пуçлăхăн психологине тишкернĕ ĕнтĕ Н.Васильевич.Çавăнпа однозначно:Ку килнĕ, Ку кайнă Сьезда тесе калама питĕ иккĕлеÿллĕ япала.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.28 16:50
Хаклă Админ!Аслă Пухусем ирттернĕ чухнехи прогресс пурри куç умĕнчех.Н.Васильевич чухне оппозицине калаçтарман та, ку хутĕнче вара мĕн калассине нумай каларĕç, пĕтĕмпех пулмасан та.Тепрере татах лайăхрах пуласса шанас килеть.Москва не сразу строилась.Ан кÿрен, пĕтĕмпех йĕркеленеть хамăр тăрăшсан.
Agabazar // 1020.9.7116
2013.10.28 17:10
Agabazar
bor1959:"Эпĕ те Якур шухăшĕпе килĕшетĕп." Килĕшĕр, килĕшĕр! Килĕшни —сывлăхшăн питĕ усăллă!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.28 17:28
Акасапар,килĕшменни те усăллă.Адреналин текен япала юн тымарĕсене тухать,вара шăмшак,çанçурăм мобилизоваться( пуçтарăнса тени пулать-и вăл)туса лайăхрах ĕçлеме пуçлать.Ăçта пăх, пур енчен те усăллă.Татах усăллăрах уçă сывлăшра ĕçлени, ку паллă.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.28 18:08
"хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçлама тăрăшакан кирлĕччĕ."-терĕ те Акасапар вара ĕç тунă пек пулчĕ пулмалла. В идеале пур çĕрте те,пурин те тивĕçĕсене кирлĕ пек тумалла. Вара лару-тăру конгрессра та пачах урăхла пулмаллаччĕ.
Agabazar // 9767.2.8258
2013.10.28 18:58
Agabazar
Саня матки Валерикки:"Чăваша çак Этем епле хÿтĕлевĕ?" Хÿтĕлет-и, хÿтĕлемест-и, часах паллă пулать. "Русский марш" тĕлĕшпе мĕн калĕç е каламĕç — çавăнтанах пурне те тавçăрса илĕпĕр.

Страницӑсем: 1, ... 22, 23, 24, 25, 26, [27]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем