Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4273519 хут пӑхнӑ

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Серте Унтри // 2878.71.9166
2014.02.24 14:13
Модератора лартичен питĕ чуна пырса тивекен сăмахсемпе шухăшсем çыратчĕ, тем ăна пулчĕ модератора лартнă хыçăн.
Agabazar // 2488.4.7315
2014.02.24 20:27
Agabazar
Серте Унтри // 2878.71.9166
2014-02-24 14:13<<Модератора лартичен питĕ чуна пырса тивекен сăмахсемпе шухăшсем çыратчĕ, тем ăна пулчĕ модератора лартнă хыçăн.>>

Кунта, блорумра, модератор текенни Акапасар мар.
Пĕлместĕр пулсан, суйса-сÿпĕлтетсе ан çÿрĕр, тархасшăн.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.25 09:22
Пĕр вăхăтра,Унтри калашле, мана та Акасапар модератор пулнă пек туйăнчĕ. Халь картине кĕрсе пырать, хамăр пекех. Вăт тĕл пулса калаçимастпăр-ха ниепле те, чей ĕçме-и унта е глинтвейн!
Agabazar // 2106.76.7985
2014.02.25 21:38
Agabazar
bor1959:"...хамăр пекех..."
http://slovarick.ru/295/
Якур // 5118.7.2940
2014.02.26 01:03
Акапасар хăтана тепĕр хут Украин çĕршывне кайса килме ыйтатăп. Уйрăмах Львiв хулинчи депутатсен пухăвне. Кунта пит нумай кăкăрна каçăртрăн.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.26 09:00
Акасапар кăртăшланма пăрах, вула истори кĕнекисене. Паянхи пурнăçра та ав кăртăш Януковичпа куратăн мĕн пулса тухрĕ. Çынсем пек йĕркеллĕ пул, тем более что хăв из себя никого не представляешь, ничего не значащаяся "фигура". Çĕр çине ан та, виртуал тĕнчинчен тух та урама халăх хушшине, йĕркеллĕ- çынсене ĕретлĕн пурăн!
Микула // 3913.58.4645
2014.02.28 12:31
Хăрать питĕ Акапасар.Интернетра кăна кĕрешме хатĕр маттур чăвашсене хирĕç.Шалу илсе ларать таçта.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.28 15:30
Çапла пулмасăр,Микула хăта.Пÿтсĕр питĕ вăл-хăракан çын, пакăçланса пурнать.
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.03 16:12
Шанăç пур-и конгрессра?Çур çул иртсе кайнă хыççăн мĕнле туйăмсем çуралаççĕ конгресăмăрăн çыннисен?.
Якур // 2766.18.5797
2014.03.04 00:26
Мĕн тери Акапасар Çăварни уявĕ ирттерсе парасси çинчен ШАНĂÇ çук, çав тери конгресс çине шанма çукрахъ пуль. Çĕнĕлĕх кĕртме тарăнрах хастарсем кирлĕ, эрехпе алхасакан пÿтсĕрсене кăларса пăрахни килĕшÿллĕ япала,паллах!

Страницӑсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем