Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar усӑ курaкан дневникӗ

Акапасар

  19.12.2014 21:33 | 11471 хут пӑхнӑ

Тутар ӳнерҫин ӗҫӗ (Б.И.Урманче. Ага-Базар. 1970). http://www.bolgar.info/photo/image-37

Хула ячӗ ака сӑмахранах тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Калас пулать, унашкал сӑмах венгр чӗлхинче те пур. Пӗлтерӗшӗ те унӑн ҫавнашкалах темелле. Пӗтӗмӗшле пӗлтерӗш вара ак ҫапларах пуль тесе шутлаҫҫӗ:

Акапасар=Акатуй

Кун пирки Линвгофорумра кӑштах вуласа пӑхӑр: http://lingvoforum.net/index.php?topic=2767.900

 

Ҫырулӑх йӗркевӗсен КОНЦЕПЦИЙӖ пирки

  05.12.2014 12:22 | 42358 хут пӑхнӑ
<<...Виҫҫӗмӗш ыйту каллех тенӗ пек орфографи тавра пулчӗ. Чӗлхе комиссийӗ хӑй ҫумӗнче орфографи комиссине йӗркелерӗ (15 ҫынран), ҫитес ҫул ятарлӑ конференци ирттерсе унти сӗнӳсемпе килӗшӳллӗн орфографи правилисен тӳрлетнӗ вариантне хатӗрлеме пулчӗ.>> http://chuvash.org/news/7684.html

 

1)Чӑн малтанах палӑртса хумалалла: йӗркевсене кармаҫӑварсем, балбессем, бомжсем, ҫапкаланчӑксем валли мар, ЧӖЛХЕҪӖСЕМШӖН тата ЧӖЛХЕПЕ ҪЫХӐННӐ ТИЕКСЕМШӖН ӑсталаҫҫӗ. Йӗркевсене "аяларахри" шайсене ҫитересси — пачах урӑх ыйту.

Малалла...

 

Хӗл Мучи ҫӗршывӗ ӑҫта?

  29.11.2014 23:44 | 15674 хут пӑхнӑ

Хӑшпӗрисен шучӗпе Хӗл Мучин ҫӗршывӗ Вологда облаҫӗнчи Аслӑ Устюг хулинче.

Анчах та ҫакӑ тӗрӗс мар.

Мӗншӗн тесен асӑннӑ хула Хӗл Мучин мар, Дед Мороз текен персонажӑн тӑван ҫӗршывӗ.

Хӗл Мучи вара Атӑл леш енчи, Йӑлӑмри ӗнтӗ, Северный поҫҫолӑкӗнче. Мӗншӗн тесен ҫак поҫҫолӑк Чӑвашстанӑн чи ҫурҫӗрте вырнаҫнӑ ҫынсемлӗ вырӑнӗ шутланать.

Акӑ вӑл, хайхи поҫҫолӑк

Ку сӑна ак ҫак тӗлтен илтӗмӗр: http://infojd.ru/28/zavoljskoe-severny.html

 

Параграф ячӗпе — палӑк

  28.11.2014 14:17 | 17389 хут пӑхнӑ

Чĕмпĕрте Ёё саспалли ячĕпе палăк пур.

Эп вара Шупашкарта палăк лартма сĕнетĕп. Паллах, асăннă саспалли ячĕпе мар. Чăваш Çырулăх йĕркевĕсен 75-мĕш параграфĕ ячĕпе. Анчах та скрижальсем çине çав текста çырса хунă чух

"асăрхаттарăва" та мантарса хăвармалла мар.

Чĕмпĕрти палăк çинчен ак кунта вуласа пĕлме пулать: http://www.votpusk.ru/country/dostoprim_info.asp?ID=10489

Эпир Чĕмпĕрсенчен мĕнпе кая?

Çырулăхăн 75-мĕш параграфĕпе çак сайтрах паллашма пулать.

Малалла...

 

ТӖРӖС ҫырмалли йӗркевсене... ТӖРӖС ӑнлантармалла

  06.11.2014 18:25 | 9903 хут пӑхнӑ

Орфографин, Пунктуацин, Грамматика Нормисен, Лексикологи Ыйтӑвӗсен Шурчанов юлташ хӑй вӑхӑтӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ йӗркевӗсем пур. Халӗ вӑйра тӑраканнисем.

Чылайӑшне ҫавӑ килӗшмест. Уйрӑмах леш хайхи пӗрле, уйрӑм е дефиспа ҫырас ыйтусем пӑлхантараҫҫӗ.

Кивӗ йӗркевсем патне таврӑнасси пирки пӗрмай ыйту хускатаҫҫӗ.

Анчах та ҫыру культурине апла тумасӑрах лайӑхлатма пулать. Мӗншӗн тесен вӑйра тӑракан йӗркевсем пӗрле ҫырма чармаҫҫӗ.

Кам та кам правилӑсене вуласа курнӑ, ҫавӑ ҫакна питӗ аван ӑнланать.

 

Михаил Фёдоров

  13.10.2014 18:24 | 10377 хут пӑхнӑ

МИХАИЛ ФЁДОРОВ

сонет

 

Шӗнерпуҫ. Самарти семинари.

Хусанта та вӗреннӗ иккен.

Сӑвӑҫ ҫырнӑ поэмӑн тымарӗ

Ҫавсенче аталаннӑ-тӑр, тен.

 

Ӗнтӗ мӗскӗн Хӗветӗр сӑнарӗ,

Кириле те Энтрисемпелен,

Ассенче пурӑнать халиччен.

Вӗсене чӑваш халӗх манмарӗ.

 

Тӗлӗнтермӗш хайлав "Арҫури"—

Хурапха Михалин тӗп еткерӗ.

Чӑн та, йышсӑр унпа пӗр ретри.

 

Кам кӑна-ши ӑна тимлемерӗ!

Малашне те, ҫулсем иртнӗҫем,

Килӗҫ пулӑхлӑ ҫӗн сисӗмсем.

 

Иван Юркин

  05.10.2014 21:10 | 11096 хут пӑхнӑ

ИВАН ЮРКИН

сонет

 

Ӑна Юман Йӳркки Иванӗ тет.

Анчах апла теме сӑлтав ҫукрах-тӑр.

Йӗри-тавра суя хыпар ан сартӑр

Шупашкарти яваплӑхсӑр "эстет".

 

Хуҫа пулмашкӑн тивӗҫ харпӑр автор

Хӑй ячӗпе хӑех: суйлать — "тӗртет",

Ҫапла вара культурӑна кӗртет.

Ку тӗлӗшпе тупаймӑн урӑх "фактор".

 

Ҫыравҫӑ Юркина халалласа

Хитре сонет ҫырасшӑнччӗ —пулмарӗ...

Уни-кунилӗх илчӗ тӑлласа.

 

Ытти валли ак вырӑн та юлмарӗ.

Апла пулин те тепӗр яхӑнта

Тӗллевӗм пурнӑҫланӗ, тупата!

 

Агафья Гаврилова

  27.09.2014 21:57 | 17274 хут пӑхнӑ

АГАФЬЯ ГАВРИЛОВА

 

Трибуна патнелле утать хӗрарӑм.

Унта тухмашкӑн унӑн тивӗҫ пур.

Мӗн-ма тесен хӗрарӑма "чармаҫҫӗ"

Синкерлӗ эшафот ҫине тухма та.

 

Ӳссех пырать пурсӑмӑрӑн та парӑм.

Пӑтрашӑнать Мускав та Питӗрпур.

Ҫуралайман-ха чӑн-чӑн халӑх влаҫӗ,

Асав шӑлсен саккунӗ вара ватӑ.

 

Вӑл янтӑлатӗ тӗрмере айсарӑм

Е, йӑлмаклавлӑх, ҫирӗп кӑна шнур...

Переҫҫӗ, асаплаҫҫӗ, сӑнчӑрлаҫҫӗ —

Хастарлӑхшӑн кӗтет ҫапла награда.

 

Политика, тӗтре пек, ярӑм-ярӑм...

Чи кирлине ҫапах та витӗр кур:

Ирӗклӗхе ҫеҫ тӗнчере хаклаҫҫӗ,

Ӑна мухтанӑ авалхи Эллада.

Малалла...

 

Хури

  25.09.2014 22:50 | 5251 хут пӑхнӑ

ХУРИ

сонет

 

Ирӗке кӗрешӳсӗр илеймӗн.

Тимофей Николаев (Хури)

Ячӗпе паян кун кам киленмӗ?

Хура халӑхшӑн ҫуннӑ чӗри!

 

Кӗрешӳ ҫухатусӑр пулаймӗ.

Тимахвийӗн шӑпи те тискер.

Темӗн тӗрлӗ хӗн-хур курнӑскер,

Йӑнӑш утӑм та тунӑ чылай-мӗн.

 

Урӑха та манмашкӑн май ҫук:

Хусанти тӗрмере ларнӑ чух

"Чӑваш халӑх историне" ҫырнӑ.

 

Вӑл унпа хавхаланнӑ иккен.

Чӑнахах та, пулни-иртнинчен

Уйӑраймӗ пире нимле ширма!

 

Ньютон монологӗ

  22.09.2014 23:39 | 5370 хут пӑхнӑ

НЬЮТОН МОНОЛОГӖ

 

Ларать хускалмасӑр сӗтелӗм ҫинче

Черныл усракан тӗксӗмрех кӗленче.

Мӗнпур вӑйсем-ҫке шайлашнӑ, сӑна,

Епле асӑрхаймӑпар эпӗр ҫакна?

Енчен, кӗленче хускалтӑр тесен,

Тӗртетӗп ӑна кӑшт ҫеҫ айккинчен.

Кашни япала тапранмӗ нихҫан

Е куҫӗ пӗр хӑвӑртлӑхпа вӑл ялан —

Ӑна тивекен вӑйсем шайлашсан.

 

Калатпӑр хӑвӑртлӑх улшӑннине

Леш "хӑвӑртлану" ятпа ку чухне.

Халь пирӗн ӑшра пӗр шухӑш шӑвать:

Мӗскершӗн-ши хӑвӑртлӑх шав улшӑнать?

Сӑлтавӗ ун — вӑй-ха. Пирӗн, паллах,

Тата тӗрӗсрех ҫыхӑну тупмалла.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.11.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Чӳк, 01

1896
129
Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ.
1930
95
Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1930
95
«Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1933
92
Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
1934
91
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ.
1958
67
Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
13
Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...