НЬЮТОН МОНОЛОГӖ
Ларать хускалмасӑр сӗтелӗм ҫинче
Черныл усракан тӗксӗмрех кӗленче.
Мӗнпур вӑйсем-ҫке шайлашнӑ, сӑна,
Епле асӑрхаймӑпар эпӗр ҫакна?
Енчен, кӗленче хускалтӑр тесен,
Тӗртетӗп ӑна кӑшт ҫеҫ айккинчен.
Кашни япала тапранмӗ нихҫан
Е куҫӗ пӗр хӑвӑртлӑхпа вӑл ялан —
Ӑна тивекен вӑйсем шайлашсан.
Калатпӑр хӑвӑртлӑх улшӑннине
Леш "хӑвӑртлану" ятпа ку чухне.
Халь пирӗн ӑшра пӗр шухӑш шӑвать:
Мӗскершӗн-ши хӑвӑртлӑх шав улшӑнать?
Сӑлтавӗ ун — вӑй-ха. Пирӗн, паллах,
Тата тӗрӗсрех ҫыхӑну тупмалла.
Ара, яланах, Галилей калашле,
Май пур-тӑк, хуть те мӗне виҫмелле,
Май ҫук-тӑк виҫме — виҫеес темелле!
Нихҫан та вӑйсем пулмаҫҫӗ пӗччен —
Ҫапла йӗркеленнӗ ӑслайӗ тӗнчен.
Ак, калӑпӑр, вӗҫӗмсӗр хӑйӗн патне
Туртать Ҫӗр чӑмӑрӗ панулмине.
Ҫапах та асрах тыт тепӗр енне:
Ан ман панулми те Ҫӗре туртнине.
Хӑш вӑй пысӑкрах-ши? Тен, Ҫӗр "вӑйлӑрах"?
Вӑртахӑм, тархасшӑн, апла ан шутлах:
Вӑйсем хире-хирӗҫ, анчах пӗртанах.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.