Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хальтерехри статьясем

Люксембургра пурăнакан Томас Файдер чăваш чĕлхине вĕренет

  27.07.2015 11:50 | 4685 хут пӑхнӑ

Томас Файдер Люксембургра пурăнать. 40 çулти арçын пĕлтĕр Чăваш Ене килнĕччĕ. Унпа çавăн чухне паллашрăм. Тĕлĕнмелле çын вăл. Пин-пин çухрăма парăнтарса Чăваш Ене вăл чăваш чĕлхине вĕренме килнĕ. Томас ун чухне çитес çул «Хавал» уйлăха хутшăнассине, ун чухне манпа тепĕр хут курнăçассине пĕлтернĕччĕ. Сăмахне тытрĕ. Томаспа самай калаçрăмăр. Вырăслах пуплерĕмĕр унпа. Чăвашла лайахах çырать вăл, калаçкалать те. Анчах Люксембургра чăвашла никампа калаçма çук-мĕн. Практика çукки кăштах ура хурать.

Малалла...

 

Паспортри чӑвашла вкладыш хула ҫыннисен сехрине хӑпартнӑ

  23.07.2015 11:50 | 5707 хут пӑхнӑ

Сӑмах-юмах хайхи «Ирӗклӗх» ятлӑ пӗрлӗх хастарӗсем Раҫҫей Федерацийӗ паракан паспортпа пӗрле чӑвашла вкладыш хушма сӗнни пирки пырать. Республикӑри онлайн мелӗпе тухакан МИХсенче ку хыпар анлӑ сарӑлчӗ, пуҫару пирки эпир те пӗлтернӗччӗ.

«На-связи» (чӑв. «Ҫыхӑнура») ятлӑ канашлура вара хӗрӳ тавлашу пуҫланнӑ. Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче уҫнӑ темӑра паянхи кун тӗлне 20 страница таранах тӗрлӗ шухӑш ҫырса тултарнӑ.

Малалла...

 

Чăвашри влаç мĕншĕн ял хуçалăх институчĕ пĕтернĕ çынсен аллинче?

  20.07.2015 20:41 | 9620 хут пӑхнӑ

Шарадокс!

Чăваш Енри влаçа паян ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă çынсем ярса илнĕ. Çак йышра - республика пуçлăхĕ М.Игнатьев, сенатор В.Николаев,Патшалăх Канашĕн председателĕ Ю.Попов. Ĕлĕкрех республика тилхепине тĕпрен илсен историксемпе экономистсене, юристсене шанса панă. Анчах та ял хуçалăх институчĕн выпускникĕсене влаçа лартни республикăшăн уссах каймарĕ пулас. Йĕркесĕрлĕхсем çиеле тухма пуçларĕ. Унта та, кунта та "бестолковый" çынсене пуçлăхăн çемçе пуканĕсем çине лартма пуçласа кайрĕç.

 

«Нарспи» поэма йĕркисене чарăнусенче çырни кăмăла çĕклет

  17.07.2015 09:56 | 5144 хут пӑхнӑ

Ĕçе, унта-кунта общество транспорчĕпе çÿретĕп. Чăннине калатăп, ку таранччен, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пулнине пĕлтернĕренпе çур çул иртсен те, чарăнусенче чăваш классикĕн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмин йĕркисене çырнине курманччĕ. Тен, ку хамăн айăпăм, тен, çак илеме хам асăрхаман? Тунмастăп. Анчах темиçе кун каялла çак илеме асăрхасан чун чăнах та питĕ хĕпĕртерĕ.

«Ешĕл курăк хушшинче

Сап-сарă чечек ÿсет.

Аслă Силпи ялĕнче

Нарспи ятлă хĕр ÿсет.

Малалла...

 

Чунҫӳрев Пӳлерпе Сӑвара тата Пӑлхара пӗрлештерекен вырӑн тупнӑ

  16.07.2015 18:56 | 20085 хут пӑхнӑ

Чунҫӳрев паян инҫе ҫулран таврӑнчӗ. Эпир Ултиар Цыпленковпа тӗл пулса калаҫрӑмӑр.

 

— Эсир паян 4 сехетре Чунҫӳреврен таврӑнтӑр. Ҫапла-и?

— Ҫапла, тӗрӗс.

— Кӑҫалхи Чунҫӳрев вӑл сирӗн миҫемӗш пулчӗ?

— Ҫирӗм улттӑмӗш.

— Ҫулӗ вара ӑҫталла выртрӗ?

— Кӗскен маршручӗ пирӗн ҫапларах. Малтан, хамӑрӑн Шупашкар. Кайран Чӗмпӗр урлӑ эпир Ӗремпур тӑрӑхӗнче Курак районӗнче Ҫирӗклӗ Тук (выр. Верхнее Игнашкино), чӑваш ялӗнче. Унта пире пӗлтӗрех чӗнчӗҫ, анчах каяймарӑмӑр.

Малалла...

 

«Сӗм-сӗм» вӑрттӑнлӑхӗ

  13.07.2015 18:54 | 9706 хут пӑхнӑ

Сӗм-сӗм вӑрман, сӗм вӑрман,

Мӗншӗн хытӑ шавлатӑн?

Мӗншӗн шай-шай шӑхӑрса

Мӗскӗн чуна хӑрататӑн?

 

Ҫак «Нарспи» поэмӑран илнӗ йӗркесене эпир пурте пӗлетпӗр. Сӑмахсем те пирӗншӗн уҫӑм ӑнлануллӑ. Сӗм-сӗм хальхи ӑнланупа — тӗттӗм, вӗҫӗ-хӗррисӗр, аслӑ, никам пырса кӗмен. Сӗм тӗттӗм — питӗ тӗттӗм, йӗп чиксен те курман тӗттӗмлӗх пек хальхи ӑнланупа. Шухӑшласа пӑхар, мӗнле ӑнлануран пулса кайнӑ-ши «сӗм-сӗм»?

Ӗлӗк-авал пирӗн аслаттей-аслаппайсен рунӑллӑ ҫыру пулнӑ.

Малалла...

 

Вилĕм патне хыпăнать-ши водитель?

  11.07.2015 09:53 | 3486 хут пӑхнӑ

Васкакан вакка сикнĕ тенĕ ваттисем. Васкакан водительсем пĕрне-пĕри ирттерме пĕр минут тăхтас килменнипе çуршар сехет вăхăт ирттернине Шупашкарти Пичет çурчĕнчен кунсерен тенĕ пек асăрхатăп. Пÿлĕм чÿречи Иван Яковлев проспекчĕ еннелле тухать те, шăрăха пула яри уçса хунă май урамри шăв-шав шалтинчен вăйлă илтĕнет.

Машинăна хăвăрт чарма хăтланса тормоза хăвăрт пуснă май урапа асфальт тăрăх хăйĕн инерцийĕпе шуса кайнă сасă яланах хăлхана кĕрет. Ĕнер вара кантăк ваннă сасăпа пуçа урам еннелле пăртăм. Инкекĕ яланхиллех ункăра, Иван Яковлев проспекчĕпе Мир проспекчĕ пĕрлешнĕ ункăра пулса иртет.

Малалла...

 

Культура керменĕнче эрех сутни, спектакль вăхăтĕнче телефон янăрани килĕшÿллĕ-и?

  09.07.2015 23:04 | 16651 хут пӑхнӑ

Манăн тиркеме ирĕкĕм çук та… Çапах калас килет. Концертсене, театра çÿреме юрататăп. Акă паян та концертра пултăм. Пĕтĕмĕшле илсен, йăлтах килĕшрĕ темелле. Çынсем культура çуртне канма пыраççĕ, юрă-ташăпа киленеççĕ. Анчах буфетра кукăль таврашĕсĕр пуçне хĕрлĕ эрех те сутни, чăннине калатăп, питех тĕлĕнтерчĕ. Кĕленчесене пурте курмалла именмесĕр кăларса лартнă. Кун пек çĕрте эрех-сăра сутма юрать-и вара?

Чăннипе, çынсем культура çуртне мĕнлерех канма килнине хамăн куçпа пĕрре мар курма тиврĕ. Хăшĕ-пĕри концерта, мĕн каласси – театра та, сумкине эрех чиксе пырать те антракт вăхăтĕнче кăна мар, концерт-спектакль пынă чухне те черкке хыççăн черкке вăрттăн ÿпĕнтерет.

Малалла...

 

Ҫинҫе е Иван Купала?

  07.07.2015 22:38 | 17981 хут пӑхнӑ

Хайхи Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ачасем Иван-Капала каҫне уявланӑ пулать. Ку вара чӑваш культури пӗтсе пынине кӑтартакан паллӑ пулни пӗрре те иккӗленӳллӗ мар. Мӗншӗн-ха ҫав ачасенех Ҫинҫе уявне уявлас мар? Мӗншӗн Иван-купала? Ҫатракасси ялӗнче вырӑс ачисем пурӑнмаҫҫӗ вӗт, чӑваш ачисемех. Иван Купала уявӗ чӑвашсемпе мӗнпе ҫыхӑннӑ? Ма чан ҫапмасть ЧНК? Ӑҫта «Хыпар»? (Шупашкар кӳлмекӗ хӗрринче ларакан тӳре-шарана асӑнас та килмест...) Чӑн та ҫапларах ыйту ҫине ыйту ҫуралать.

Малалла...

 

XVI ӗмӗрччен чӑвашсем мӗнле ятпа ҫӳренӗ?

  05.07.2015 15:55 | 12236 хут пӑхнӑ

Истори анналӗсенче "чӑваш" ята XVI ӗмӗр тӗлӗпе пӗрремӗш хут асӑнаҫҫӗ.

Маларах ку ята асӑнни ниҫта та ҫук.

Шутласа кайсан, ҫакӑ питӗ тӗлӗнмелле факт. Пирӗн таврари нихӑш халӑхӑн ячӗ те ҫавнашкал "пӗлменлӗхре" ҫухалмасть.

Ирӗксӗрех ҫапла шутлама тивет: чӑвашсене вӑл вӑхӑтра урӑх ятпа е урӑх ятсемпе чӗннӗ пулас.

Мӗнле ят е ятсем-ши вӗсем?

Атӑлҫи Пӑлхар карттине ак ҫак тӗлтен илтӗмӗр — http://kazan-sights.ru/history/790/

 
Страницӑсем: 1, ... 246, 247, 248, 249, 250, [251], 252, 253, 254, 255, 256, ... 386
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 12

1939
86
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
17
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...