Алкукасси — Элӗк районӗнчи ял. Утаркасси ял тӑрӑхне кӗрет.
Ялта пӗр урам — Кӑнтӑр урамӗ.
Ял ҫывӑхӗнче Сурӑм шывӗ пур.
1927 ҫулччен ял Етӗрне уесне пӑхӑннӑ. Чи малтан Элӗк вулӑсӗнче шутланнӑ. 1918 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗпе чӳкӗн 19-мӗшӗччен Ҫулавӑҫ вулӑсне кӗнӗ, кайран каллех Элӗк вулӑсне куҫнӑ.
1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Элӗк районне, 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн Вӑрнар районне кӗнӗ. 1965 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтчен Элӗк районне кӗрет.
1927 ҫулта Элӗк районне кӗртнӗ хыҫҫӑн Ҫулавӑҫ ял советне пӑхӑннӑ. 1954 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ хыҫҫӑн Писӗп ял советне кӗнӗ. 1962 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗнчен пуҫласа Урпаш ял советне куҫарнӑ. Халӗ Утаркасси ял тӑрӑхне кӗрет.
Ялта пурӗ 41 (2006) ҫын пурӑнать.