Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Елчӗк округӗнчи Ҫуткӳл ялӗнче пурӑнакан Леонтьевсем пӗрлешнӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ. Леонид Александровичпа Августа Васильевна ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Иккӗшӗ те колхозра ӗҫленӗ.

Вӗсем 6 ача ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ. Валентина, Светлана, Людмила тата Любомир ҫемйисемпе Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ. Мария Ташкентра тӗпленнӗ, Владимир – Мускавра.

Леонтьевсем телейлӗ ҫемье вӑрттӑнлӑхӗпе палланнӑ: юратса, килӗштерсе пурӑнмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12581
 

Республикӑра

Чӑваш Ен Правительстви килти чӗрчунсене регистрацилемелли тата уҫӑлтарса ҫӳремелли правилӑна улӑштарнӑ. Килти чӗрчунсен удостоверенийӗсенче унӑн хуҫин ИННӗ вырӑнне паспортри даннӑйӗсене кӑтартӗҫ. Йытӑсемпе кушаксен хуҫисене уҫӑмлатни чӗрчунсем ҫухалсан вӗсене тупма ҫӑмӑл пулӗ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Етӗрне округӗнчи Тури Ачак ялӗнчи 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн музейӗнче Хӗл мучи резиденцийӗ уҫӑлнӑ. Унта хӑнасене 12 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнӗҫ.

Музей кӑрлач уйӑхӗн 2-7-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. Васкӑр! Музейра чӑн-чӑн асамлӑх хуҫаланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12560
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫӗрпӳре каҫхине ҫул-йӗрпе патруль служби шӑнса кӳтнӗ кинемее асӑрханӑ. Вӑл ҫӳхе тӑхӑннӑ, килӗ ӑҫтине манса кайнӑ.

Полицейскисем 86 ҫулти кинемее часрах машинӑна лартнӑ. Ватӑскер хӑй ӑҫта пурӑннине манса кайнӑ иккен. Йӗрке хуралҫисем вӑл ӑҫта пурӑннине хӑвӑртах палӑртнӑ. Вӗсем ӑна киле илсе ҫитернӗ. Тӑванӗсем савӑнса кайнӑ, полицейскисене тав тунӑ.

 

Республикӑра
gorod-ust-labinsk.ru сайтри сӑн
gorod-ust-labinsk.ru сайтри сӑн

Ҫулсерен Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акци ирттересси йӑлара. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев нумаях пулмасть Мускавра чӑрӑш ҫинчен тетте илнӗ. Унта – ачан ӗмӗчӗ.

Олег Алексеевича Патӑрьел округӗнче пурӑнакан 9 ҫулти Самирӑн тетти лекнӗ. Вӑл электросамокат пирки ӗмӗтленет-мӗн. Олег Николаев унӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ.

«Пирӗн республикӑра пурӑнакан ачасен ӗмӗтне пурнӑҫлама кӑмӑллӑ», - тенӗ Элтепер.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/7755
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнчи Рынкӑ салинче пурӑнакан 7 ҫулти Миша трактор ҫине ларма курма ӗмӗтленнӗ. Округри агромпромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсене союзӗ ӑна Ҫӗнӗ ҫул парнипе савӑнтарнӑ – Миша халльхи йышши К-739 трактор кабининче пулса курнӑ.

Ача хӑватлӑ техникӑна ларсан питӗ савӑннӑ. Кам пӗлет: тен, ҫитӗнсен вӑл тракторист пулӗ?

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_73760
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре рабочи профессине тӳлевсӗрех алла илме пулӑшакан организаци ӗҫлет. «Альма Матер» вӗренӳ центрӗ специалистсене пӗр-пӗр компани ыйтнине кура хатӗрлет.

Кӑҫал центр 200 ытла ҫынна вӗрентсе кӑларнӑ. Ҫав шутран 80-шӗ — электромонтажниксем. Вӗсене «Элекком Логистик» тулли мар яваплӑ общество валли хатӗрленӗ.

«Пирӗн тӗллев – регионти предприятисене кадр дефицитне ҫӗнме пулӑшасси тата ятарлӑ производствӑра кирлӗ специалистсене хатӗрлесси. Эпир куҫӑн тата куҫӑнсӑр мелпе вӗрентетпӗр», – каласа кӑтартнӑ вӗренӳ центрӗн ертӳҫи Максим Алексеев.

Квалификацие ӳстерме ӗмӗтленекенсем «Альма Матерпа» хӑйсем тӗллӗн те ҫыхӑнма пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра
Валентина Яковлева тунӑ сӑн
Валентина Яковлева тунӑ сӑн

Патӑрьел округӗнчи Вӑтаел ялӗнче паянтан – карантин. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Вӑл ятарлӑ хушу тухиччен вӑйра пулӗ.

Аса илтерер: «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Валентина Яковлева пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел округӗнчи Вӑтаел ялӗнче кӑнтӑр кунӗнчех лавккана кайма тухнӑ хӗрарӑма тилӗ тапӑннӑ. Ялта уткалакан ҫын нумай пулсан та тилӗ хӑраман, хӗрарӑм ҫине сиксе ларса янахӗнчен, хулӗнчен ҫыртнӑ. Хӗрарӑм пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Кӳршӗ арҫынни пуртӑ йӑтса тухса тилле мӑйӗнчен сӗрнӗ.

Хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ.

 

Республикӑра
finance.mail.ru сайтри сӑн
finance.mail.ru сайтри сӑн

Ҫитес ҫултан республикӑра ҫемьесене пулӑшма тата ача ҫуралассине ӳстерме ҫӗнӗ пуҫарусем вӑя кӗрӗҫ.

Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен аслӑ шкулта куҫӑн майпа вӗренекен, ача кӗтекен студенткӑсене 100 пин тенкӗ субсиди парӗҫ. Кун пек пулӑшу Чӗмпӗр облаҫӗнче те пур: унта 200 пин тенкӗ пама тытӑнӗҫ.

Ҫавӑн пекех ҫитс ҫултан республикӑри амӑшӗн капиталӗ ӳсӗ: 150 мар, 200 пин тенкӗ пулӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре туризма 2035 ҫулччен аталантармалли стратеги йышӑннӑ.

Республика Элтеперӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, стратегире пирӗн тӑрӑха малашлӑхлӑ 14 туризм территорийӗ пӑхса хӑварнӑ. Вӗсем: «Шупашкар», «Ҫӗрпӳ», «Йӑлӑм», «Сӗнтӗвӑрри», «Етӗрне», «Канаш», «Куславкка», «Вӑрмар», «Вӑрнар», «Патӑрьел», «Ҫӗмӗрле», «Улатӑр», «Йӗпреҫ», «Шӑмӑршӑ».

Документра туристсене канма меллӗ услови туса парассине пӑхса хӑварнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, [73], 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82, 83, ...685
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 24

1910
116
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1920
106
Мусорин Николай Павлович, вӗрентекен, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1921
105
Зайцев Михаил Васильевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1955
71
Иванов Николай Иванович, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Вӑрнарти аш-какай комбинатне никӗсленӗ.
1990
36
ЧССР патшалӑх суверенитечӗ пирки деклараци йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи