Тӗн
![]() Шупашкара асапланнӑ ҫветтуйӑн тата сиплевҫӗн Пантелеимонӑн турӑшне илсе килӗҫ. Кунта вӑл 4 кун пулӗ. Турӑша регионсен хушшинче иртекен «Сӑмах савӑнӑҫӗ» канашлупа килӗшӳллӗн илсе килӗҫ. Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Варнава пилленипе турӑш Шупашкарти Арҫынсен Ҫвӗттуй Троица мӑнастирӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 25-27-мӗшӗсенче пулӗ. Регионсен хушшинче иртекен «Сӑмах савӑнӑҫӗ» курав ЧР Наци вулавӑшӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Ку – Вырӑс православи чиркӗвӗн Издательство канашӗн проекчӗ. Курав канмалли кунсенче те, уявра та ӗҫлӗ. Унта кашнинех хапӑл тусах кӗтеҫҫӗ. Сӑмах май, Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнче Ҫветтуй Пантелеимон ячӗпе чиркӳ ҫӗклеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Анатолий Аксаков тата Сергий Пушков Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗн кунӗ кӑҫал Мӑнкунпа пӗр килчӗ. Ҫав ятпа православи чиркӗвӗсем яланхиллех кӗлӗ йӗркелерӗҫ. Шупашкарти Пукрав-Татиана чиркӗвне те Турра ӗненекенсем ҫӗрлехи кӗлле пуҫтарӑннӑ. Вӗсен хушшинче, сӑмах май каласан, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа тата ывӑлӗпе Иванпа хутшӑннӑ. Кӗлле Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, вӑл «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫи те, ҫитнӗ. Пушӑ алӑпа та мар. Сергий Пушков протоирейпе Иерусалимран Сипетлӗ ҫулӑм илсе килнӗ. Ун патне Анатолий Аксаков Андрей Первозданный фончӗпе пӗрле тухса кайнӑ. Йышра 100-е яхӑн ҫын пулнӑ. Сипетлӗ ҫулӑм патне А. Аксаков ытти ҫул та ҫӳренӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Паян, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш митрполийӗн пуҫлӑхӗ, Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Варнава хӑйӗн юбилейне паллӑ тӑвать. Варнава паян 85 ҫул тултарнӑ. Митрополита уяв ячӗпе Чӑваш митрополийӗ саламланӑ. Ҫавӑн пекех ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Варнавӑна саламланӑ. Варнава митрополит (чӑн ячӗ — Кедров Владимир Викторович) 1931 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Кисан облаҫӗнчи Высокое ялӗнче ҫуралнӑ. 1984 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ӑна архиепископ санне панӑ. 2001 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вара митрополит тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Шупашкарта Петрпа Феврони Муромскисене халалланӑ палӑк лартасшӑн. Ку енӗпе хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ӗҫ ушкӑнӗпе лару ирттернӗ. Палӑка хатӗрлесе ҫитернӗ. Вӑл «Иско-Ч» АУО подрячӑкӑн складӗнче выртать. Скульптура композицийӗ валли «Сфера» архитектура фирми постамент хатӗрленӗ. Леонид Черкесов шухӑшӗпе, ку палӑк ҫынсене килӗшӗ. Вӑл Шупашкара илемлетӗ. Подрядчик тӗп директорӗ Александр Героев пӗлтернӗ тӑрӑх, инженери сечӗсем тата коммуникацийӗсем тӗлӗшпе килӗшӳ тунӑ. Ҫанталӑк лайӑхлансанах палӑк вырнаҫтарма тытӑнӗҫ. Палӑк хулан истори пайӗнче вырнаҫӗ. Вӑл арҫынсен мӑнастирӗ умӗнче пулӗ. Скульптура композицине Леонид Черкесов, Шупашкар хула пухӑвӗн депутат корпусӗн тата общество пуҫарӑвӗпе лартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Кӑшарни умӗн православи тӗнӗпе пурӑнакансем кунӗпех типӗ тытаҫҫӗ, кӑрлачӑн 18-мӗшӗ — Кӑшарни типпи. Хӗрлӗ Чутайри Турӑ Хӗресне Ҫӗкленӗ чиркӳре тӑрӑшакан Максим аттепе Татиана анне тата ӳнер шкулне ҫӳрекенсем Атнарти тата Ут-Тапӑрти стационарсене выртакан ватӑсемпе тӗл пулчӗҫ. Максим атте ватӑсене ҫывхаракан Турӑ уявӗсем пирки ӑнлантарса пачӗ: ҫак кунсенче Таса сывлӑш вӑйӗпе шыв сӑвапланни, ҫав шыв ҫынсене ҫылӑхсенчен, тӑшмансенчен, чир-чӗртен хӑтарни пирки каларӗ. Ҫамрӑк артистсем Татьяна Зарубина ертсе пынипе ватӑсене чуна тивекен концертпа савӑнтарчӗҫ. Максим атте пухӑннисене асӑнмалӑх Сӑваплӑ Лука иконине парнелерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Ҫӗнӗ ҫула кӗрсенех, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, православи тӗнне ӗненекенсем Христос Ҫуралнине уявлаҫҫӗ. Ҫак куна халалласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗн культура ҫуртӗнче Раштав Уявне ирттерчӗҫ. Хӑнасене культура ҫурчӗн фойинче чӑрӑш лӑссисемпе, теттесемпе илемлетнӗ экспозици — Таса Мария Хӗрпе сӑпкари тин ҫуралнӑ Христос кӗтсе илчӗҫ. Уява Пучинке шкулӗн вӗренекенӗсем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем, кукамӑшӗсем, асламӑшӗсем килнӗ. Пухӑннисене культура ҫурчӗн ертӳҫи Роза Ильинична Клементьева Раштав уявӗ ячӗпе чун-чӗререн ӑшшӑн саламларӗ, сцена ҫине Уява йӗркелеме пулӑшнӑ хастарсене чӗнчӗ. Чи малтан салам сӑмахне Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Георгиевич Федоров илчӗ. Вӑл Христос Ҫуралнӑ кун — ҫулталӑкри чи илемлӗ те ҫутӑ кунсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ. Раштав уявӗ мӗн авалтан ҫынсене ҫутӑ туйӑмсем, шанчӑк, ӗненӳ парса тӑрать. Уяв ячӗпе пӗтӗм ял-йыша телей, ӑнӑҫусем, ырлӑхпа юрату сунчӗ. Ун хыҫҫӑн Пучинкере Ҫветтуй Троица тата Богоявлени турӑшӗн часавайне тӑвассипе ӗҫлекен попечительсен канашӗн председателӗ Николай Васильевич Осипов ял-йыша уяв ячӗпе саламларӗ. |
Тӗн
![]() Мускав тата пӗтӗм Руҫӗн патриархӗ Кирилл Байкал кӳлле сӑваплама шутлать. Ку сӗнӳпе ун патне Раҫҫейӗн Аслӑ арбитраж сучӗн председателӗн ҫумӗн вырӑнне йышӑннӑ Владимир Исайчев ҫулҫӳревҫӗ тухнӑ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх патриарх унӑн шухӑшӗпе килӗшнӗ. «Байкал авалтанпах сӑваплӑ кӳлӗ шутланать. Вырӑнтисем ӑна тинӗс тесех калаҫҫӗ. Вӑл тӑрӑхра шамансемпе буддистсен йӑли-йӗркисем вӑйлӑ. Патриарх ҫакна ӑнланать, анчах та ун шучӗпе ку йывӑрлӑх кӑларса тӑратмӗ. Байкала сӑваплани кӳлӗне сыхласа хӑварма хавал парӗ кӑна», — тенӗ ҫулҫӳревҫӗ. Кӳлле сӑваплассине патриарх Тухӑҫ Ҫӗпӗре ӗҫпе тухсан пурнӑҫлӗҫ. Байкал — тӗнчери чи тарӑн кӳлӗ. Чӑвашла ун ячӗ «пуян кӳлӗ» пек куҫать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Ку ырӑ йӑла тахҫантанпах ӗҫлет-ха. Халӗ те ӑна малаллах тӑсаҫҫӗ. Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене эрнере икӗ хут вӗри апат ҫитереҫҫӗ. Вӗри апата ҫимешкӗн ҫапкаланчӑк ҫынсем «Шупашкар» универмаг хыҫне икӗ хут пухӑнаҫҫӗ: ытларикун тата вырсарникун. Ун чухне вӗри апатӑн 120 порцине валеҫеҫҫӗ. Ҫак йӑлана чиркӳ ҫыннисем пуҫарнӑ. Чӑваш Митрополийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, апатланас умӗн кӗлӗ вулаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне шӑматкунсерен универмаг хыҫӗнче килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсен сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Чӑваш Енӗн обществӑлла палати пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра Чӑваш наци музейӗнче ҫавра сӗтел иртмелле, унта сӑваплӑ Гурие Шупашкар никӗслевҫи пек асӑмра хӑварассине сӳтсе явма палӑртаҫҫӗ. Мероприяти 16:00 сехетре пуҫланмалла. Историре палӑртнӑ тӑрӑх 1555 ҫулта, 460 ҫул каялла, сӑваплӑ Гурий Шупашкар хулин вырӑнне тасатса кунта хула-карман тума пулӑшнӑ. Археологсем чавса тупнӑ материалсем тӑрӑх пирӗн тӗп хуламӑрӑн вырӑнӗнче XII–XIII ӗмӗрсенчех пӑлхарсен хули пулнӑ. Карттӑра «Вӑта Сӑвар» тесе ҫырса хуни те тӗл пулать. «Чебоксары» тесе вара вырӑс ҫулҫырӑвӗсенче пӗрремӗш хут 1469 ҫулта асӑнни пур. Официаллӑ майпа Шупашкара никӗсленине ҫак датӑпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Обществӑлла палата сӗнӗвӗпе Шупашкар ҫыннисем кӑмӑлсӑр пулни паллӑ пулнӑ. Игорь Михайлов кӑна провокаци шайӗнче туни пирки палӑртнӑ, Сергей Щербаков шухӑшӗпе вара кунашкал хӑтланни Шупашкар историйӗнчен чӑваш тапхӑрне хуратма хӑтланни курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Хусанта телерадиопрограммӑсемпе фильмсен «Ҫын тата ӗненӳ» Пӗтӗм Раҫҫейри иккӗмӗш фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри телерадиокомпанийӗ йӗркеленӗ. Конкурса 70 регионтан 200 ӗҫ тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне «Чӑваш Ен» ПТРК та кӗнӗ. Николай Муляновӑн «С нами Бог» радиопрограмми «Слово веры несущие» номинацире 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку кӑларӑм эфира 15 ҫул тухать. Паян ӑна Максим Курленко иерей ертсе пырать. Ку номинаци чи йывӑррисенчен пӗри пулнӑ. Тӗп тӗллев — пупсемпе ӗҫлесси. Кунта Максим аттен тӳпи пысӑк. Вӑл тӗн пирки пурне те ӑнланмалла калаҫать. Фестивальте ҫавра сӗтелсем, ӑсталӑх класӗсем иртнисӗр пуҫне культура программи анлӑ пулнӑ. Хӑнасем Сӗвере пулнӑ, Пӑлхар хулине курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |