Ҫутҫанталӑк
![]() Юлашки виҫӗ кунра Чӑваш Енре ҫумӑр нумай ҫурӗ. Паян ҫума пуҫланӑ ҫумӑр тепӗр талӑк ҫӑвӗ, 1 тӑваткал метр ҫине 10-15 литр шыв ӳкме пултарӗ. Ҫапла вӗҫленӗ кӗркунне. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларикун каҫхине юр ӳкме пуҫлӗ. Юнкун валли тӑрук сивӗтӗ, ҫулсем парлакланӗҫ. Чӳкӗн 10-мӗшӗнче уяр пулӗ, анчах сивӗ. Кӗҫнерникун каллех пӗлӗтленӗ, юр ҫӑвӗ. Урамра 10-15 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Шӑматкун та юр ҫӑвӗ, кӑштах ӑшӑтӗ. Вырсарникун каллех сивӗ пулӗ. Ҫитес кунсенче сывлӑш температури кӑнтӑрла 0-5 градус сивӗ кӑтартӗ, ҫӗрле – 12 градус сивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юпа уйӑхӗн типӗ, самай ӑшӑ килчӗ темелле. Чӳк уйӑхӗ мӗнлерех пулӗ? Синоптиксем епле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ. Чӳк уйӑхӗ ахаль чухнехинчен ӑшӑрах пулмалла, ҫапах хӗл ҫывхарни сисӗнӗ. Уйӑх пуҫламӑшӗнче ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Чӳкӗн 8-мӗшӗнче ҫанталӑк улшӑнма пуҫлӗ, кӑнтӑрла ҫумӑр, ҫӗрле йӗпе юр ҫӑвӗ. Иккӗмӗш декада вӗҫӗнче хӗлле пуҫланать. Чӳкӗн 17-мӗшӗнчен сывлӑш температури 0 градусран анӗ. Эрне тӑршшӗпех юр ҫӑвӗ, ҫӗр шуралӗ. Уйӑх вӗҫнелле юр ҫӳллӗшӗ 8-10 сантиметра ҫитӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗрлесерен самай сивӗтӗ – 15-20 градус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян республикӑра каллех юр ҫурӗ. Ку иккӗмӗш хут пулчӗ ӗнтӗ. Анчах синоптиксем хальхи юр та ирӗлсе пӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Анчах ҫитес вӑхӑтра каллех юр ҫӑвӗ. Паян ҫӗрле 5 градус таран сивӗтӗ, ҫавӑнпа ҫулсем пӑрлак пулӗҫ - асӑрханӑр. Ыран ирхине каллех кӑштах юр ҫума пултарӗ. Кун хыҫҫӑн республикӑра кӑшт ӑшӑтӗ. Юнкун кӑнтӑрти районсенче 7-9 градус таран ӑшӑтӗ. Кӗҫнерникун тата ӑшӑрах пулмалла. Анчах кӑштах ҫумӑр ҫӑвӗ та каллех сивӗтӗ. Эрнекун хӗвеллӗ пулсан та 0 градус ҫеҫ тӑрӗ. Ҫӗрле вара 7 градус сивӗ тӑрӗ. Вырсарникун каллех ӑшӑтать, 10-12 градус пулать. Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче типӗ те ӑшӑ, анчах ҫиллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Хальлӗхе, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑрук сивӗтмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗрремӗш юр хӑҫан ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Юлашки кунсенче ҫанталӑк ӑшӑ тӑчӗ. Кӗҫех сивӗтмелле. Вырсарникун пӗлӗтсен шайӗнче сивӗ сывлӑш пухӑнма пуҫлӗ. Ҫӗр ҫинче вара сывлӑш температури тунтикун ҫӗрле чакма тытӑнӗ. Юпа уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче ҫумӑр мар, юр ҫумалӑх сивӗтӗ. Кӑнтӑрла йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫӗрле вара – ҫук. Ҫапах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр вӑйлах ӳкмӗ. Ҫулсем ҫинче шуҫлак пулма пултарӗ. Ҫитес эрнен иккӗмӗш ҫурринче каллех ӑшӑтмалла: 8-13 градус пулмалла. Ун чухне вара ҫумӑр ҫукалӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче юр ҫуса лартмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫал хӗлле мӗнлерех пулӗ? Пӗлтӗр шартлама сивӗ кунсем нумай пулчӗҫ. Кӑҫал та, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗл сивӗ килӗ. Чӳк уйӑхӗн ӑшӑ пуласса систереҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара, Чӑваш Енре климат хӗлӗ чӳкӗн 1-мӗшӗнче пуҫланать. Хальхинче вара ҫитес уйӑхра вӑтам температура 2 градус сивӗпе танлашӗ. Юр хулӑнӑшӗ 20 сантиметра ҫитӗ. Раштавпа кӑрлач уйӑхӗсем нормӑран сивӗрех пулмалла. Юр та ытларах ҫӑвӗ. Кӑҫал Ҫӗнӗ ҫулта юр нумай пулӗ. Нарӑс уйӑхӗ те сивӗ килмелле, юр сахалрах ҫӑвӗ. Пуш уйӑхӗнче хӗл малалла тӑсӑлӗ. Ҫуркунне акан 1-мӗшӗнче ҫитмелле. Анчах юр ытти чухнехинчен каярах ирӗлӗ ахӑртнех. Эппин, хӗл ҫур ҫула тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Пӗлтӗр ку вӑхӑтра ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑ. Кӑҫал та кӑнтӑрла аптӑрамасть-ха, анчах ҫӗрлесерен самай сивӗтет. Ҫӗмӗрле районӗнче ав 7 градус сивӗ пулнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, уяр та ӑшӑ ҫанталӑк тепӗр эрне тӑрӗ, термометр 8-13 градус кӑтартӗ. Ҫил лӑпкӑ пулӗ, ҫумӑр чылай вӑхӑт ҫумӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче антициклон Казахстан еннелле кайӗ, Чӑваш Енре ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫил кӑнтӑр енне кайса вӑйланӗ. Сывлӑш температури 13-15 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫитес эрнере канмалли кунсем тӗлне ҫеҫ кӑшт сивӗтсе ҫумӑр ҫукалӗ, 6-11 градус ӑшӑ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Сивӗ те ҫумӑрлӑ ҫанталӑк йӑлӑхтарчӗ-и? Савӑнӑр: синоптиксем каллех ӑшӑ ҫанталӑк килессине пӗлтереҫҫӗ. Паян кунӗпех ҫумӑр ҫурӗ. Ыранах пирӗн пата хӗвеллӗ ҫанталӑк ҫитӗ. Анчах паян ҫӗрле самаях сивӗтӗ, тӑм ӳкме те пултарӗю Ыран кӑнтӑрла 6-11 градус ӑшӑ пулӗ. Ытларикун ҫил пулнӑран кӑшт сивӗрех пек туйӑнӗ. Анчах ҫил лӑплансан ӑшӑ пулнине туйма пуҫлӑпӑр. Кӗҫнерникун ҫумӑр ҫума пултарӗ. Канмалли кунсенче вара самай ӑшӑтӗ, нормӑран та ирттерӗ. Кӑнтӑрла 13-15 градус пулӗ. Ҫитес эрнере пачах та савӑнмалла: 18 градус таранах ӑшӑ тӑрӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ҫанталӑк юпа уйӑхӗнчи пӗрремӗш декада вӗҫӗчченех пулӗ. Юпа уйӑхӗ типӗ те ӑшӑ тӑрас шанчӑк та пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() indolgoprud.ru сайтри сӑн «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра кӗҫех ҫумӑр ҫума чарӑнса «ылтӑн кӗркунне» килӗ. Паян тата ыран ҫумӑр ҫӑвӗ-ха. Ыран кӑнтӑрла тӗлне тӳпе кӑшт уҫӑлӗ, ҫил лӑпланӗ, нӳрӗке пула тӗтре карса илӗ. Вырсарникун кӑштах хӗвел пӑхӗ, кӑнтӑрла хыҫҫӑн каллех пӗлӗтленӗ. Ҫил вӑйланӗ. Тунтикун та ҫиллӗрех пулӗ. Ытларикун «ылтӑн кӗркунне» пуҫланӗ. Сывлӑш температури 10-12 градус пулӗ. Анчах ҫӗрлесерен тӑм ӳкме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ку эрнере ҫанталӑк сивӗ тӑчӗ. Юр ҫӑвас хӑрушлӑх та пурччӗ. Нивушлӗ ҫакӑн пек сивӗ кӗркунне тӑршшӗпех тӑрӗ? Ылтӑн кӗркунне пулмӗ-ши? Тунтикун хӑш-пӗр районта ҫумӑр ҫӑвӗ. Ытларикун вара республикипех ҫумӑр чашлаттарӗ. Анчах сивӗ пулмӗ, сывлӑш температури 11-13 градус пулӗ. Ҫитес эрнере канмалли кунсем тӗлне ӑшӑтма тытӑнӗ, 14-16 градус таранах пулӗ. Ҫапла ылтӑн кӗркунне, «карчӑк ӑшши» пуҫланӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн вӗҫӗчченех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнар ялӗ патӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнӗ хыпса илнӗ. Пушар авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухнӑ. Паян полигонта Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗнчи тӳре-шара пысӑк йышпа пулнӑ. Вӗсем пушар лаптӑкӗ 100 тӑваткал метра яхӑннине палӑртнӑ. Паян ҫӳп-ҫап полигонӗнче «Мой дом» тулли мар яваплӑ общество ӗҫленӗ. Вӑл пушара сӳнтерессипе тӑрӑшнӑ. Асӑннӑ организаци ҫӳп-ҫап полигонне тытса тӑрассишӗн яваплӑ. Пушара сӳнтерме ҫавӑн пекех 1 бульдозера, 1 экскаватора, 2 самосвала, 1 вакуум-машинӑна тата 6 ҫынна явӑҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |