Урамра чӑннипех те ҫуллахи шӑрӑх хуҫаланать. Ӗнер термометр 29,4 градус кӑтартнӑ, паян – 30 градус. Шӑматкун тата шӑрӑхрах пулӗ – кӑнтӑрла термометр 30-35 градус кӑтартӗ.
Ҫитес кунсенче ҫӗрлесерен те 17-22 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун тӳпене пӗлӗтсем карса илӗҫ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукалӗ. Ҫак кун шӑрӑх мар, сывлама ҫук пӑчӑ пулӗ ахӑртнех.
Вырсарникун каҫхине лайӑх ҫумӑр ҫумалла. Тунтикун каҫхине те синоптиксем ҫумӑр кӗтме калаҫҫӗ. Темиҫе кунра ҫур уйӑхри норма тулма пултарӗ.
Ҫиетс эрне 21-26 градус ӑшӑран пуҫланӗ, ҫил вӑйланӗ. Аслати чухне пушшех те вӑйлӑ пулӗ. Эрне варринче кӑнтӑрла термометр 20 градус кӑтартӗ. Ҫил ҫурҫӗр, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
Тепӗр эрнере канмалли кунсем тӗлне 25 градус таран ӑшӑтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗ малалла хӑтлӑ ҫанталӑкпа савӑнтарӗ.