Политика
![]() chv.aif.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Министр ҫумӗнче шӑп та лӑп пӗр ҫулталӑк ӗҫленӗ Георгий Богуславский министерствӑри пукансӑр юлнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Георгий Леонидович — Ставрополь крайӗнчи Кисловодск хулинче 1978 ҫулта ҫуралнӑ. Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата Мускаври М.А. Шолохов ячӗллӗ патшалӑх гуманитари институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Культура министерствине куҫиччен вӑл Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркне (2007 ҫулхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе) ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Инстаграмри @mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин халӑхӑн ӗҫлӗх центрне ертсе пыма Виктор Ковалёва ҫирӗплетнӗ. Унпа коллектива республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшнче паллаштарнӑ. Виктор Михайлович асӑннӑ центрта унччен ертӳҫӗ тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Ҫавӑнпа та коллективра тӑрӑшакансем ӑна япӑх мар пӗлеҫҫӗ. Виктор Ковалёв ӗҫлӗх службинче 1999 ҫултанпа тӑрӑшать. Малтан специалист пулнӑ, унтан Ӗҫлӗх центрӗн Етӗрне районӗнчи пайне ертсе пынӑ. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче ӗҫлесе те вӑл самай опыт пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юрий Шиловӑн «Контактра» страницинчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш Республикин автомобиль ҫулӗсен управленийӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама паянтан, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Юрий Шилова шаннӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Юрий Александрович 1966 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1990 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл инженер-электрик пӗлӗвне илнӗ. Тепӗр 7 ҫултан, 1997 ҫулта, Питӗрти патшалӑх техника университетӗнчен экономист дипломӗпе вӗренсе тухнӑ. Малтанласа вӑл тӗрлӗ предприятире директор, директорӑн ҫумӗ, коммерци директорӗ, финанспа экономика директорӗ пулса ӗҫленӗ. 2002 ҫулта ӑна Шупашкар хула администрацийӗн Ленин районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма шаннӑ, 2002-2005 ҫулсенче Шупашкар хула администрацийӗн Мускав районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Юрий Шиловӑн «Контактра» страницинче (унта вӑл кӑҫалхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнченпе кӗмен) ӗҫ вырӑнне «Дорисс» акционер обществи тесе кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтран илнӗ скриншот Эрнекун, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн заместителӗ пулма Алексей Иванова шаннӑ. 48-мӗш номерлӗ хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен офицаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑма вырнаҫтарнӑ. Паянхи куна илсен, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн Дмитрий Захаровӑн виҫӗ заместитель: Алексей Лукшин (пӗрремӗш заместитель), Ольга Хлебникова тата Алексей Иванов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ заместительсемсӗр тӑрса юлнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» форум управлени сайтӗнчи хыпар тӑрӑх пӗлтернӗ. Сайтра кӑтартнӑ тӑрӑх, штатра икӗ заместитель пулмалла, анчах вӗсем пушӑ. Вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе Елена Сахарова тӑрӑшать. Унчен вӑл унта пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулнӑ. Управленире 2020 ҫулхи кӗркуннеренпе заместитель пулса ӗҫленӗ Наталья Поздеева Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче воспитанипе ҫамрӑксен политкин управленине ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫапла вара халӗ Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче заместительсен пуканӗсем пушӑ лараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юрий Кручинин. Александр Беловӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ, Ф.Н. Плевако ячӗллӗ ылтӑн тата кӗмӗл медаль лауреачӗ Юрий Кручинин куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Усал хыпара Александр Белов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ. Юрий Сергеевич ковидпа чирленӗ-мӗн, унӑн ӳпки 90 процент шыҫнӑ иккен. Юрий Кручинин Раҫҫейри адвокатсен гильдийӗн пӗрремӗш вице-президенчӗ, «Мускаври юридици центрӗ» адвокатсен коллегийӗн президиумӗн председателӗн пӗрремӗш заместителӗ, Вырӑсла калаҫакан адвокатсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн президиумӗ членӗ пулнӑ. Мари Элта ҫуралса ӳснӗ Юрий Кручининпа ҫак йӗркесен авторӗ вӑл Чӑваш Енре этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйра ӗҫленӗ чухне паллашнӑччӗ. Унпа республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ валли анлӑ интервью хатӗрленӗччӗ. Ҫав калаҫура Юрий Сергеевич ӑслӑ та анлӑ тавракурӑмлӑ ҫын ҫеҫ мар, вӑл тӗрӗсмарлӑха тӳсме пултарайманни питех те аван сисӗннӗччӗ. Каярах унтан пӗр ыйтупа пулӑшу та ыйтма тивнӗччӗ... Халӗ вара йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр тесси ҫеҫ юлать... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Инстаграмри @pro.cheboksary сӑнӳкерчӗкӗ Паянтанпа, кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе, Шупашкар хула администрацийӗн физкультурӑпа спорт управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Алексей Соловьева шаннӑ. Вӑхӑтлӑха. Пуҫлӑха ҫирӗплетмелли конкурс иртиччен. Конкурс нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче иртӗ. Алексей Иванович – Раҫҫей Федерацийӗн спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ. Вӑл вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче, «Энергия» ача-пӑча спорт шкулӗнче, В.С. Соколов Олимп ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() chuvash.er.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсене тата сенатора республика хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа машинӑпа илсе ҫӳрӗҫ. Ҫавна май аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Тӳре-шарана турттарма 3,3 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Депутатсемпе сенаторсене хыснаран уйӑрнӑ укҫапа республикӑра илсе ҫӳрӗҫ. Аукцион хыҫҫӑн алӑ пуснӑ килӗшӳ 2022 ҫул вӗҫлениччен вӑйра пулӗ. Аса илтерер: РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен Алена Аршинова, Алла Салаева, Анатолий Аксаков, Ирина Филатова лекнӗ. Федераци Канашне Николай Владимиров суйланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() minpriroda.cap.ru сайтран илнӗ скриншот Паян, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумне Сергей Чепурнова ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ прталӗнче вырнаҫтарнӑ. Паянхи куна илсен, Эмир Бедертдинов министрӑн ҫумӗсем иккӗн: Елена Хомченко (пӗрремӗш ҫум) тата Елена Дымза. Кунсӑр пуҫне министрӑн пулӑшуҫи пур. Вӑл — Марина Запасова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр хула администрацине ертсе пынӑ Сергей Лукишин ӗҫрен кайма йышӑннӑ. Хӑй кӑмӑлӗпе. Ку хыпара эпир хула администрацийӗн сайтӗнчи информацирен пӗлтӗмӗр. Асӑннӑ хулара паян Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Сергей Лукишин хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса ҫырнине пӑхса тухнӑ. Паянах Сергей Анатольевича Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн Тав ҫырӑвӗпе тата асӑнмалӑх сехетпе чысланӑ. Республика ертӳҫи ячӗпе Сергей Лукишина республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Евгений Таланов чысланӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑха суйличчен Улатӑрӑн сити-менеджерӗн тивӗҫне администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Наталья Марунина пурнӑҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |