Политика
Пӗлтӗр Красноармейски тата Ҫӗмӗрле районӗсем муниципалитет округӗсем пулса тӑнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн ытти 19 район та ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫак статуса илме хатӗррине пӗлтернӗ. Ҫакна влаҫ органӗсене централизацилес тӗллевпе тӑваҫҫӗ. Ҫак статуса илсен ял тӑрӑхӗсен депутачӗсем пулмӗҫ, муниципалитет шайӗнчисем ҫеҫ юлӗҫ. Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, халӑхӑн пурнӑҫ шайӗ ӳсӗ. Управлени ӗҫӗсем хӑвӑртланӗҫ, яваплӑх тата финанс ресурсӗсем пӗр алӑра пулӗҫ. Аса илтерер: республикӑри районсен пуҫлӑхӗсене халӑха суйлаттармалла тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
im0-tub-ru.yandex.net сайтри сӑн Чӑваш Енри тӳре-шара халӑха район-хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене суйлама май туса парасшӑн. Кун пирки республика Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ. Анчах тӳре-шаран малтан ку ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе явмалла. "Эпӗ район-хула пуҫлӑхӗсене халӑх суйланине ырлатӑп. Анчах малтан йӑлтах виҫмелле, сӳтсе явмалла", - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Аса илтерер: республикӑра районсем майӗпен муниципалитет округӗ пулса пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Куславкка районӗ пуҫлӑхсӑр тӑрса юлнӑ. Муниципалитетӑн пуҫлӑхӗн тилхепине тытса пынӑ Фирдавиль Искандаров хӑйӗн ӗҫӗнчен вӑхӑт тухиччен кайнӑ. Унӑн заявленине Депутатсен районти пухӑвӗ хӑйӗн черетсӗр ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Искандаров ӗҫрен хӑйӗн кӑмӑлӗпе хӑтарма ыйтса заявлени ҫырса панӑ. Куславкка районӗн администрацине вӑл 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра пуҫлӑх тилхепине Алексей Людков тытса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн шалӑвӗн пӗр пайне Донбасс ҫыннисем валли уйӑрса пама йышӑннӑ. Кун пирки вӑл Патшалӑх Канашӗнче политика партийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулсан каланӑ. "Пӗрле" фонд Донбасс валли укҫа пухма тытӑннӑ. Олег Алексеевич ӗҫ укҫин пӗр пайне фонда хывӗ. Олег Николаев хальхи ҫӑмӑл мар лару-тӑрура салтаксене, Луганск тата Донецк облаҫӗсенче пурӑнакансене пулӑшни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Александр Ефремова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе ирӗкрен хӑтармасӑр 1,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Унсӑр пуҫне унӑн патшалӑх органӗсенче ҫитес 2 ҫулта ӗҫлеме юрамӗ. Вӑл патшалӑха тӑкак кӳнӗ тесе ӑна 21 миллион тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, Александр Ефремов министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен тытӑнса 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗччен Шӑмӑршӑ районӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗнче 3,6 гектар ҫинче вӑрман касма ирӗк панӑ. Вӑл вӑрман ҫӗр ҫийӗннинчен сыхлаканскер пулнӑ, ҫав лаптӑкри йывӑҫсене калӑпӑшӗпех касма юраман. Сӑр юханшывӗ хӗрринче хӑйӑр кӑларма та вӑлах ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнче администраци пуҫлӑхне суйлӗҫ. Иртнӗ уйӑхӑн юлашки кунӗнче Депутатсен пухӑвӗн 14-мӗш черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Унта депутатсемпе пӗрлех структура подразделенийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Райадминистраци пуҫлӑхӗ Николай Хорасев та пулнӑ. Пухӑва район пуҫлӑхӗ Виктор Михайлов ертсе пынӑ. Кун йӗркине кӗртнӗ ыйту Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне суйлас енӗпе конкурс комиссийӗ ирттересси пулнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхне суйламалли конкурс комиссине ӗнер, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, республика шайӗнче те ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Петр Краснова Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗн должноҫӗнчен кӑларнӑччӗ. Вӑл ӑна 5 ҫул ертсе пынӑ. Паян институтра кам директор пуканне йышӑнасси паллӑ пулнӑ. Ҫав ҫыннах – Петр Краснов. Петр Степанович 1956 ҫулта Комсомольски районӗнче Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралнӑ. 1994-2005 ҫулсенче информаципе пичет министрӗ пулнӑ. 2011 ҫултанпа – ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. 2002 ҫултанпа – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ 4 депутат тӗлӗшпе Евросоюз санкци йышӑннӑ. Асӑннӑ списока Анатолий Аксаков («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей»), Алена Аршинова («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей»), Алла Салаева («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей») тата Ирина Филатова (Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗ) лекнӗ. Ҫак утӑма Евросоюз РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Донецк Халӑх Республикине тата Луганск Халӑх Республикине уйрӑм патшалӑх тесе йышӑнма ыйтса Президент патне ҫыру янӑшӑн тунӑ. Санкцие РФ Патшалӑх Думин 450 депутатӗнчен 351-шӗ тӗлӗшпе йышӑннӑ. «Ҫӗнӗ ҫынсем» фракци депутачӗсем маларах эпир асӑннӑ икӗ республикӑна ратификацилессине хирӗҫ сасӑланӑ. Тепӗр 50-а яхӑн депутат сасӑлава тӗрлӗ сӑлтав тупса хутшӑнман. Ятарлӑ списокри депутатсем Евросоюз ҫӗршывӗсене каяймӗҫ, хӑйсен активӗсемпе союз территорийӗнче усӑ кураймӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗлтӗр республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче оптимизаци проектне пурнӑҫласа тӳре-шаран 527 пин ӗҫ сехетне перекетлеме май килнӗ. Кун пирки ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтерет. Малта — оптимизацин виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ. Пӗлтӗр тӳре-шаран ӗҫне оптимизацилес тӗллевпе 107 проект пурнӑҫланнӑ. Тӗслӗхрен, ахаль ҫынсене тата усламҫӑсене патшалӑх пулӑшӑвӗсем парассипе ҫыхӑннӑ оптимизаци. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, перекетленӗ 527 пин ӗҫ сехечӗ 50 миллион тенкӗпе танлашать. Халӗ проекта мӗнпур муниципалитетра пурнӑҫлама тытӑннӑ. Вӗсенче 99 проект пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cheb.ru сайтри сӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн хастарӗсем нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вырӑнти лидерне суйланӑ. Аса илтерер: ку должноҫе унччен И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн наука енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Евгений Кадышев йышӑннӑ пулнӑ. Единороссем хальхинче урӑх лидера суйланӑ. Ку пукана Шупашкар хулин пуҫлӑхне Олег Кортунова пама йышӑннӑ. Сӑмах май, вӑл Евгений Кадышевӑн вырӑнне иккӗмӗш хут йышӑнать. Унччен Кадышев Шупашкар мэрӗ пулнӑ, Кортунов 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ун вырӑнне ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |