Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче ҫӗнӗ ҫын ҫемҫе пукана йышӑннӑ. Министр ҫумӗ пулма Светлана Скочиловӑна ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер: унччен ҫав тилхепене тытса пынӑ Надежда Никандрова пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Вӑрнар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ун хыҫҫӑн пукан пушанса юлнӑ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, 1977 ҫуралнӑ Светлана Скочилова Шупашкар хула администрацийӗнче ӗҫленӗ. Алла Салаева вӗренӳ министрӗ пулнӑ чухне вӑл асӑннӑ ведомствӑра тӑрӑшнӑ.
Валери ТУРКАЙ // 5886.3.6615
2024.01.16 02:16 | |
САЛАЕВА ÇЫННИ апла. Ăнланмалла. | |
Agabazar // 1542.36.3263
2024.01.19 00:21 | |
Паллах, чӑвашла пӗлекен, чӑвашла калаҫма пултаракан ҫын мар-тӑр ӗнтӗ. Ку та ӑнланмалла. | |
Вырăк // 3581.24.4257
2024.01.19 11:13 | |
Тупса пар ха, сĕнсе пăхар .Кам чăвашла пĕлекении хатĕр министрта вăй хума. |