Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.2 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
 kremlinrus.ru сайтри сӑн
kremlinrus.ru сайтри сӑн

Вӑрмар районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм алимент тӳлемест. Унӑн ӗҫе вырнаҫас шухӑш та ҫук.

Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 37 ҫулти амӑшӗн 3 ачишӗн суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн алимент тӳлемелле. Ӑна тӳлеменшӗн вӑл унччен административлӑ майпа явап тытнӑ-ха. Анчах ку та ӑна тӳрӗ ҫул ҫине тӑма пулӑшман.

Виҫӗ ача амӑшӗ ӗҫ шыраман, биржӑна шута тӑман. Ҫапла унӑн парӑмӗ 2,3 миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75497
 

Республикӑра

Чӑваш Енри аш-какай тирпейлекен предприятире Африка мурӗн генетика материалне тупнӑ. Ҫавна май паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Правительство комиссийӗн черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти предприятире кӑлпассие тӗрӗсленӗ. Лаборатори тӗпчевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, унта Африка мурӗн генетика материалӗ пур. Ветеринари патшалӑх служби кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.

Ҫавӑн пекех мур сарӑлас пулсан ӑна пӗтермелли мелсене пӑхса тухаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75500
 

Республикӑра
Сӑнӳкерчӗк ҫӑлкуҫӗ– https://www.instagram.com/reel/CV48SPBgPeI/?utm_source=ig_web_copy_link
Сӑнӳкерчӗк ҫӑлкуҫӗ– https://www.instagram.com/reel/CV48SPBgPeI/?utm_source=ig_web_copy_link

Ҫӗмӗрлери «Коммунальник» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ ятарлӑ шприцемет туяннӑ. Вӑл йытӑсене тытма кирлӗ. Асӑннӑ меслете вырӑнтисем хӑрушсӑр тата чунлӑ меслет тесе хаклаҫҫӗ. Маларах асӑннӑ МУПӑн директорӗ Василий Виденеев шприцемет епле ӗҫленине нумаях пулмасть хула администрацийӗн пуҫлӑхне Валерий Шигашева кӑтартнӑ.

Сӑмах май каласан, кун пек меслетпе республикӑра тек ниҫта та усӑ курмаҫҫӗ иккен.

Шприцометпа персен чӗрчунсем шар курмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен йӗпре – килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене ҫывӑратса яракан эмел. Чӗрчунсене тытсан вӗсене усрамалли вырӑна илсе кайӗҫ.

 

Республикӑра

Канаш районӗн сучӗ 25 ҫулти арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ.

Хайхискер Канашра пурӑнакан хӗрарӑма унӑн хӑрушсӑрлӑх органӗсенче ҫыхӑну пуррине ӗнентернӗ. Вӑл ҫак хӗрарӑмӑн тата унӑн пӗлӗшӗн 8,8 миллион тенкине вӑрланӑ ҫынсене явап тыттарссине каланӑ. Анчах куншӑн ӑна 1,5 миллион тенкӗ памалла-мӗн. Ку укҫа ФСБ ӗҫченӗсем валли имӗш. Арҫынна кӑҫал ҫу уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Ун чухне ӑна хӗрарӑмсем 400 пин тенкӗ пама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.

Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 1,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 2 ҫул.

 

Республикӑра
businessocean.ru сайтри сӑн
businessocean.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан ҫын лотерейӑра 4 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Анчах вӑл парнине илме халӗ те килмен-мӗн.

Паян «Спортлото «5 из 36» тиражра 4 миллион та 19 пин те 184 тенкӗ выляттарнӑ. Ӑна Шупашкарта пурӑнакан ҫын выляса илнӗ. Хальлӗхе вӑл укҫана илесси пирки пӗлтермен. Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: билета мобильлӗ сарӑмра туяннӑ.

Йӗркепе килӗшӳллӗн, билетӑн пӗрремӗш йӗркинчи пӗтӗм 5 хисепе пӗлсен ҫӗнтерӳҫӗ шутланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75469
 

Республикӑра
chv.aif.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chv.aif.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин автономи учрежденийӗн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Ольга Ахмеевӑна шаннӑ. Кунта сӑмахӑмӑр «Чӑваш Республикин строительствӑри экспертиза тата хаксене йӗркелекен центрӗ» автономи учрежденийӗ пирки пырать.

Ольга Валерьевнӑна должноҫ шанса парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Республикӑра
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Куславкка районӗн хаҫачӗ, «Ялав», тухма пуҫланӑранпа ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 90 ҫул ҫитнӗ. Ун чухне ӑна «Штурм» ятпа кун ҫути кӑтартнӑ. Тепӗр ҫулталӑкран ятне ылмаштарса «Ленин ялавӗпе» теме тытӑннӑ. Чылай ҫул ҫавӑн пек ятпа пӗлнӗ район хыпарҫине. 1996 ҫулта ята черетлӗ хутчен ылмаштарнӑ май самана таппи ытйнине кура «Ленин» сӑмаха кӑларса пӑрахса «Ялав» теме тытӑннӑ.

1986 ҫултан пуҫласа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗччен хаҫат редакторӗнче Валентин Константинов тӑрӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра тӗп редактор тивӗҫӗсене Надежда Михайлова пурнӑҫлать. Редакцире Нина Богданова, Валентина Воробьева, Татьяна Кольцова журналистсем тата Марина Петрова дизайнер тӑрӑшаҫҫӗ.

Хаҫат эрнесерен чӑвашла тата вырӑсла тухса тӑрать. 2018 ҫултанпа район хыпарҫине 16 полосапа пичетленӗ, кӑҫалтан вӑл 12 полоса ҫине куҫнӑ.

 

Республикӑра

Локдаун хыҫҫӑн кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланма пултарӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура.

Элтепер каланӑ тӑрӑх, ҫынсем отпускран таврӑннӑ вӑхӑтра чирлекенсен йышӗ ӳсет. Аса илтерер: Чӑваш Енре юпан 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен ковид каникулӗсем пулнӑ. Хӑш-пӗр районта – юпан 26-мӗшӗнченех. Канмалли кунсем пулассине пӗлтернӗ чухне Элтепер ҫакна чирлекенсен йышӗ чактӑр, тухтӑрсене кӑшт ҫӑмӑлрах пултӑр тесе тунине пӗлтернӗ.

Ҫапах канашлура стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе сипленекенсен йышӗ пӗчӗккӗн чакса пынине палӑртнӑ. Больницӑсенче – 2,7 пин ытла, килте 6021 ҫын сипленет.

 

Республикӑра
gazetanovoros.ru сайтри сӑн
gazetanovoros.ru сайтри сӑн

Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пулӑшу кӳрекен, вӗрентӳ, сывӑх сыхлавӗн тытӑмӗсенче ӗҫлекенсен 80 проценчӗн пӗрремӗш компонентпа вакцинациленмелле пулнӑ. Ҫапла пӗлтернӗччӗ Чӑваш Енӗн тӗп санитари тухтӑрӗ.

Ҫавӑн пекех ытти хӑш-пӗр тытӑмра тӑрӑшакан ҫынсен вакцинациленмелле пулнӑ. Ку тӳре-шарана та пырса тивет. Иккӗмӗш компонента раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Ҫак йӗркене пӑхӑнмасан ҫынна ӗҫлеме ирӗк памӗҫ.

Аса илтерер: паянтан суту-илӳ центрӗсене, администраци ҫурчӗсене QR-кодпа кӗртеҫҫӗ.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын Республика лапамне пикета тухнӑ. Вӑл QR-кода хирӗҫ пулнине ҫапла майпа кӑтартнӑ. Плакачӗ ҫине «Дискриминация граждан #штрихКОДом недопустимо! Власть, одумайся!» тесе ҫырнӑ.

«Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсемпе хӗрӗсесене пӗрлештерекен уяв умӗн килте лараймарӑм, влаҫ QR-кодсене япала валли кӑна мар, ҫынсем валли те тӑвать. Фашизма ҫӗнтернӗ ҫӗршывра ҫынна код пама пулать-и вара», - тенӗ арҫын «Хӗрлӗ ҫуркунне» кӑларӑма.

Арҫын шухӑшӗпе, кун пек кодсем кӑшӑлвирус сарӑлассине чараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вакцинациленнӗ ҫынсем те вирус ертме пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75434
 

Страницӑсем: 1 ... 170, 171, 172, 173, 174, 175, 176, 177, 178, 179, [180], 181, 182, 183, 184, 185, 186, 187, 188, 189, 190, ...626
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 13

1940
85
Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй