Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑнӑҫлӑх

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын телее хӳринчен тытасса шанса виҫӗ ҫул патшалӑх лотерейисене хутшӑннӑ. Тинех ӑна ӑннӑ! Пӗртен-пӗр туяннӑ билет ӑна 600 пин тенкӗ выляса илме пулӑшнӑ.

Андрей укҫа выляса илни пирки кӗтмен ҫӗртен пӗлнӗ: ун патне СМС-ҫыру килнӗ. «Ку пысӑк ҫӗнтерӳ пулнине тӳрех ӑнлантӑм», — тенӗ арҫын.

Андрей – строительствӑпа монтаж ӗҫӗсен мастерӗ. Килте те ӗҫлеме ӗлкӗрет: мӑшӑрӗпе пӗрле сыр пӗҫереҫҫӗ, ҫу, тӑпӑрчӑ тӑваҫҫӗ. Лотерейӑра выляса илнӗ укҫапа вӑл кӗҫӗн хӗрӗн хваттерӗнче юсав ӗҫӗсем тӑвасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_83237
 

Хулара Дария. «Про Город» сӑнӳкерчӗкӗ
Дария. «Про Город» сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан, 15 ҫулти Дария Перевезенева лотерейӑра 857 пин тенкӗ выляса илнӗ. Вӗсем ҫак билета ҫемйипе пӗрле туяннӑ. Лотерея выляттарнӑ кун ҫемье пуҫӗ телевизор умӗнче ларнӑ, тухнӑ хисепсене чӗрсе пынӑ. Ыттисем хӑйсен ӗҫӗсемпе кайнӑ.

Ҫемье пуҫӗн мӑшӑрӗ чи малтанах ӗненмен. Тӗнче тетелне кӗрсе хисепсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ӗненме тивнӗ. Унччен ҫемье 50-200 тенкӗ ҫеҫ выляса илме пултарнӑ.

Дария киле таврӑнсан ашшӗпе амӑшӗ хӗрне тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ. Ара, билета вӑл туяннӑ та. Укҫана ашшӗпе амӑшӗ Мускава кайса илнӗ. Перевезенцевсем выляса илнӗ тупӑшпа хваттере лайӑхлатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/661
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 28

1927
99
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ.
1954
72
Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă.
1966
60
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ.
1986
40
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1990
36
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та