Элӗк районӗнче Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн «Хӗле ӑстатпӑр» уяв вӑхӑтӗнче ял тӑрӑхӗсенчи ҫамрӑксем хушшинче «Ҫӑматӑ-шоу» иртнӗ. Элӗкри фонтан умӗнче ҫаматӑсен куравӗ пулнӑ. Мӗнли кӑна пулман-ши унта? Ҫамрӑксен тавракурӑмӗ пуян ҫав. Палӑртмалла: Сочири Олимп вӑййисене халалланӑ ҫӑматӑ тӑхӑннӑ ҫын та унта пулнӑ.
Кунтах илемлетнӗ ҫуна вырнаҫнӑ. Лилия Никифорова ертӳҫӗ (Ҫамрӑксен правительствин пайташӗ) хушнипе командӑсем эстафетӑна хатӗрленнӗ, Ҫамрӑксен правительствин председателӗ Светлана Егорова старт парсан ҫӑматӑ тӑхӑннӑ ҫамрӑксем малалла чупнӑ.
Ҫамрӑксем ҫавӑн пекех кулинарире те ӑмӑртнӑ: «Икерчӗрен те икерчӗ» конкурс валли икерчӗ хатӗрленӗ. Какайпа, тӑпӑрчӑпа, пулӑ вӑлчипе, хӑймапа, пылпа… Чылайӑшӗ тутлӑ икерчӗпе киленнӗ.
Жюри членӗсем тӗрлӗ номинацире ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Чӑваш Сурӑмри ҫамрӑксен канашӗ «Хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан ҫӑматӑ» номинацире ҫӗнтернӗ. Йӑлкӑшсем «Хӑвӑрт чупакан ҫӑматӑ» ята тивӗҫнӗ. Ыттисем те тӗрлӗ номинацире палӑрнӑ.
Сӑнсем (19)
Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчишӗн хаксене хӑпартни пирки, унпа килӗшменнипе митинга пухӑнма шут тытни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халӑха пушӑн 1-мӗшӗнче шӑматкун пухма шухӑшлаҫҫӗ.
Анчах, «ПроГород» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, тӳре-шара чӑрмав кӳрес тесе ҫав куна ача пахчисенче Ҫӑварни уявлама шут тытнӑ иккен. Амӑшӗсенчен пӗри каласа панӑ тӑрӑх пӗлтӗр ҫак уява ача пахчисенче канмалли мар кунра ирттернӗ, кӑҫал вара шӑматкуна куҫарнин сӑлтавӗ шӑп та халӑха пухӑва ярас маррипе ҫыхӑннине кӑтартать имӗш.
Халӑх пухӑвне йӗркелекенсенчен пӗри — Наталия Смирнова — ӗнентернӗ тӑрӑх пухӑва ирттереҫех. Ирӗк паракан хута хула влаҫӗсем алӑ пуснӑ-пуснах йӗркелӳ коммитечӗ унта тӗрӗсмарлӑхпа килӗшмен пур ашшӗ-амӑшне те кӗтет.
Ҫӗнӗ Шупашкарта «Ой, икерчӗ, манӑн икерчӗ!» конкурс ирттерме шутланӑ. Вӑл ӗнертен пуҫласа нарӑсӑн 28-мӗшӗччен пырӗ.
Тупӑшӑва йӗркелени ытахальтен мар ӗнтӗ — ӗнертен (чӑваш йӑлипе Аслӑ Ҫӑварни нарӑсӑн 20-мӗшӗнчех пуҫланса-ха та...) Ҫӑварни эрни пуҫланчӗ-ҫке. Конкурса хулари суту-илӳ, обществӑлла апатлану предприятийӗсене тата усламҫӑсене хутшӑнтараҫҫӗ. Конкурсҫӑсен ӗҫне, икерчине, вунӑ тӗрлӗ номинаципе палӑртӗҫ. Хаклавсен шутне тата ӳстерме пултарасси пирки те пӗлтереҫҫӗ.
Тунтикунран, нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен, Чӑваш Енре официаллӑ май Ҫӑварни пуҫланать. Ҫавна май республикӑра тӗрлӗ мероприяти ирттерӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем пурне те Ҫӑварнине йыхравлаҫҫӗ. Шупашкар хулинчи Мускав районӗн администрацийӗн сайтӗнчи пресс-релизра пӗлтернӗ тӑрӑх, уява «Наци йӑли-йӗркине хисеплетпӗр» проектпа килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ. Унӑн тӗллевӗ — ҫамрӑксене чӑваш халӑх йӑли-йӗркипе паллаштарасси, авал ку уява пирӗн несӗлсем еплерех уявланине аса илтересси.
Прграмма пуян. Вулавӑш ӗҫченӗсем йӗркелекен Ҫӑврнире чӑваш тата вырӑс халӑхӗсен юррисем янӑрӗҫ, тупмалли юмахсем пулӗҫ, «Нарспи» халӑх ансамблӗн солисчӗсем пултарулӑхне кӑтартӗҫ. Паллах, уяв икерчӗсӗр, Ҫӑварни карчӑкӗсӗр иртмӗ. Лешне хайхи, йӑлапа килӗшӳллӗн, ҫунтарӗҫ.
Уяв Шупашкарти Гузовский урамӗнчи 11-мӗш ҫурт умӗнче пулӗ, 13:00 сехетре пуҫланӗ.
Ҫӑварни тенӗрен, чӑвашсен йӑли-йӗркипе вӑл икӗ эрнерен тӑнӑ — хальхи кунталӑкпа пӑхсан кӗҫӗн ҫӑварни нарӑсӑн 13-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Аслӑ ҫӑварни вара нарӑсӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшччен пынӑ.
Чӑваш Республикин Халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗн халӑхӑн йӑлана кӗнӗ йӗркипе ремеслисен пайӗн специалисчӗсем Тӑвай районне ҫитсе халӑх юррисене шыранӑ. Вӗсем ҫак пурлӑха ӑслӑлӑхпа шырав тӗлӗшӗнчен хак пама тӗллев лартнӑ иккен.
Специалистсем Тӑрмӑш тата Турикас Тушкил ялсенче пулнӑ. Турикас Тушкилте «Сурпан» фольклор ансамбльне ҫӳрекенсенчен ҫырса илнӗ, Тӑрмӑшра — 83 ҫулти Тамара Федоровӑран. Пухма май килнисен шутӗнче — туй, Ҫӑварни, вӑйӑ, хӑна, ташӑ юррисемпе такмаксем, хӗр йӗрри. Сӑмах май, ҫак икӗ ялта туй тата Ҫӑварни юррисене расна шӑрантарнине асӑрханӑ. Чӑннипех те халӑх юрри шутланаканнисене ятарлӑ пухха кӗртсе уйрӑм кӗнекен кӑларма палӑртаҫҫӗ.
ПУШ | 17 |
Ӗлӗк-авалхи вӑхӑтра пирӗн чӑваш халӑхӗн ӗҫ-хӗлпе тата ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ йӑла-йӗркесем чылай пулнӑ. Вӗсен хушшинче — ҫӑварни. Ҫак уяв йӑлисене аса илсе тата малалла тӑсас тӗллевпе Хырхӗрри ӳнер ҫурчӗпе тӗп шкулӗн ӗҫченӗсем ҫӑварни ирттерчӗҫ. Культура ҫурчӗ умне халӑх чылаях пуҫтарӑнчӗ. Уява тӑван ен культурине вӗрентекен Г.А.Белкова уҫрӗ, Хырхӗрри ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне А.Н.Воробьева сӑмах пачӗ. Анатолий Николаевич пуҫтарӑннисене салам сӑмахӗ каласа уява тулли кӑмӑлпа ирттерме сунчӗ. Сцена ҫине Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекен ачасем тухса сӑвӑсем каларӗҫ. Унтан ӳнер ҫурчӗ ҫумӗнчи «Палан» фольклор ушкӑнӗ ҫӑварни юррисене илемлӗн шӑрантарчӗ. Ҫав вӑхӑтра ачасемпе ял ҫыннисем хӗл кӗлетки тавра ҫаврӑнса ташласа савӑнчӗҫ.
Уявра тӗрлӗрен спорт вӑййисем те пулчӗҫ. Вӗсене Вениамин Васильевич Белков спорт ветеранӗ ӗлӗкхи вӑйӑсемпе ҫыхӑнтарса выляттарчӗ, ӑна физкультура вӗрентекенӗ А.В. Гаврилов пулӑшса пычӗ. Чӑн малтан хӗрачасемпе хӗрарӑмсем атӑ-пушмак, арҫын ачасемпе арҫынсем урана калуш тӑхӑнса аяккарах ывӑтас енӗпе тупӑшрӗҫ.
ПУШ | 16 |
Пушӑн 15-мӗш кунӗнче Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулӗнче вӗренекенсем шкулта Ҫӑварни уявне ирттерчӗҫ. Уява кӗҫӗн тата вӑтам классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.
Ачасем ятарласа ҫак кун валли икерчӗсем пӗҫернӗ, мӗншӗн тесен ҫӑварни уявӗ ӗлӗкренех тутлӑ икерчӗ ҫинипе, катаччи чупнипе, тӗрлӗрен вӑйӑсем вылянипе ачасен асӗнче юлнӑ. Ҫӑварни карчӑккине те ӑсталанӑ вӑййа йӗркелекенсем.
Уява йӑлтах чӑваш халӑх йӑли-йӗркине пӑхӑнса ирттерсе яма тӑрӑшрӗҫ Туҫа ачисем. Ҫӑварни юррине шӑрантарчӗҫ, вӑйӑсем вылярӗҫ, катаччине те чупрӗҫ, юлашкинчен Ҫӑварни карчӑккине ҫунтарчӗҫ. Ҫулталӑк хушшинче пухӑннӑ тасамарлӑха, «2» паллӑсене Ҫӑварни карчӑкки пӗрле илсе кайтӑр тесе ачасем кӑвайт сӳнсе пӗтичченех тӑрмашрӗҫ. Ҫапла пултӑрччӗ те вӗт!
Сурхурипе Мӑнкун хушшинче Ҫӑварни уявне пӗр эрне тӑршшӗпех паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӑварни уявӗнче ҫамрӑксем сивӗ хӗле хӑвӑртрах хӑваласа, ирттерсе ярас, ӑшӑ ҫуркуннене кӗтсе илес тесе лаша ҫуни ҫине ларса хӗвеле май ярӑнса ҫӳренӗ. Паллах, вӑйҫӑсем те юнашарах пулнӑ. Вӗсем тӗрлӗ кӗвӗ хатӗрӗ каласа ҫамрӑксене Ҫӑварни юрри юрлаттарнӑ, савӑнтарнӑ. Ача-пӑча сӑрт-ту ҫинчен ҫунашкапа ярӑннӑ.
Кӑҫал пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗш кунӗччен ҫӑварни эрни тӑсӑлӗ. Ҫак уява Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш номерлӗ гимназинче те савӑнӑҫлӑ ирттерчӗҫ. Тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем пулса иртрӗҫ. Уява шкул ачисем, ашшӗ-амӑшӗсем пухӑнчӗҫ. Малтанах сӑвӑсем каласа, Ҫӑварни юррисем юрласа Хӗле ӑсатрӗҫ. Мӗн чухлӗ илемлӗ юрӑ шӑранмарӗ-ши Ҫӑварни ҫинчен? Ҫӑварни тӑвайккинчен ҫунашкапа ярӑнмасӑр мӗнле ирттӗр-ха? Пӗчӗкреххисем хаваспах тӑвайккине ҫунашка сӗтӗрсе чупрӗҫ. Пӗрне пӗри ярӑнтарчӗҫ. Эх, кайрӗ вара ача-пӑча сасси урам тӑрӑх…
Ҫӗнӗлӗхсемпе тӗлӗнтерме, савӑнтарма пӑрахмасть Октябрьски райповӗ. Иртнӗ ытларикун та вӑл Ӗсмел ял халӑхне черетлӗ парне турӗ. Энӗш юханшывӗ уйӑрса тӑракан ялӑн тепӗр енче (кунта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ предприятисемпе организацисем те, пурӑнакан халӑхӗ те пур) ҫӗнӗ лавкка хута ячӗ. Вунсакӑр хваттерлӗ ҫурт ҫумӗнче райпон магазинӗ кунти халӑхшӑн халиччен те ӗҫленӗ-ха. Суту-илӳ залӗ тӑвӑртарах та хӗсӗкрех пулнӑ пулсан та тавар туянакансене кирлӗ пек тивӗҫтерме тӑрӑшнӑ. Ҫапах та ҫакӑ халӗ — ӗнерхи пурнӑҫ, мӗншӗн тесен паян ҫӗнӗ магазинти условисем темиҫе хут хӑтлӑрах та тавар туянакансемшӗн меллӗрех. Ҫакна курах пулӗ магазин заведующийӗ С. Вотякова ҫӗнӗ вырӑна куҫнипе хӗпӗртенӗрен малашне тата та тӑрӑшуллӑрах ӗҫлессе шантарчӗ.
Сутуҫӑсемшӗн кӑна мар, ял халӑхӗпе пыран-ҫӳрен хӑнасемшӗн те ҫӗнӗ магазин уҫӑлни савӑнӑҫ ӗнтӗ. Суту-илӳ ҫурчӗ пысӑк пулни тавар ассортиментне самай пуянлатма май панӑ. Ытларах — апат-ҫимӗҫ продукчӗсен ассортиментне. Лавккаран инҫех мар пульница вырнаҫнине шута илсе промышленность таварӗсен кӗтесне те йӗркеленӗ.
Ҫӑварни — савӑнӑҫлӑ уяв, хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илни. Ӑна ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑтра паллӑ тунӑ. Ӗлӗк ҫӑварни кӗҫнерникун пуҫланнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте икӗ эрнене тӑсӑлнӑ. Пӗрремӗш эрни — Аслӑ Ҫӑварни, иккӗмӗшӗ — Кӗҫӗн Ҫӑварни. Христианлӑх сарӑлнӑ май чӑвашсен уявӗ вырӑссеннипе пӗрлешнӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкул вӗренекенӗсем пушӑн 7-мӗшӗнче Ҫӑварни уявне ирттерчӗҫ. Урамра кунӗпех ҫил-тӑман алхасрӗ пулин те, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗсем шкул картишне пуҫтарӑнчӗҫ. Cавӑнӑҫлӑ уява шкулти воспитани енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ А.М.Максимовӑпа аслӑ вожатӑй Н.И.Шибаева йӗркелесе пычӗҫ.
Кашни класс ачисем сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ. Ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле кукӑль-пӳремеч, ҫуллӑ ҫатма икерчӗ хатӗрленӗ, вӗсен тутлӑ шӑрши сӑмсана кӑтӑклать. Кунтах сӑмаварсенче чей пӑсланать. Ачасем савӑнсах пӗр-пӗрне кӑна мар, хӑнасене те хӑналаҫҫӗ.
Уяв питӗ хаваслӑ та интереслӗ иртрӗ. Малтанах ачасем Ҫӑварни юррисем юрласа савӑнтарчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |