Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Мускаври Ҫӑварни

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 25.03.2014 17:08 | 1689 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Хӗрлӗ Октябрь» культура ҫуртӗнче Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗ Ҫӑварни ирттернӗ. Ӑна йӗркелеме Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчилӗхӗ те самай пулӑшнӑ.

Ҫӑварние ҫитнӗ ентешсене хайхи элчӗ, Леонид Волков, тата Мускаври чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев саламланӑ. Леонид Волков Мускав облаҫӗнчи Краснознаменск хула пухӑвӗн депутатне, Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Геннадий Викторова Раҫҫейӗн ҫар центрӗн «Раҫҫей патриочӗ» медалӗпе чысланӑ. Геннадий Викторов 20 ҫул ӗнтӗ Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн хастар пайташӗ. Чӑваш халӑхӗ пирки 14 кӗнеке, ҫав шутран виҫҫӗшӗ Раҫҫей Геройӗсем ҫинчен, кӑларнӑ. Ӗҫӗсене вӑл хӑй шучӗпе пичетлет. Геннадий Волков этнопедагога халалласа Мускавра ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттерме те вӑлах сӗннӗ.

Уява Куславкка районӗнчи «Эткер» фольклор ушкӑнӗ, Красноармейски районӗнчи «Хавал» халӑх кӗввин ансамблӗ, эстрада артисчӗсем савӑнтарнӑ.

Уява пынисем валли Ҫӑварни мыскарисем, конкурссем хатӗрленӗ. Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Олег Захаров спорт вӑййисем ирттернӗ.

Кашнинех хуратул пӑттипе чейпе тӳлевсӗр сӑйланма май туса панӑ.

Сӑнсем (56)

#Ҫӑварни, #уявсем, #Мускав, #Куславкка районӗ, #Красноармейски районӗ

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.03.26 00:23
Маттур. Чăвашла та çырма пулать иккен.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем