Чӑваш Енӗн предприятийӗсем тата Михаил Игнатьев Элтепер Мускав облаҫӗнче иртекен ҫарпа ҫыхӑннӑ «Армия-2018» форума хутшӑнаҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 21-26-мӗшӗсенчи мероприятие Мускав облаҫӗнчи Кубинка хулинчи «Патриот» конгреспа курав центрӗнче йӗркеленӗ.
Чӑваш Енри паллӑ промышленность предприятийӗсем форумра хӑйсен продукцийӗпе паллаштараҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери мероприятире «ВНИИР-Прогресс», «Волгостальконструкция», «Комбинат автомобильных фургонов» (чӑв. Автомобиль фургонӗсен комбиначӗ), «Лента», Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ, «ХСН» тулли мар яваплӑ общество, «ЭЛАРА» Г.А. Ильенко ячӗллӗ ӑслӑлӑхпа производство комплексӗ ҫар промышленноҫӗ валли кӑларакан продукцине хаклама май килӗ.
«Армия-2018» форум вӑхӑтӗнче ӑслӑлӑхпа ӗҫ программисен шучӗ 140-рен иртмеллине пӗлтереҫҫӗ.
Раҫҫейӗн ҫар техникин хӑвачӗпе те паллаштарӗҫ.
Чӑваш Енри ҫамрӑксене Росгварди тытӑмне ӑсатнӑ. Пурӗ 70 ҫынна. Вӗсем — ҫурзи призыв вӑхӑтӗнче ҫара юрӑхлӑ пулнӑ ҫамрӑксем.
Ҫурхи призыв вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри 1359 каччӑна ҫара илнӗ, вӗсенчен 1289-шне Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсене ӑсатнӑ, 70-шне — Росгварди тытӑмне. Ҫакӑн пирки республикӑн ҫар ӗҫ комиссарӗ Александр Мокрушин Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче Михаил Игнатьев Праивтельство пайташӗсемпе паян ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Ҫурхи призыв ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тӑсӑлчӗ. Ҫав вӑхӑтра призыв комиссийӗсене чӗнсе 5508 ҫамрӑка медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнӑ. Тухтӑрсем ӗнентернӗ атта ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 5508 каччӑран 98,6 проценчӗ хӗсмете тӑма сывлӑх енчен юрӑхлӑ.
Крымри пӗр ҫар чаҫне легендарлӑ ентешӗмӗр ятне пама пултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, маларах Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ҫак ыйтупа РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу ячӗпе ҫырупа тухнӑччӗ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Кӑнтӑр ҫар округӗн командующийӗ Александр Дворников РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне Олег Николаева ку тӗлӗшпе хуравланӑччӗ. Ҫакна Фейсбукра Олег Николаев нарӑсӑн 7-мӗшӗнче ҫырнӑччӗ. Александр Дворников Хура тинӗс флочӗн 22-мӗш ҫар корпусӗн 8-мӗш артиллери полкне пирӗн ентеш ятне пама ыйтас шутлине пӗлтернӗччӗ.
Халӗ Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов Кӑнтӑр ҫар округ ҫарӗсен командующийӗн ҫумӗнчен Владимир Жаровран ҫыру илнӗ. Унта ҫар чаҫӗсенчен пӗрне В.И. Чапаев ятне пама ыйтнине ырласа йышӑннине пӗлтернӗ. Ентешӗмӗр ятне Хура тинӗс флочӗн 22-мӗш ҫар корпусӗн 8-мӗш артиллери полкне парӗҫ. Ҫӗнӗ хыпара ӗнер Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн пресс-служби хыпарланӑ.
Крымри пӗр ҫар чаҫне легендарлӑ ентешӗмӗр ячӗпе пама пултараҫҫӗ. Маларах Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ҫапла ыйтупа РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу ячӗпе ҫырупа тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
В.И. Чапаев ятне парассипе ҫыхӑннӑ ыйтупа Кӑнтӑр ҫар округӗн командующийӗ Александр Дворников РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне Олег Николаева хуравланӑ. Ҫакна Фейсбукра Олег Николаев нарӑсӑн 7-мӗшӗнче ҫырнӑ.
Ырӑ хыпара Чӑваш Ен парламенчӗн сессийӗнче Валерий Филимонов спикер та пӗлтернӗ.
Александр Дворников Хура тинӗс флочӗн 22-мӗш ҫар корпусӗн 8-мӗш артиллери полкне пирӗн ентеш ятне пама ыйтасшӑн иккен.
Чӑваш Енрен салтака каякан каччӑсене пуйӑсра ҫар комиссариатӗнче панӑ паёксене ҫиме ирӗк паман. Кун пирки «Pro Город Чебоксары» журналистне ҫара кайнӑ каччӑсенчен пӗрин амӑшӗ пӗлтернӗ.
Хайхи хӗрарӑм хыпарланӑ тӑрӑх, яшсем Чӑваш Енрен юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хабаровск крайне тухса кайнӑ. Ҫул ҫинче вӗсем ултӑ кун пулнӑ. Канашран паексем уйӑрса парса янӑ пулин те вӗсене уҫтарман. Сӑлтавне те каламан. «Кун пирки мана ывӑл ҫырса пӗлтерчӗ. Ҫамрӑксем станцисенче чарӑнсан час пиҫекен вермишель туянса ҫинӗ. Мӑн ҫыннӑн, ҫӗршыв хӳтӗлевҫин рационӗ ҫапла пулмалла-им?» — кӑмӑлсӑрланса пӗлтернӗ «Pro Город Чебоксары» журналистне салтак амӑшӗ.
«Ҫул ҫинче миҫе кун пулассине шута илсе салтаксене паек уйӑрса параҫҫӗ. Пуйӑсра вӗсемшӗн ҫар чаҫӗнчен килнӗ представитель яваплӑ. Анчах эпир вӗсене сӑнаса тӑраймастпӑр. Кун пек тӗслӗхе асӑрхасан пире тӳрех пӗлтерме ыйтатпӑр. Эпир пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах ҫар чаҫне запрос ярӑпӑр», — ӑнлантарнӑ Чӑваш Енӗн ҫар комиссариачӗн пай пуҫлӑхӗ Владимир Ламков.
Балти флотӗнче тепӗр тральщик ятне Чӑваш Енпе ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл «Ҫӗнӗ Шупашкар» ятлӑ пулӗ. Ят парасси пирки хушӑва официаллӑ майпа алӑ пуснӑ ӗнтӗ.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Балти флочӗн командующийӗ Александр Носатов «БТ-212» база тральщикӗн ятне улӑштарасси пирки документ алӑ пуснӑ. Ӑна «Ҫӗнӗ Шупашкар» теме йышӑннӑ. Ку ята парасси пирки ҫурла уйӑхӗнчех калаҫнӑ.
Ку тральщик 49 метр ҫӳллӗш, вӑл Балти флочӗн йышне 1991 ҫулта кӗнӗ.
Сӑмах май, Балти флотӗнче Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ карапсем пур ӗнтӗ. Унччен ракета катерне «Чӑваш Ен» ят панӑ. Тепӗр ракета катерӗ «Шупашкар» ятлӑ.
Ҫар училищисенче те вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ. Анчах вӑл ыттисенчен раснарах. Унта уяв линейки вырӑнне присяга тытаҫҫӗ. Чӑваш ачисем ҫулсерен ҫар училищисене вӗренме кӗреҫҫӗ. Кӑҫал ҫар училищине 11 чӑваш ачи ҫул тытнӑ.
Сызране курсантсем Раҫҫейри чылай регионтан килеҫҫӗ. Кӑҫал унти строя Крымри 4 ҫамрӑк тӑма пултарнӑ. Чӑвашран кӑҫал 9-ӑн килнӗ. Тепӗр икӗ ҫамрӑка Воронежри авиаци институтне янӑ.
Ҫар училищине лекме йывӑр. Курсант ятне илес тесен чылай йывӑрлӑха парӑнтармалла.
Кӑҫал Сызраньти училищӗне кӗме ҫӑмӑл пулман. Нумаййӑн килнӗ унта. Ҫамрӑксене сывлӑхне тата ытти кӑтартӑва кура суйласа илнӗ.
Чӑваш ачисем курсантсен ретне Афганистан вӑрҫинче сусӑрланнисен республикӑри организацийӗ пулӑшнипе тӑраҫҫӗ. 2008 ҫултанпа унӑн ертӳҫи Геннадий Матвеев шкул ачисене Сызране экскурсие илсе ҫӳрет. Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫын ачасен ҫар ҫынни пулас кӑмӑл ҫуралать.
Раҫҫее ҫывӑх вӑхӑтра вӑрҫӑ хӑратмалла маррине ҫӗршывӑн хӳтӗлев министерствинчи пысӑк ҫар пуҫлӑхӗ «Российская газета» хаҫата пӗлтернӗ. Ҫар ҫыннин шучӗпе вӑрҫӑ тухас хӑрушлӑх кирек хӑш саманара та пур. Вӑрҫӑллӑ хирӗҫтӑрӑва кӗртсе яма тӑрӑшакансем тупӑнассине те ятне палӑртма ыйтман ҫав тӳре-шара каланӑ. Анчах яваплисем лару-тӑрӑва тӗрӗслесе, пӗлсе тӑнине ӗнентернӗ май вӑл ун пекки хӑҫан пулассине тата пирӗннисем ҫавна хирӗҫ епле тӑмаллине те пӗлнине палӑртнӑ.
Чикӗ ҫумӗнчи хӑш вырӑнта ун пек хӑрушлӑх пурри пирки Хӳтӗлев министерствинче ӗҫлекен ҫын калама килӗшмен. Маларах каланӑ пичет кӑларӑмӗ сӑмах 2020 ҫулчченхи тапхӑр пирки пынине палӑртать.
Европӑра ракетӑна хирӗҫле Америка хӳтӗлев хатӗрӗсем вырнаҫтарнине Хӳтӗлев министерстви лӑпкӑн йышӑнать, мӗншӗн тесен Раҫҫей ҫапах та вӑл енпе вӑйлӑрах.
Шупашкарти 3997-мӗш пушар чаҫӗ ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫур ӗмӗр хушшинче нумай салтакпа офицер орденпа медале тивӗҫнӗ. Вӗсен хушшинче вилнӗ хыҫҫӑн чысланисем те пур иккен. Темиҫе ҫул каялла ҫав чаҫ пӗтӗмпех контракт тытӑмӗ ҫине куҫнӑ. Чаҫӗн паянхи тӗп тӗллевӗ — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта общество йӗркине тытса тӑрасси. Ҫар ҫыннисем Ҫурҫӗр Кавказ тӑрӑхне те ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама тухса кайни пулать-мӗн.
Юбилей ячӗпе ҫар ҫыннисем пысӑк концерт хатӗрлеҫҫӗ иккен. Музыкантсем халӗ хӗрсем репетици ирттереҫҫӗ. Йышра Атӑлҫи регионти командованийӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Мускаври тата Хусанти солистсем пулӗҫ.
— Шупашкара Мясоедов хушматлӑ полковник килмелле, — тесе пӗлтернӗ тележурналистсене оркестр пуҫлӑхӗ — 3997-мӗш ҫар чаҫӗн ҫар дирижерӗ Иван Малов. Асӑннӑ полковник тӗрлӗ музыка инструменчӗпе, ҫав шутра саксофонтан пуҫласа шӑхлич таранах, калать-мӗн. Концерт ыран Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче иртмелле.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей флот флагманӗн — «Кузнецов адмирал» авианосец-крейсерӑн пайташӗсемпе тӗл пулнине хыпарланӑ чух «Р-2» ракета катерне «Чӑваш Ен» ят парас шухӑш пуррине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Элтеперпе тӗлпулнисем «Р-2» ракета катерне «Чӑваш Ен» ят парас шухӑшлине каланӑччӗ, хӑйсен карапӗн сӑнӳкерчӗкне Михаил Игнатьева парнеленӗччӗ.
Шухӑшлани халӗ пурнӑҫа кӗнӗ. Республика Элтеперӗ патне Ҫарпа тинӗс флочӗн тӗп командующийӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Татариновран ҫыру ҫитнӗ. Унта тӗп командующин кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «Р-2» катера «Чувашия» ят парасси пирки йышӑннине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |