Чӑваш Енри икӗ ҫӑмрӑкӑн проекчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӗсем грант ҫӗнсе илнӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен конкурса пӗтӗмпе 23 проект тӑратнӑ. Конкурса И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенткин Нина Любинарскаян «Журналистикӑна – утӑм» проекчӗ тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ магистранчӗн Дмитрий Кошеваровӑн «Донор юнӗ пурнӑҫ парнелет» проекчӗ мала тухнӑ. Ку – 2-мӗш тапхӑрта. Икӗ проект грант ҫӗнсе илнӗ. пӗтӗмпе - 100 пин тенкӗлӗх.
Раҫҫей шайӗнче йӗркеленӗ конкурс анлӑ иртнӗ. Унта 4412 заявка пулнӑ. Кунсӑр пуҫне юридици сӑпачӗсенчен 247 заявка пулнӑ.
Конкурсӑн 1-мӗш тапхӑрӗнче вара Чӑваш Енри 8 ҫамрӑкӑн проекчӗ мала тухнӑ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Юрий Кислов депутачӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн Улатӑр районӗнче черетлӗ хутчен волейбол турнирӗ иртнӗ. Юрий Кислов Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савутне ертсе пырать.
Ӑна кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Иртнӗ канмалли кун Атрать ялӗнче иртнӗ турнирта финала тухакансене палӑртнӑ. Унта Атрать, Стемас, Кире, Кивӗ Эйпеҫ, Октябрьски ял тӑрӑхӗсенчи 15 ушкӑн вылянӑ. Ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнисен хушшинче хӗрсемпе каччӑсен ушкӑнӗсем те, арҫынсемпе хӗрарӑмсен те пулнӑ.
Финала Киря тата Кивӗ Эйпуҫ ял тӑрӑхӗсенчи хӗрарӑмсен, Стемас тата Киря тӑрӑхӗсенчи арҫынсен, Киря тата Атрать шкулӗсенчи хӗрсен, Стемасри тата Киряри шкулсенчи каччӑсен ушкӑнӗсем тухнӑ.
Финалти вӑйӑ раштавӑн пуҫламӑшӗнче сакӑр ушкӑн хушшинче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене депутатран волейбол мечӗкӗ, медаль, кубок лекӗ.
Сӑнсем (30)
Виҫӗмкун, чӳкӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗр общежитире студентка чӳречерен сикессипе хӑратнӑ. Хайхискер наркодиспансертан тухтӑрсене чӗнме ӳкӗтленӗ.
Телее, студенткӑна ҫӑлма май килнӗ. Тахӑшӗ ӑна пӳлӗме каялла сӗтӗрсе кӗнӗ. Ку Мускав проспектӗнчи 43-мӗш ҫуртра ирхи 10 сехетре пулнӑ. Наркодиспансерти тухтӑрсене мӗншӗн чӗннӗ вӑл? Хӑй сывӑ пулнине ӗнентерме имӗш.
Общежити умне ҫынсем пухӑннӑ. Тӗлӗнмелле те, чылайӑшӗ хӗре хӑрушӑ утӑма тӑвасран ӳкӗтлемен, ҫакна телефон ҫине ӳкернӗ. Кӑштахран МЧСпа полицейскисем ҫитнӗ.
Хӗр чӳрече янахӗ ҫинче пӗр сехете яхӑн ларнӑ. Унтан ӑна полицейскисем илсе кайнӑ. Полицире хӗр чӑнах та сикме хатӗрленни ҫирӗпленнӗ.
«Ҫамрӑксен хаҫачӗ» уява чӗнет. Унта чӑваш яш-кӗрӗмӗпе хӗр-упраҫӗ валли уйрӑм хаҫат пирвайхи хут 1925 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче тухнине аса илтерӗҫ. «Пурӑна киле ячӗ пӗрре мар улшӑннӑ: «Ҫамрӑк колхозник», «Ҫамрӑк большевик», «Ҫамрӑк коммунист», «Молодой коммунист». 1996 ҫултанпа вӑл «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ятпа пичетленет», — ӑнлантараҫҫӗ хаҫатҫӑсем. Ҫапла вара чӑваш ҫамрӑкӗсем валли ятарлӑ хаҫат тухма пуҫланӑранпа 90 ҫул ҫитет пулать.
Ҫак юбилее «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» вулакансемпе пӗрле паллӑ тӑвасшӑн.
Уяв раштавӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче (вӑл Шупашкарти Президент бульварӗнчи 15-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) иртӗ. Вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Уява чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем, артистсем хутшӑнӗҫ. Чи лайӑххи — уява тӳлевсӗрех кӗртни. Хаҫат ҫырӑнакансене парне пама, лотерея выляттарма шантараҫҫӗ.
Вӑт студент! Ҫапла ҫеҫ калама пулать ку хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн. Ҫамрӑк кӑна-ха вӑл, анчах йӗплӗ пралук леш енне лекме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Чӑваш Республикинчи пӗр аслӑ шкулта радиоэлектроникӑпа автоматика факультетӗнче 3-мӗш курсра ӑс пухакан студента суд ирӗксӗр 11 ҫул хӑварма йышӑннӑ. Студент 20 ҫул кӑна тултарнӑ-ха.
Каччӑ тӗнче тетелӗнчи пӗр лавккара ӗҫленӗ. Вӑл хулари вырӑнсене сутмалли наркотик хурса ҫӳрекенни пулнӑ.
Наркополицейскисем ӑна поличнӑйпе тытнӑ. Вӑл вӑхӑтра студент наркотикӑн черетлӗ партине вӑрттӑн вырӑна хума тытӑннӑ.
Республикӑра Ҫамрӑксен правительствине туса хунӑ. Кун пирки маларах, 2015 ҫул пуҫламӑшӗнче, Михаил Игнатьев Элтепер Хушу кӑларнӑччӗ.
Халӗ Ҫамрӑксен правительствин йышне ҫирӗплетнӗ, унта 18–30 ҫулсенчи 12 ҫамрӑк кӗнӗ.
Кӑҫалхи конкурса 48 ҫамрӑк хутшӑннӑ. ЧР Ҫамрӑксен правительствин ертӳҫи, информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ пулма Станислав Трофимова шаннӑ. Унӑн ҫумӗ, ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗ — Федор Алексеев. Ҫыруҫӑна, вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрне София Хорасевӑна суйланӑ.
Паянхи кун ҫамрӑксен строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, ҫавӑн пекех транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗсен должноҫӗсем вакантлӑ, ҫакна шута илсе хушма конкурс ирттереҫҫӗ.
Муркашри ял тӑрӑхӗсен хушшинчи вулавӑшра «Молодежь выбирает здоровье. Ҫамрӑк ӑру ҫирӗп сывлӑхшӑн» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Ӑна республикӑра иртекен «Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн» акци май пуҫарнӑ.
«Ӳсекен ӑрӑвӑн сывлӑхӗ — хальхи обществӑн пысӑк пахалӑхӗ» ярӑмпа уйӑрса тухнӑ кӗнекесем тӗрлӗ ҫулхи вулакана кӑсӑклантарма тивӗҫ. Ҫапах та тӗп аудитори — ҫамрӑксем. Асӑннӑ кӗнекесене шӗкӗлченӗ май яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ сывлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусен хуравне тупайӗ, епле апатланнинчен, сывӑ пурнӑҫ йӗркинчен этем сывлӑхӗ нумай килнине пӗлейӗ.
«Сиенлӗ йӑла-йӗрке: унран сыхланасси» ярӑмри кӗнекесем эрех-сӑра, пирус туртнин сиенӗ пирки кӑна мар, тӗрлӗ вӑйӑ та, телевизорпа компьютер та ҫынна хӑй серепине ҫаклатни пирки ӑнлантарса параҫҫӗ.
«Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ» ярӑмрисем ӳсентӑрантан тӑракан апат-ҫимӗҫ уссипе паллаштараҫҫӗ.
Чӑваш велоҫӳревҫи Никита Васильев юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче черетлӗ хутчен ҫула тухнӑ. Вӑл инҫе ҫере каяс шухӑшли пирки маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
23 ҫулти каччӑ ҫӗршывӑмӑрӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ҫеҫ мар, Азербайджанри, Грузири, Арменири тӗрлӗ хулара пулса курнӑ. Тӗллевӗсем тата пысӑк унӑн: Казахстан ҫеҫен хирӗпе Узбекистана, Таджикистана, Кӑркӑсстана ҫитесшӗн. Унта хӗл каҫнӑ хыҫҫӑн Байкал тӑрӑхне кайса курасшӑн. Ҫӗпӗр урлӑ Владивостока ҫул тытма палӑртнӑ вӑл.
Каччӑ ҫулҫӳреве тухни пӗр уйӑх иртнӗ. Ҫул ӑҫталла выртни ҫинчен яш «Ҫыхӑнура» тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ҫырсах тӑнине Ирина Кошкина хаҫатҫӑ сӑнаса тӑнине пӗлтерет. Ҫулҫӳревӗн пӗрремӗш каҫне Мари вӑрманӗнче ирттернӗ вӑл.
Ҫула каччӑ чи кирлине ҫеҫ илнӗ: апат пӗҫермелли хуран, ӑшӑ тум, шӑрпӑк, хунар... тата телефон. Унпа усӑ курса тӗнче тетелне сӑн ӳкерчӗксем вырнаҫтарать.
Чӑваш Енри 12 шырав отрячӗ «Чӗре астӑвӑмӗ» республика фестивальне хутшӑннӑ. Ҫамрӑксем виҫӗ кунра шырав методикине тӗпченӗ, туризмпа паллашнӑ. Ҫавӑн пекех пӗрремӗш медпулӑшу пама вӗреннӗ, тӗрлӗ конкурса хутшӑнса хӑйсен вӑйне тӗрӗсленӗ.
Акӑ Евгений Шумилов вӑрҫӑра вилнӗ салтаксен ӳтне шырас ӗҫе чылай ҫул хутшӑнать. Вӗсем вӗсен шӑмми-шаккине тупса ҫӗнӗрен, ҫынла, пытараҫҫӗ. Кӑҫал «Астӑвӑм вахти» акцие хутшӑннисем Смоленск облаҫӗнче пулнӑ.
Кӑҫал унта 316 салтакӑн ӳтне тупнӑ. Вӗсенчен 308-шне вӗсем тӑванлӑх вилтӑприне хӑйсем антарнӑ. Ку ӗҫ пӗрре те ансат мар. Шырав вырӑнӗсенчен вӗсем музейсем валли экспонатсем илсе килеҫҫӗ.
«Чӗре астӑвӑмӗ» республика фестивалӗ ҫамрӑксем ҫар археологине мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме май парать. Халӗ вӗсем ҫитес ҫул экспедицие ӑҫта каяссине палӑртнӑ. Тверь облаҫне ҫитӗҫ вӗсем. Унта 1942 ҫулта стрелоксен 139-мӗш дивизийӗ ҫапӑҫнӑ.
Патӑрьел районӗнчи ҫамрӑксем нумаях пулмасть культурӑпа кану центрне КВН вӑййине пуҫтарӑннӑ. Ҫак конкурса Патӑрьел район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен центрӗ йӗркеленӗ.
Вӑййа 5 команда: Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи «Борщ», Пикшикри «Аврал», Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкулӑн «Люди Б», 2-мӗш вӑтам шкулӑн «Дети юмора», Тутар Сӑкӑтри «Экстрим» — хутшӑннӑ. КВНа «Культура ҫулталӑкӗнчен — литература ҫулталӑкне» темӑпа ирттернӗ.
«Командӑсем пӗринчен тепри маттур, жюрисене те ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑл пулмарӗ», — тесе пӗлтерет вӗренӳ пайӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен методисчӗ А. Антонова. Ҫӗнтерӳҫӗ вара Патӑрьелӗнчи 2-мӗш вӑтам шкулӑн «Дети юмора» ушкӑнӗ пулса тӑнӑ. Ытти команда «КВН призерӗ» ята тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |