Паян А-151 федераци ҫулӗ ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, "Рено Логан" машина кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра 5 уйӑхри ача пулнӑ
Юрать-ха, вӑл аманнӑ кӑна.
Руль умӗнче 26 ҫулти арҫын пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл малта пыракан машинӑран иртсе каяс тесе ҫул хӗррине тухнӑ, унта руле итлеттереймесӗр кювета чӑмнӑ. Машина икӗ хутчен ҫаврӑнса тӑрри ҫине ӳкнӗ.
Ача автолюлькӑран тухса ӳкнӗ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта маршрутка инкеке лекнӗ. Салонти пассажирсенчен пӗри, хӗрарӑм, аманнӑ.
Инкек Терешкова тата Винокуров урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта пулса иртнӗ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкекшӗн ҫӑмӑл машина айӑплӑ. «Кашкай» автомобиль водителӗ иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчен тухнӑ чухне «Рено» машинӑна ирттерсе яман. «Рено» автомбиль ҫавна пула маршрутка ҫине пырса ҫапӑннӑ.
Пассажирсенчен пӗри, хӗрарӑм, хытах аманса пӗтнӗ. Ӑна больницӑна ӑсатнӑ.
Канмалли кунсенче тинех Шупашкарти Граждан урамӗпе общество транспорчӗ ҫӳреме тытӑнӗ. Раштавӑн 4-мӗшӗнче ҫӗнӗ асфальтпа 11-мӗш троллейбус тата автобуссем ҫӳреме тытӑнӗҫ.
Транспорт Чапаев савучӗ еннелле ҫӗнӗ асфальтпа кайӗ, каялла - Энтузиастсен урамӗпе. Халӗ ҫул хӗресленекен вырӑнта светофора ҫутма хатӗрленеҫҫӗ.
Подрядчик раштав уйӑхӗ вӗҫлениччен икӗ сий асфальт сарма шантарнӑ. Ытти ӗҫе ҫуркунне пурнӑҫлама тытӑнӗҫ.
Килес ҫул пирӗн республикӑри ҫул-йӗр ҫинче фоторадарсен шучӗ нумайланӗ. Сӑн тата видео ӳкерекен камерӑсене тепӗр 94 единица вырнаҫтарасшӑн.
Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фоторадарсене ҫул ҫинчи инкексем уйрӑмах йышлӑ пулакан вырӑнсенче лартса тухӗҫ.
Машинӑсене виҫекен автоматика пунктне те тепре уҫӗҫ.
2021 ҫулта фоторадарсем пулӑшнипе республикӑри ҫулсем ҫинче правилӑна пӑснӑ 1 005 850 тӗслӗхе шута илнӗ, ку вӑл 2020 ҫулхинчен 3,9 процент пысӑкрах.
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем М-7 ҫул ҫинче "Лада Приора" машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче Етӗрне районӗн арҫынни, 26 ҫултискер, пулнӑ.
Хайхискерӗн прави суя пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Инспекторсем документ ҫинчи сӑнӳкерчӗке ҪҪХПИн даннӑйсен базипе танлаштарнӑ та вӗсем урӑхларах пулни палӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн водитель хӑй те тунман: вӑл правана тӗнче тетелӗнче укҫалла туяннӑ иккен.
Ку ыйтӑва малалла уҫӑмлатма арҫынна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта автобуспа троллейбус инкеке лекнӗ.
Пӑтӑрмах пирки «Руль умӗнче» форумра пӗлтернӗ.
Инкеке куракансем каланӑ тӑрӑх, 45-ӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус 20-мӗш маршрутпа хутлакан троллейбуспа ҫапӑннӑ. Инкек хулари Чапаев поселокӗнче пулса иртнӗ.
Пӑтӑрмахра ҫынсем аманни пирки шарламан.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти «Ромашка» лавкка патӗнчи ҫул ҫаврӑмӗнче троллейбуспа маршрутка ҫапӑнни пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм Муркаш районӗнче арҫынна ҫапса кайнӑ. Лешӗ васкавлӑ медпулӑшу машини ҫинче вилнӗ.
Хӗрарӑм ӗнер 17 сехет те 20 минутра "Автанкасси - Муркаш - Козьмодемьянск" ҫулпа пынӑ чухне Патаккасси ялӗ ҫывӑхӗнче 47 ҫулти арҫынна ҫапса хӑварнӑ. Водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫул ҫинче выртнӑ.
Палӑртмалла: хӗрарӑм правана пӗлтӗр кӑна илнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑшӑн административлӑ майпа 27 хутчен явап тытнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти «Ромашка» лавкка патӗнчи ҫул ҫаврӑмӗнче троллейбуспа маршрутка ҫапӑннӑ.
Инкек 14 сехет иртсен пулса иртнӗ. 2-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус дистанцие пӑхӑнман пирки малта пыракан 44-мӗш маршрутка ҫине пырса кӗнӗ. Троллейбуса 34 ҫулти арҫын тытса пынӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче троллейбус салонӗнче 15 пассажир пулнӑ, маршруткӑра — ҫиччӗн. Маршруткӑра ларса пынӑ 38 ҫулти хӗрарӑма тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Анчах пульницӑра выртмаллах аманман вӑл.
Паян 15 сехет ҫурӑра А-151 автоҫулӑн 76-мӗш ҫухрӑмӗнче 2 машина ҫапӑннӑ. Аварире 1 ҫын вилнӗ, иккӗн аманнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Форд Транзит" водителӗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та УАЗпа ҫапӑннӑ.
Шел те, УАЗ водителӗ авари вырӑнӗнчех вилнӗ. Микравтобус водителӗ тата пассажирӗ аманнӑ.
Паян Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ патӗнче авари пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫынсем аманнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 48 ҫулти «Шевроле» водителӗ руле итлеттереймесӗр транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «универсалпа» ҫапӑннӑ. «Шевроле» водителӗ, унӑн пассажирӗ тата «универсал» пассажирӗ аманнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ. | ||
| Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |