Ӗнер, раштавӑн 22-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей ялӗ патӗнче рейс автобусӗ кювета чӑмнӑ. Юрать-ха, никам та шар курман.
Кӗчкей ҫывӑхӗнчи ҫул питӗ пӑрлак. Тӳре-шара вара унта тӑвар сапнине ӗнентерет. Анчах ҫынсем ӳкернӗ видеора тӑвар сапнин палли те ҫук, йӑлтах каток пек пӑр.
Республика прокурорӗ хушнипе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ҫула мӗнле пӑхса тӑнине, тӳре-шара тӑвар пирки тӗрӗс каланипе каламаннине тишкерӗҫ. Ҫынсем ӳкернӗ видеона шута илӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнче Горький чукун ҫулӗ хушма пуйӑссем ҫӳреттерессине пӗлтернӗ. «Шупашкар-Мускав» маршрутпа ҫав вӑхӑтра хушма 16 пуйӑс пулӗ. Вӗсене раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен тытӑнса кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ҫӳретӗҫ.
Билетсене кассӑсенче те, Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен сайчӗпе ятарлӑ приложенийӗнче те туянма пулать.
Расписани пирки пӗлес тесен 8-800-775-00-00 тӳлевсӗр телефон номерӗпе шӑнкӑравлама май пур.
Шупашкарта пӗр-пӗр вокзал патне утса пынӑ чухне машинӑпа республикӑн тӗрлӗ кӗтесне (уйрӑмах Канаш, Патӑрьел тата Елчӗк районӗсене) илсе каяс кӑмӑллисем яланах йышлӑ. Вӗсем — ятарласа регистрациленмен, вӑрттӑн ӗҫлекен усламҫӑсем.
Ҫавсене тупса палӑртас тӗллевпе кӑҫал Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви патшалӑхӑн ҫул-йӗр автоинспекцийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле 7 тӗрӗслев ирттернӗ, ҫав вӑхӑтра 6 водителе административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Пассажирсене вӑрттӑн турттаракансем ҫинчен ӗнер республикӑн Правительствинче иртнӗ ведомствӑсем хушшинчи ларура сӳтсе явнӑ, тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнасси пирки сӑмах хускатнӑ.
Паян 17 сехетре Красноармейски тата Элӗк районӗсен чиккинче, "Сӑр - Шупашкар" ҫул ҫинче, авари пулнӑ: ҫӑмӑл машина васкавлӑ медпулӑшу машинипе ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Шкодӑпа" пынӑ хӗрарӑм руле итлеттереймен - хирӗҫ килекен васкавлӑ медпулӑшу машинипе ҫапӑннӑ. Медпулӑшу машини аяккӑн ҫаврӑнса ӳкнӗ. Икӗ медик суранланнӑ, вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Иномарка водитель вилнӗ. Ҫак хӗрарӑм кам пулнине хальлӗхе палӑртман.
Шупашкар хулинче ҫул-йӗр службисене урамри юра тасатма кансӗрлесе ларакан машинӑсене штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен пай специалисчӗсем, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем тата Гараж хуҫалӑхӗсене тӑвассипе тата тытса тӑрассипе ӗҫлекен дирекци ӗҫченӗсем пӗрлехи рейда тухнӑ.
Гладков тата Строительсен урамӗсенче яланах машинӑсем йышлӑ-мӗн тата унти кварталсенче ҫулсем ансӑр, ҫавна май автомобильсем юр тасатакансене кансӗрлеҫҫӗ. Лартма юраман вырӑнта ларакан 4 машинӑна штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.
Паян ҫанталӑка пула республикӑра темӗн тӑршшӗ "пӑкӑ" пулнӑ. "Про Город" хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, ку Муркаш районӗнчи Москакассипе Юнкӑпуҫ ялӗсен хушшинче пулнӑ.
Машинӑсем унта кунӗпех тӑнӑ. Авари ан пултӑр тесе пысӑк тиевлӗ машинӑсене пӗрерӗн янӑ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем унтах пулнӑ.
Сӑмах май, республикӑра ыран та юр ҫӑвать. Синоптиксем ҫил вӑйланассине систереҫҫӗ - ҫеккунтра 18 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Комсомольски районӗнче ҫул ҫинчи инкекре пилӗк ҫын аманнӑ.
Инкек 14 сехетре «А-151» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Элпуҫ ялӗ тӗлӗнче «Опель» машина умра пыракан автомобильтен иртсе кайма хӑтланнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл «Чери Тииго» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре икӗ машинӑри водитель те аманнӑ. Унсӑр пуҫне салонти пассажирсем, пурӑ 3 ҫын, ҫав шутра — 6 ҫулти хӗрача, шар курнӑ. Вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче кроссовер тӑрринчи пӑр катӑкӗ тепӗр машина кантӑкне ватнӑ.
Видеона раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 12 сехет иртсен Кайри Шӗнерпуҫ ялӗ тӗлӗнче ӳкерсе илнӗ.
Видео тӑрӑх пӑхсан, пӑр катӑкӗ «Suzuki SX-4» маркӑллӑ (машина номерӗ — В943ТВ 21) кроссовер ҫинчен йӑтӑнса аннӑ. Вӑл регистраторлӑ машина ҫине пырса лекнӗ те унӑн кантӑкне ватса пӑрахнӑ.
Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗпе Фучик урамӗ хӗресленнӗ ҫӗрте развязка тӑвасшӑн. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, проекта хатӗрлеме тата ҫула тума 2 ҫул кирлӗ. Денис Спирин Китай строителӗсенчен тӗслӗх илме сӗннӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ 2015 ҫултах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ: Богданкӑри развязкӑна тума 1 миллиард тенкӗ ытла кирлӗ. Ку – ун чухнехи хак. Анчах вӑл проект – ҫӗр айӗнчи развязка (Мускаври пек), ҫавӑнпа вӑл хаклӑ. Халӗ вара администраци икӗ уровеньлӗ развязка тума палӑртнӑ – Хусанти пек.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Карапай Шӑмӑршӑ ялӗ тӗлӗнче «Опель» ҫӑмӑл автомашина водителӗ урапа айне пулса вилнӗ.
Ҫулпа пыракан «КамАЗ» автомобилӗн прицепӗн сулахай енчи хыҫалти урапи вӗҫерӗнсе тухса ӳкнӗ. Урапа тиев турттармалли «Мерседес» автомобиль ҫине пырса ҫапӑннӑ, унтан — «Опель» автомашина ҫине.
Ҫӑмӑл автомобилӗн айккинчи кантӑкӗ ванса пӗтнӗ, 52 ҫулти водитель инкек вырӑнӗнчех вилнӗ, 53 ҫулти пассажир-хӗрарӑм аманнӑ.
«КамАЗ» инкек вырӑнӗнчен 2 километр кайса ӗлкӗрнӗ, унтан ӑна тытса чарнӑ. Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, урапа тухса ӳкнине вӑл сисмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ. | ||
| Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |