Карачурапа Лапсар хушшинчи М7 ҫул ҫинчи паян пулса иртнӗ пӑтӑрмахра вилнисен шучӗ 13 ҫитнӗ. Кун пирки пульницӑри ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ — шар курнисенчен тепӗр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Суранланнисене Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине илсе ҫитернӗ. Ҫиччӗшӗнчен тӑваттӑшӗ йывӑр сурансемпе. Тепӗр икӗ ҫынна амбулатори майӗпе пулӑшу панӑ, ҫав шутра пӑтӑрмахшӑн айӑплӑ йывӑр тиевлӗ машина водительне те. Ӑна тытса чарнӑ.
Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва хӑй сӑнаса тӑрасси пирки пӗлтернӗ, шар курнӑ ҫынсене пӗтӗм енчен пулӑшма хушнӑ.
Аса илтеретпӗр, Канашран Мускав ҫула тухнӑ Fiat микроавтобуспа Мерседес тев машини (маларах Камаз тесе хыпарлатчӗҫ) 19 сехетсенелле ҫапӑннӑ. Пӑтӑрмах йывӑр тиевлӗ машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑран пулнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Мӗн сӑлтава пула вӑл унта лекни пирки хальлӗхе калани ҫук.
Ҫӗрпӳ кӗперне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма палӑртаҫҫӗ. Юсаса сарлакалатнӑ кӗпер урлӑ автомобильсене юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 11 сехет те 30 минутра ҫӳретме тытӑнӗҫ.
«Волга» (чӑв. Атӑл) М-7 федераци ҫулӗ ҫинчи 977-мӗш километрта вырнаҫнӑ кӗпере уҫма тӳре-шара хутшӑнӗ. Ҫав йышра Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР строительство министрӗ Владимир Иванов, Федерацин ҫул-йӗр агентствин ертӳҫин ҫумӗ Игорь Астахов, «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна
учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Илдар Мингазов пулмалла.
Росавтодорта кӗпер калӑпӑшӗ енчен те, йывӑрлӑха чӑтассипе те хальхи вӑхӑт ыйтнипе тивӗҫсе тӑнине ӗнентереҫҫӗ. Кӗпер патне пыракан ҫула чӑтӑмлӑрах материалтан сарнӑ иккен. Кӗпере каҫпа ҫутатмалла тӑвассине пӗлтернӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт Сали патӗнче пассажирсене меллӗ пултӑр тесе автопавильон вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енпе Чулхула облаҫне ҫыхӑнтаракан кӗпере, Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑскере, юсама палӑртнӑ. Кун валли 33,4 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ӗҫе Чулхула облаҫӗнчи Автоҫулсен тӗп управленийӗн саккасӗпе юсӗҫ. Ку ӗҫе РЭБ СК «ОКА» тулли мар яваплӑ общество пурнӑҫлӗ.
Кӗпере чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче юсама пуҫлӗҫ. Понтонсене пӑсса юсава илсе кайӗҫ, ҫуркунне вара каялла илсе килӗҫ. Кӗперӗн ытти пайне, ун патне пымалли ҫула та юсӗҫ. Кӑҫал подрядчик ӗҫе 4 миллион тенкӗлӗх тӑвӗ, ҫитес ҫул – 29,4 миллион тенкӗлӗх.
Хӗлле кӗпер вырӑнӗнче пӑр ҫийӗн каҫмалли пулӗ. Ӑна пӑр хулӑнлансан ҫеҫ хурӗҫ.
Нумаях пулмасть «Автанкасси – Муркаш – Козьмодемьянск» регион пӗлтерӗшлӗ ҫула ҫутатмалла тӑвассине вӗҫленӗ. Объект пахалӑхне хаклама «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн директорӗ Владимир Доброхотов, технадзор специалисчӗсем, подряд организацийӗн ӗҫченӗсем тухса кайнӑ.
Ҫынсене каҫса ҫӳремелли вырӑнсене ҫутатмалла туни питех те паха. Ахальлӗн кӗрхи тата ҫурхи тӗттӗм каҫсенче ҫул урлӑ каҫма питех те хӑрушӑ. Ҫынсене кӑна мар, «Автанкасси – Муркаш – Козьмодемьянск» ҫулпа иртсе ҫӳрекен машинӑсене те малашне лайӑх пулӗ.
Ҫав вӑхӑтрах кӑлтӑк та асӑрханӑ. Проект хатӗрленӗ чухне тротура тума пӑхса хӑварман. Общество чарӑнӑвӗнчен ҫынсене каҫмалли вырӑн патне ҫитес тесен ҫынсен ҫул айккипе утма тивет. Анчах тротуарсӑр.
Проектантсен кӑлтӑкне подряд организацине — «ДорТех» обществӑна — пӗтерме ыйтнӑ. Унӑн асфальт вак-тӗвекӗнчен тротуар сарма тивӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн эксперчӗсем Чӑваш Енри чи ванса-япӑхса пӗтнӗ ҫулсене палӑртнӑ. Списока, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, влаҫра ӗҫлекенсем патне ярса панӑ. Вӗсен кӑлтӑка пӗтерме мера йышӑнмалла.
Ҫулсене пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти хастарӗсем шӑтӑк-путӑклӑ ҫулсен рейтингне хатӗрленӗ. Списокра Шупашкарти Лапсар тата Ишлей проезчӗсем ҫӳлти йӗркесене йышӑнаҫҫӗ.
Рейтингра пӗтӗмпе — 231 объект. Япӑх ҫул тесе Шупашкарти Иван Яковлев проспектне те хаклаҫҫӗ иккен. Тӗп хуламӑрти Граждан, Хабиб Миначев урамӗсенчи япӑхнӑ вырӑнсене те начар ҫулсен йышне кӗртнӗ.
Республикӑри ытти-район хулана илсен, Улатӑрти, Канашри, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи ҫулсем пур.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 14 сехетре Коми Республикинче ҫул ҫинче авари пулнӑ. Унта Чӑваш Енри тӑватӑ ҫын шар курнӑ.
Hyundai Solaris тата Volkswagen Tiguan машинӑсем «Шупашкар – Сыктывкар» ҫулӑн 576-мӗш ҫухрӑмӗнче ҫапӑннӑ. Пӗрремӗшӗн салонӗнче Чӑваш Енри тӑватӑ арҫын пулнӑ. Шел те, вӗсенчен виҫҫӗшӗ йывӑр сурансене пула вилнӗ. Арҫынсем 48-та, 56-ра тата 21 ҫулта пулнӑ. 55 ҫулти водитель чӗрӗ юлнӑ. Ӑна, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл авари вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулманни паллӑ.
Пассажирсем хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Хальлӗхе аварире кам айӑплине тупса палӑртман. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 27-29-мӗшӗсенче Ӗпхӳре «Ҫулталӑкри мобильлӗ репортер» Пӗтӗм Раҫҫейри преми иртнӗ. Унта хутшӑнакансем 8 номинацире тупӑшнӑ: «Репортаж», «Регионти чи лайӑх выпуск», «Ҫанталӑк блокӗ», «Мобильлӗ репортер», «Позитив», «Селфи-репортаж», «Социаллӑ ыйту», «Оперативлӑ кадр». Палӑртма кӑмӑллӑ: пӗр номинацире пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ Шупашкар каччи, Андрей Хораськин ҫӗнтернӗ.
Андрей Хораськин япӑх ҫулсем, ҫуртсем тата ытти пӑтӑрмах пирки нумай ролик ярса панӑ. Ҫапла вӑл «Ҫулталӑкри мобильлӗ репортер» номинацире мала тухнӑ.
Андрей сцена ҫине хӑпарсан хӑй Чӑваш Енри Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчен пулнине, республикӑра ҫулсемпе лару-тӑру лайӑхах маррине (уйрӑмах – районсен хушшинчи ҫулсем) пӗлтернӗ.
Ҫӗрпӳ кӗперне юсама пуҫланӑранпа темиҫе ҫул та иртрӗ ӗнтӗ. Ӗҫе ниепле те вӗҫне ҫитереймеҫҫӗ. Ку водительсене те вӗчӗрхентерет. Ара, канмалли кунсенче унта «пӑкӑ» тем тӑршшех, сехечӗ-сехечӗпе ларма тивет.
Хальхинче подядчик кӗпере юсаса пӗтересси пирки шантарсах каланӑ. Ӑна юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ. Халӗ унта ӗҫлекен подрядчик ӗҫе вӗҫлесе пырать.
Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне пӗтӗм ӗҫе вӗҫлеме шантарнӑ: ҫутӑсем вырнаҫтарӗҫ, ҫул хӗррипе карта тытӗҫ. Инҫех мар вырнаҫнӑ ялсен ҫыннисемшӗн те меллӗ пулӗ: автопавильон лартӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 16 сехетре «Вӑрнар – Нурӑс» ҫул ҫинче хӗрачана ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ ҫул хӗрринче тӑнӑ, машинӑсем ҫӳрекен вырӑна тухман.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада» водителӗ малтан транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ, кайран ҫул хӗрринче тӑракан хӗрачана ҫапса кайнӑ.
Хӗрача 14 ҫулта кӑна, 8-мӗш класра вӗренет. Вӑл самаях суранланнӑ: унӑн шӑмми хуҫӑлнӑ, ытти суран та пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Руль умӗнче вара 1969 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ.
Шупашкарти Мускав кӗперне юсаса ҫӗнетесси малалла пырать. Объекта икӗ тапхӑрпа юсаса ҫӗнетме йышӑннӑччӗ. Пӗлтӗр Республика кунӗнче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑччӗ. Анчах вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче асфальт ҫав кунах вырӑнтан хускалнӑччӗ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов Фейсбукра ун чух ӑнлантарнӑ тӑрӑх, асфальта малтанхи кун ҫеҫ хурса пӗтернӗ. Ҫӗнӗскер хытса ӗлкӗреймен, киввипе ҫӗннине сыпӑнтарнӑ ҫӗрте асфальт хускалнӑ. Ӑна ҫийӗнчех юсанӑ.
Кӗпере юсаса ҫӗнетес иккӗмӗш тапхӑр кӗҫех вӗҫленмелле. Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкарти объектсенче пулнӑ, кӗпер юсакансен ӗҫӗпе те вӑл паллашнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, объекта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хута ярасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |