Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫармӑскасси

Харпӑр шухӑш Культура

Чӑваш литературинче тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫынсене чи аван пӗлекенни Петӗр Ялкир пулнӑ тесен йӑнӑшмӑпӑр пулӗ. «Литературный мир Чувашии» кӗнекене хатӗрленӗ май вӑл нумай-нумай манӑҫнӑ сӑвӑҫсемпе ҫыравҫӑсен биографийӗсене шыраса тупнӑ. Паллах, пурне те мар (вӗсем пирки тепрехинче каласа парӑпӑр), анчах пӗчӗк йӗр хӑваракансене те ҫак кӗнекене кӗртме пултарнӑ. Вӑл шутра — Эхмин сӑвӑҫа та.

Эхмин кун-ҫулӗ

«Ҫӗнтерӳ ялавӗн» 1988 ҫулхи юпан 22-мӗшӗнчи номерӗнче Эхмин сӑвӑҫӑн ҫакнашкал биографийӗ пичетленнӗ (ӑна П. Ялкир хатӗрленӗ):

Никанур Спиридонович Эхмин 1908 ҫулта Муркаш районӗнчи Ҫармӑҫкасси ялӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. (Хӑш числора паллӑ мар. Апла пулсан вӑл ҫак ҫул 80 ҫул тултарать). Комсомолец ялта та, рабфакра та общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ.

Шупашкарти рабфакра вӗренекенсенчен Никанур Эхмин чи хастаррисенчен пӗри пулнӑ. Вӑл 1926–1928 ҫулсенче литература кружокӗн членӗсем хушшинче сӑвӑсем ҫырас пултарулӑхӗпе палӑрнӑ. Унӑн хайлавӗсем «Ҫамрӑк хресченпе» «Канаш» хаҫатсенче тата «Сунтал» журналта час-часах курӑннӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 29

1848
178
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1903
123
Тихӑн Петӗркки, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та