Шупашкарти электроаппаратура савучӗ хӑйӗн конкурентне сирес тесе унӑн продукцине ухрлакан ҫыру шӑрҫаланине Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ тупса палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн савута 100 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Явап тыттарнипе килӗшмесӗр савут ЧР Арбитраж судне ҫитнӗ, суд та монополипе кӗрешекенсене майлӑ пулнӑ.
Монополипе кӗрешекенсенчен «Электрооборудованин сӑнавлӑ савучӗ» суту-илӳ ҫурчӗ 2014 ҫултах пулӑшу ыйтнӑ. Унта вӑл Шупашкарти электроаппаратура савучӗ тавар туянакансем патне вӗсен продукцине хурлакан ҫыру янине пӗлтернӗ. Ҫырура савут менеждерӗсем конкурентсем хӑйсен таварне электроаппаратура савутӗнче кӑларнӑ евӗр суяҫҫӗ тесе ӗнентерме пӑхнӑ, пахалӑхӗ те хайхисен чаплах мар имӗш, ҫавӑнпа та электроаппаратура савутӗнчен кӑна туянмалла-мӗн.
Шупашкарти «Калейдоскоп» ача пахчи лицензисӗрех ӗҫленӗ. Инкек пулмасан телей пулмастчӗ теҫҫӗ те, те ҫавӑн пек каламалла ӗнтӗ. Ача пахчинче пӗр шӑпӑрлан аманни пирки унӑн ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑна пӗлтернӗ.
2014 ҫул вӗҫӗнче уҫӑлнӑ ача пахчи вӗренӳ тата ача правине хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ саккунсене кӑнттаммӑн пӑснӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ прокуратура тӗрӗслевӗ. Пуринчен ытла тӗлӗнтерекенни — ача пахчин ӗҫлеме ирӗк (лицензи) те пулман-мӗн.
Тӳре-шаран чӗлхипе каласа каяс килменрен кӑлтӑксене кунта асӑнса тӑмӑпӑр. Маларах каланӑ икӗ ҫулхи ача ахальтен аманнӑ. Ҫав инкек хыҫҫӑн та ача пахчинче тивӗҫлӗ пӗтӗмлетӳ туман. Ача-пӑча лаптӑкӗнче ӳксе ыраттарасран ятарлӑ сий сарман. Унта икӗ ҫулхисене выляма юрӑхсӑр япаласем пулнӑ.
Прокуратура тӗрӗсленӗ тӑрӑх надзор органӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн яваплисене административлӑ майпа явап тыттарнӑ, ача пахчи лицензи илме хутсем тӑратнӑ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем микроавтубуспа пыракан водителе документсене тӗрӗслеме чарнӑ та… Лешӗн руль умне лармалли права та пулман иккен.
Унӑн правине унччен маларах туртса илнӗ-мӗн. Анчах арҫын пурпӗрех руль умне ларнӑ. Ҫавна май унӑн административлӑ явап тытма тивнӗ.
Саккунпа килӗшӳллӗн ҫакнашкал административлӑ явапа тытакансене 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле, 15 талӑклӑха ирӗксӗр хӑвармалла е 100-200 сехет ӗҫлеттермелле.
Шупашкарти Ленин районӗн миравай тӳри ҫак арҫынна 100 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Йӗркене пӑснӑ арҫынна хулари пӗр управляющи компанине янӑ. Унта вӑл урамсене, картишсене тирпейлӗ, урам шӑлӗ.
Пӗлтӗрхи кӗркунне Йӑршшу юханшывӗ хӗрринче пурӑнакан халӑх питӗ кӑмӑлсӑрччӗ. Ҫывӑхра вырнаҫнӑ агрофирма унта кайӑк-кӗшӗк каяшне юхтарнине палӑртатчӗҫ вӗсем. Ҫитменнине ҫав кӗркунне Йӑршшу юханшывӗнче пулӑ виллисене асӑрханӑ. Юханшыва вараланӑшӑн тӗрӗслев пуҫарнӑччӗ. Халӗ вӗҫне-хӗрне тухнӑ. Айӑпне «Юрма» агрохолдингӑн тӗп инженерӗ ҫине йӑвантарнӑ. Суд юханшыва 286 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнине палӑртнӑ.
Аса илтерер: пӗлтӗр кӗркунне Йӑршшу юханшывӗнче — 30 ҫухрӑм тӑршшӗнче — 1,3 пин пулӑ вилнине палӑртнӑ. Лаборатори тӗрӗслевӗ шывра аммиак 18 хут нумайрах пулнине палӑртнӑ.
Релизра палӑртнӑ тӑрӑх, предприяти инженерӗ ҫумӑр хыҫҫӑн ятарлӑ вырӑнта упранакан каяш тавралӑха сиен кӳме пултарнине асӑрханӑ-ха, анчах нимӗн те туман. Ҫав вырӑнти ҫӗр йӑтӑннӑ та сиен кӳрекен каяш шыва, вӑрман ҫӗрӗ ҫине сарӑлнӑ. Ҫавна май ял хуҫалӑх тӗлӗшӗпе усӑ курмалли 2166,2 тӑваткал метр лаптӑк сиенленнӗ (такакӗ — 2,5 миллион тенкӗлӗх). Ҫавӑн пекех икӗ вӑрманти лаптӑк — пӗтӗмпе 3350 тӑваткал метр — тасамарланнӑ (2,8 миллион тенкӗлӗх). Кунсӑр пуҫне Йӑршшу юханшывӗ шар курнӑ. Вӑл 286 миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫирӗп режимлӑ 3-мӗш колонирен 29 ҫулти арҫын тарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ӑна ҫын вӗлернӗшӗн тата вӑрланӑшӑн 2010 ҫулта 16 ҫуллӑха хупса хупнӑ.
Ирӗкри сывлӑшпа сывлас килнӗ пуль те, анчах йӗри-тавра шыраҫҫӗ те, нумай тарса ҫӳреймессине такам та ӑнланать-тӗр. Чӑн та, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче, таркӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти юханшыв порчӗн территорийӗнче тытса чарнӑ. Алла лекес килменнипе вӑл йӗрке хуралҫисене чукмарпа та хӑмсарнӑ тесе пӗлтерчӗҫ. Тӗрмерен тарнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе тата тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче — ирӗкрен хӑтарнӑ вырӑнтан тарнӑшӑн. Саккун куншӑн тӑватӑ ҫул таран хупса хума ирӗк парать.
Ҫирӗп режимлӑ колонирен ҫын тарнӑ фактпа тӗпчевҫӗсем ӗҫ пуҫарнӑ. Кӗҫех айӑплисене те тупнӑ. Вышка ҫинче тӑнӑ часовой тӗлӗшпе таракан ҫынна курса тӑнӑ ҫӗртех пӑшалпа пеменшӗн тивӗҫе ӳрӗк-сурӑк пурнӑҫланӑ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн статйипех ӗҫ пуҫарнӑ. Часовоя ӗҫрен те хӑтарнӑ. Колонире тӑрӑшнӑ 6 ҫын ӗҫ вырӑнне ҫухатнӑ. 19 ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
«Чӑвашавтодор» предприяти пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Волкова пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха хупса хума тата 900 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ. Шупашкарти Ленин район сучӗ айӑплава иртнӗ уйӑхӑн 1-мӗшӗнчех кӑларнӑ-ха. Анчах ваккат ытла ҫирӗп айӑплаҫҫӗ тесе аппеляци ҫӑхавӗ шӑрҫаланӑ. Республикӑн Аслӑ сучӗ йышӑнӑва ылмаштарма килӗшмен, ӗнертенпе айӑплав саккунлӑ вӑя кӗнӗ.
Волков директор (халӗ ун пирки иртнӗ вӑхӑтра каламалла ӗнтӗ) хӑй ертсе пыракан «Чӑвашавтодор» ячӗпе «М–7» ҫулӑн виҫӗ участокне юсасси пирки подряд организацисемпе килӗшӳ тунӑ. Ӗҫне «Чӑвашавтодорах» пурнӑҫланӑ, анчах укҫине ҫав организацисене куҫарса панӑ иккен. Кайран вара «кӗмӗле» пӗрле пайланӑ теҫҫӗ. Волков хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ-мӗн.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта Чӑваш Енре 18 полицейски тӗлӗшпе 26 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ун пирки республикӑн тӗп полицейскийӗ Сергей Семенов хӑй пӗлтернӗ. «Патшалӑхӑн регионти ытти органӗпе танлаштарсан» хӑйсен ведомстви информаци тӗлӗшӗнчен чи уҫӑмли пулнине палӑртнӑ. Кун пирки вӑл ШӖМ ҫур ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе ирттернӗ пресс-конференцире палӑртнӑ.
Улталанӑ тӗслӗхпе полицейскисене хирӗҫле пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсем хушшинче улталанӑшӑн та, ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн та, сӗтев илнӗшӗн те т.ыт.те пур. Ҫулталӑк пуҫланнрӑанпа 90 ҫынна ӗҫрен хӑтарнӑ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах полицейскисем ҫынсем хӑйсене хирӗҫле ӗҫ тӑвасси нумайланнине те палӑртнӑ. Ун пеккипе кашни кун тенӗ пек тӗл пулаҫҫӗ имӗш. Ун пек тӗслӗхсемпе 133 хутчен пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, 621 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Шантарнине виҫӗ ҫул кӗтнӗ текен каларӑш ҫӳрет те халӑхра, чӑн та, пӗр-пӗр ӗҫ тӑвиччен хӑш чух тем чухлех кӗтме тивет. Ҫакна Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Ӗҫ» дача юлташлӑхӗн икӗ пайташӗ те пӗринче ӑнланса илнӗ. Вӗсем дачӑна ҫутӑ кӗртесшӗн пулнӑ. Анчах «МРСК Волга» общество ыйтӑва татма васкаман. Кун пирки Федерацин монополипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен службин республикӑри управленийӗ хӑйӗн сайтӗнче пӗлтерет.
Ҫынсем кӑлӑхах шанса мӗн чухлӗ пурӑннине унта ҫырман-ха. Аптӑранӑ енне хайхисем яваплӑ службӑран пулӑшу ыйтнӑ-мӗн. Монополипе кӗрешекенсем дача хуҫисене хута кӗнӗ, заявкӑна вӑхӑтра пӑхса тухса килӗшӳ проектне вӑхӑтра паманни РФ Административлӑ кодексне прӑсни пулать тесе палӑртнӑ. Ҫавӑншӑн энергетиксене 100 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
РФ прокуратурин следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Шупашкарти компьютер клубӗнче ӗҫленӗ Виктор Яндуткина икӗ ҫул ҫурӑ парса тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Администратора клубри компьютер ҫине вӑрланӑ Counter Strike вӑййа лартнишӗн айӑпланӑ. Система блокне компьютер клубӗнче кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тӗрӗсленӗ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх вӑрланӑ вӑййа лартса клуб 300 пин тенкӗ тӑкакран хӑтӑлнӑ. Халӗ куншӑн клуб администраторӗн явап тытма тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |