
Чӑваш Енре Сарту облаҫӗнчи виҫӗ арҫынна суд тунӑ. Вӗсене кунти усламҫӑна вӑрланӑшӑн явап тыттарнӑ. Вӗсене 7 ҫултан пуҫласа 12 ҫул таран ҫирӗп тата ятарлӑ режимлӑ колоние хупма йышӑннӑ, пӗрне вара малтанхи икӗ ҫулне тӗрмене лартма йышӑннӑ, кайран ӑна колоние куҫарӗҫ.
Сарту тӑрӑхӗнчи ҫав виҫӗ этем усламҫӑна вӑрласа кайнӑ та укҫа тапӑннӑ. Ӑна ирӗке яма 1 миллион тенкӗ укҫа ыйтнӑ. Усламҫӑна хӗненӗ, ҫӗҫӗпе хӑратнӑ. Чӑваш Ен тӑрӑх ҫӳренӗ чухне вӗсем шар курнин банк карттипе топливӑшӑн тӳленӗ.
Чарӑнусенчен пӗринче усламҫӑ тарса ӳкме пултарнӑ. Ҫынна вӑрлакансене Росгварди ӗҫченӗсемпе пӗрле тытса чарнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ арҫын ӳсӗр хӗрӗн (вӑл унӑн пӗлӗшӗ пулнӑ) укҫине тата телефонне вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти Ленин районӗнчи хавасланмалли заведенисенчен пӗринче пулса иртнӗ. Хӑй пӗлекен хӗр ӳсӗрӗлсе кайнипе усӑ курса арҫын хайхин телефонӗнчи банк приложенийӗ урлӑ 150 пин тенкӗ укҫа куҫарнӑ. Унсӑр пуҫне 20 пин тенкӗ тӑракан телефона вӑрланӑ.
Тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарсан Ҫӗнӗ Шупашкар арҫынни хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, укҫана каялла куҫарса панӑ.
Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ прокуратура суда ярса панӑ.

Шӑмӑршӑ районӗнчи депутатсем пуҫиле ӗҫпе явап тыттарнӑ район пуҫлӑхне преми пама йышӑннӑ. Кун пирки КПРФ партин регионти уйрӑмӗ Телеграмра пӗлтернӗ.
Коммунистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кун пек пуҫлӑха ӗҫрен кӑлармалла, Шӑмӑршӑри депутатсем вара Сергей Галкин пуҫлӑха ӗҫрен кӑларас темен.
Сергей Галкина унччен ҫын сывлӑхне ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе пуҫиле кодекспа явап тыттарса штрафлама йышӑннӑ. Депутатсем вара район пуҫлӑхне ӳҫтерсе паракан коэфициентпа усӑ курса преми пама йышӑннӑ.
Аса илтерер: 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Сергей Галкин сунарҫӑсемпе канашлу ирттернӗ чухне 70 ҫулти сунарҫӑпа хирӗҫе кайсан ун ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Пӑтӑрмах суд тенкелӗ ҫинче вӗҫленнӗ. Пуҫлӑха миравай суд 25 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳсӗр арҫын йӗрке хуралҫине хулӗнчен ҫапнӑ, унтан вӗсене ҫынсен умӗнче кӳрентермелле сӑмахсем каласа пӗтернӗ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн каҫхине хулари кафесенчен пӗринче пулса иртнӗ. Унта кӗнӗ патрульпе пост службин ӗҫченӗсем пӗр ӳсӗре асӑрханӑ. Пакунлисене курсан вӑл тухса тарма тӑнӑ. Лешсем унӑн докуменчӗсене тӗрӗслес тенӗ. 40 ҫулти арҫын унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ, вӑрах вӑхӑт тӗрмере ларнӑ.
Йӗрке хуралҫисем тӗрӗслени килӗшменрен вӑл вӗсенчен пӗрине хулӗ тӗлӗнчен ҫапнӑ, унтан сӑмахпа кӳрентерме тапранса кайнӑ.
Урӑлсан тата пуҫиле ӗҫ пуҫарсан арҫын чунтан ӳкӗнме пуҫланӑ, вӑл каҫару та ыйтнӑ. Ҫавӑнпа суд ӑна хальхинче тӗрмене хупса хумалла туман — икӗ ҫуллӑха тӗрмене хупса хумасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.

Ҫуллахи вӑхӑтра ялсенче правасӑр ачасем скутерпа чупнине час-часах курма пулать. Хӑш чухне ку транспорта нимрен хӑрама пӗлмен яш-кӗрӗм ҫеҫ мар, ӳсӗрсем те ҫула тухаҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнче ун пеккисенчен пӗри нумаях пулмасть Патшалӑхӑн автоинспекциӗн ӗҫченӗсен куҫӗ тӗлне лекнӗ. Мототранспортпа пыракан ҫын урах мар пек туйӑннӑран ӑна пакунлисем чарас тенӗ. Хайхи ҫын алкотестерпа тӗрӗсленме те, тухтӑрсем патне кайма та килӗшмен. Унтан та ытларах — хайхин водитель прави те пулман. Тытса чарнӑ чухне вӑл йӗрке хуралҫисене хирӗҫ тӑма хӑтланнӑ.
Халӗ скутера штрафстоянкӑна ӑсатнӑ, ӳсӗрле тата водитель прависӗр ҫула тухнӑ арҫын тӗлӗшпе вара РФ Пуҫиле кодексӗн 264.1-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Канашри ишӗлсе пыракан ҫуртра пурӑнакансем Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин патне пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсен ҫурчӗ Автовокзал урамӗнче вырнаҫнӑ иккен. Ҫав ҫурта 2018 ҫултах ишӗлекен ҫурт тесе йышӑннӑ. Анчах унта пурӑнакансен ыйтӑвӗ паян кун та татӑлман, вӗсен пурӑнма начар ҫуртра тӗпленсе пурӑнма тивет.
Александр Полтинин хӑйӗн патне йышӑнӑва пынӑ Канаш ҫыннисее тӗплӗн итленӗ, вӗсем илсе пынӑ хутсене тарӑннӑн тишкернӗ, унтан Канашри пайӑн тӗпчевҫисене ку ыйтупа пуҫиле ӗс пуҫарма хушнӑ.
Тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫармалла. Ӗҫ вырӑнӗнчи ҫынсем хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫламанран ҫынсем правине пӑссан шӑпах ҫав статьяпа явап тыттараҫҫӗ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан арҫын хыснаран суйса укҫа илнӗ. Пӑтӑрмах ҫиеле тухса унӑн ҫав укҫана каялла тавӑрса пама тивнӗ, ҫийӗнчен ӑна суд 120 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
2023 ҫулхи ака уйӑхӗнче арҫын автосервис уҫасшӑн тесе социаллӑ контракт алӑ пуснӑ. Ун валли вӑл республика хыснинчен 350 пин тенкӗ укҫа илнӗ. Кӑштахран сӑмаха ҫирӗплетсе пама документсем те тӑратнӑ. Анчах вӑл хут суя пулнӑ иккен. Арҫын нимӗнле автосервис та уҫман, укҫана хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ.
Ултав ҫиеле тухсан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Вӑл хыснана тӑкак кӳнине пӗтӗмпех саплаштарнӑ. Унсӑр пуҫне ӑна суд штраф хурса панӑ. Сахал та мар, нумай та мар: 120 пин тенкӗ. Вӑл укҫана та арҫыннӑн кӑларса хума тивнӗ.

Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче пурӑнакан хӗрачана пӗр арҫын 150 пин тенкӗ тӳлӗ. Кун пек йышӑнӑва вырӑнти суд Йӗпреҫ районӗнчи прокуратура тавӑҫне тивӗҫтернӗ май кӑларнӑ.
Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мӑн Упакасси ялӗ патӗнчи ҫул ҫинче «Киа Спектра» автомобиль ҫулпа велосипедпа пыракан хӗрача ҫине пырса кӗнӗ. Ача аванах аманнӑ, экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, ачан сывлӑхне вӑтам шайра сиен кӳнӗ.
Айӑплӑ водителе административлӑ майпа явап тыттарнӑ-ха. Шар курни ҫул ҫитмен ача пулнине кура прокуратура кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнине саплаштарма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ.
Суд надзор органӗ ыйтнине тивӗҫтернӗ, айӑплӑ водителе 150 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Ку вӑл хӗрачана кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнине саплаштарма кайӗ.

Шупашкар хулинче «Лада Ларгус» автомобиль тротуарпа пынӑ. Пӑтӑрмаха пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче хулари Ленин проспектӗнче асӑрханӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби ведомствӑн сайтӗнче пӗлтернӗ. Сӗмсӗр водителе пӗр ватӑ арҫын чарма та хӑтланса пӑхнӑ.
Пӑтӑрмах пирки халӑх тетелӗнчи пабликсенчен пӗринче хыпарланӑ. Сӑмахпа каланине ҫирӗплетме унта видео та вырнаҫтарнӑ.
Ҫул-йӗр правилине сӗмсӗррӗн пӑсакан водителе йӗрке хуралҫисем часах тупса палӑртнӑ. Вӑл этем хулара пурӑнакан 57 ҫулти арҫын пулнӑ.
Патшалӑх автоинспекцийӗн уйрӑм батальонӗн ӗҫченӗсем водитель тӗлӗшпе административлӑ протокол шӑрҫаланӑ. Халӗ ӑна административлӑ майпа явап тыттарса 2 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Шупашкара Мускавран килекен пуйӑсра вӑрҫӑнма тапранса кайнӑ арҫынна суд 80 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Мускав облаҫӗнчи Мытищи хулинче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын 54-мӗш номерлӗ пуйӑсра хӑйне килӗшӳсӗр тытнӑ. Ҫакна пассажирсем те, проводник та тӳсеймен — йӗрке хуралҫисене чӗнсе илес тенӗ.
Владимир облаҫӗнчи Муром районӗнчи Стригино станцийӗнче пуйӑса транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем кӗрсе тӑнӑ. Анчах вӗсене курсан та арҫын лӑпланман. Арҫын пакунлине тапса ҫапма тапранса кайнӑ. Кун пирки транспорт прокуратуринче пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть Муром хулинчи суд арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Йӗрке хуралҫи ҫине алӑ ҫӗкленӗшӗн 80 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
