Ӗнер ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Федераци Канашӗнче Чӑваш Енрен кам пулассине пӗлтернӗ. Ку вырӑнта Николай Федоровах юлать.
Саккунпа килӗшӳллӗн, регион Элтеперне суйланакан кашни кандидат суйлав кампанийе вахӑтӗнче сенатор должноҫӗ валли виҫӗ кандидат тӑратать, ҫӗнтерсен вӗсенчен пӗрне анчах суйлать. Олег Николаев Федераци Канашӗн вице-спикерне Николай Федорова, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫине Алена Аршиновӑна, Раҫҫей Паттӑрне Николай Гаврилова тӑратнӑ.
«Паянхи куна илес тӗк, эпӗ шутланӑ тӑрӑх, пирӗн сенатор улшӑнмӗ», - тенӗ Олег Алексеевич.
Аса илтерер: Олег Николаев авӑнӑн 22-мӗшӗнче должноҫе йышӑнӗ.
Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран тумалли вакцинӑн пӗрремӗш партине илсе килнӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Палӑртмалла: Раҫҫей Сывлӑх сыхлавӗн министерстви вакцинӑна ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче регистрациленӗ. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗччен ӑна ҫӗршыври регионсене илсе ҫитермелле пулнӑ. Чӑваш Ене пӗрремӗш парти ҫитнӗ ӗнтӗ.
Чи малтан харушлӑх ушкӑнне кӗрекен медӗҫченсене прививка тӑвӗҫ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев журналистсене брифинга пуҫтарнӑ. Унта вӑл суйлава пӗтӗмлетес тӗллевлине пӗлтернӗ. Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, суйлав уҫӑмлӑ иртнӗ.
Журналистсем Олег Николаев должноҫе официаллӑ майпа хӑҫан йышӑнассипе те кӑсӑкланнӑ. Вӑл куна авӑн уйӑхӗн 22-мӗшне палӑртнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ирттерӗҫ.
Асра юлмалли пулӑма республикӑра пурӑнакан кашни ҫынах курма пултарӗ. Олег Николаев должноҫе йышӑннине Чӑваш Ен Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Унсӑр пуҫне «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чӑваш Республики» ушкӑнра трансляцилӗҫ.
Чӑваш Енре ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламан подрядчиксен реестрне тӑвӗҫ. Ҫакна ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев сӗннӗ.
Кӑҫал «Хулана хӑтлӑх кӗртесси» регионти проектпа килӗшӳллӗн, ҫуртсен картишӗсене, общество вырӑнӗсене хӑтлӑлатма 362,3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах 47,6 миллион тенкипе ҫеҫ усӑ курнӑ. 340 объектран 103-шӗнче ҫеҫ ӗҫсем вӗҫленнӗ. Кая юлакансен йышӗнче – Ҫӗрпӳ, Елчӗк, Хӗрлӗ Чутай районӗсем. Ку подрядчиксем хӑйсен ӗҫне тивӗҫлипе пурнӑҫламаннипе ҫыхӑннӑ.
Халӑх ҫакнашкал пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем мӗншӗн вӑхӑтра пурнӑҫланманнинне пӗлтӗр тесе тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлемен подрядчиксен реестрне тӑвӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна пурте кӗрсе пӑхма пултарӗҫ.
Чӑваш Енри васкавлӑ медпулӑшу машинисен автопаркне ҫӗнетме палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Раҫҫей суту-илӳпе промышленноҫ министерстви пуҫарӑвӗпе Чӑваш Ен валли хушма 100 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ку укҫапа васкавлӑ медпулӑшу машинисем туянӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн тата Финанс министерствисене автопарка ҫӗнетмешкӗн тумалли ӗҫсене пурнӑҫлама хушнӑ.
«Ӗҫе ӗнер пуҫланӑ. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ тӗллев. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ӑна пурнӑҫласан автопарк улшӑнӗ, тен, тӗпренех», - тенӗ Олег Николаев.
Канмалли кунсенче Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» паркӗнче Сӑр чиккине чавнӑ ҫынсене халалланӑ палӑкӑн пӗрремӗш чулне вырнаҫтарнӑ. Ку мероприятие ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Ольга Ярилова хутшӑннӑ.
Ҫак вырӑна ахальтен суйламан. Паркра вӑрҫӑ астӑвӑмӗ упранать. Ҫитес ҫул республикӑра Сӑр тата Хусан чиккисене чавнӑ ҫынсене халалланӑ ҫулталӑк пулӗ. «Тӗпчемен япалана тӗпчемелле. Ҫакна тума пире ҫӗршыв президенчӗ тӗллесе ярать», - тенӗ Олег Николаев.
Палӑртмалла: ҫак чикӗсен тӑршшӗ 300 ҫухрӑмпа танлашнӑ, ку ӗҫе 171450 хӗрарӑмпа ҫамрӑк хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗпе Савватийпе тӗл пулнӑ.
Республикӑн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Владыка Чӑваш Енре юлашки темиҫе уйӑхра ырӑ улшӑнусем пулса иртнине палӑртнӑ. «Чӑваш Ене эпӗ нарӑс уйӑхӗнче килнӗччӗ. Унтанпа республика тата ҫынсен кӑмӑлӗ улшӑннӑ», – тенӗ вӑл.
Олег Николаев экономикӑна аталантарассишӗн кунсерен тӑрӑшса ӗҫленине пӗлтернӗ. «Ҫынсем ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнни ҫеҫ мар, вӗсен чунӗнче канлӗх хуҫаланни те пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ.
Вӑрнарти 1-мӗш шкулта юсав ӗҫӗсем вӑхӑтра вӗҫленмен, ҫавна май 817 шкул ачи парта хушшине ларайман. Кӗҫӗн классем хальлӗхе кивӗ шкулта вӗренеҫҫӗ, хӑш-пӗр вӗрентекен вара дистанци мелӗпе ӑс пухать.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вахӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Вӑрнар районне ҫитнӗ. Шкулпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва вӑл «Вӑрнарти пушар» ят панӑ, район администрацийӗн пуҫлӑхне хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайма сӗннӗ. Сӑмах май, Леонид Николаев ку должноҫре 2011 ҫултанпа ӗҫлет.
Паян Вӑрнар районӗн пухӑвӗн депутачӗсем Леонид Николаева отставкӑна яма йышӑннӑ. Подрядчик тӗлӗшпе вара административлӑ ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Ҫитес вӑхӑтра республикӑра кафесемпе ресторансенче кальян туртма чарӗҫ. Кун пирки ЧР Правительствинче иртнӗ канашлура ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев калаҫнӑ.
Ҫавӑн пекех общество вырӑнӗсенче электронлӑ пируссем, вейпсем, наркотиклӑ ытти продукцисем туртма чарӗҫ. Раҫҫей президенчӗ хушӑва утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Вӑл 90 кунран, юпа уйӑхӗнче, саккунлӑ вӑя кӗрет. Ҫак йӗркене пӑсакансене штрафлӗҫ.
Ку саккуна кальяннӑйсене ӗҫлеме чармасть. Анчах саккун вӑя кӗрсен вӗсен халӑха апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтермелле мар.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ӗнер Олег Николаев, Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан, пултарулӑх ушкӑнӗсемпе тӗл пулчӗ. Тӗлпулӑва, «Патшалӑхӑн культура программине пурнӑҫлас ӗҫе пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнасси» ятпа ҫавра сӗтел пек ирттернӗскерне, Роза Лизакова культура министрӗ ертсе пычӗ.
Республикӑра пурӗ вунвиҫӗ пултарулӑх ушкӑнӗ шутланать. Вӗсен йышне ҫыравҫӑсен, художниксен, театр ӗҫченӗсен, композиторсен, артистсен тата кинематографсен ушкӑнӗсем кӗреҫҫӗ. Тӗлпулура кашни ушкӑнах сӑмах пачӗҫ — ертӳҫисем вара вӗсене мӗн пӑшӑрхантарни пирки каларӗҫ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсене ытларах енӗпе укҫа-тенкӗ сахал пулни пӑшӑрхантарать. Патшалӑх структурисем кӗнекесем туянма пӑрахни, гонорар фончӗ ҫукки, пултарулӑх студийӗшӗн энергипе тивӗҫтерекен компанисем ҫутӑшӑн предприятисемпе тан тӳллетерни. Ӳнерҫӗсен пӗр ушкӑнне вара вӗсене пултарулӑх студийӗсене уйӑрса паманни пӑшӑрхантарать.
Тухса калаҫакансем чылайӑшӗ чӑваш культурине аталантармалли пирки каларӗҫ. Ҫав шутра чӑваш чӗлхине хистесе вӗрентмелле марри ҫинче чарӑнчӗҫ, кашни ҫынна унӑн чун хавалӗпе чӑвашлӑха туртмалла тесе каларӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |