ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Вырӑс географи обществин Чӑваш Енри уйрӑмӗн попечительлӗх канашне ертсе пыма тытӑннӑ. Ку уншӑн пысӑк чыс пулнине вӑл Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Элтепер каланӑ тӑрӑх, попечительӗх канашне йӗркелени обществӑн ӗҫне ҫӗнӗ варкӑш кӗртӗ, тата нумайрах хастар ҫынсене пӗр тӗвве пухма май парӗ. Чӑваш Енри уйрӑм, сӑмах май, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче чи лайӑххисен йышӗнче, 5-мӗш вырӑнта. Раҫҫейре вара – 21-мӗш вырӑнта.
Чӑваш Енри уйрӑма 2006 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУ ҫумӗнче йӗркеленӗ. Филиалӗсем Сӗнтӗрвӑрринче тата Тӑвайра пур. Кӑҫал тата Ҫӗмӗрлере уҫӑлмалла.
«На связи» портал нумаях пулмасть ЧР транспорт министрӗн Владимир Осиповӑн килӗнче тата ӗҫӗнче, ЧР Танспорт тата Финанс министерствинче ухтару пулни пирки пӗлтернӗччӗ.
Паян акӑ транспорт министрӗ отставкӑна кайни пирки хыпарланӑ. Хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайма ыйтса ҫырнӑ заявление ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Олег Алексеевич хӑйӗн телеграм-каналӗнче Владимир Осипова юлашки виҫӗ ҫулта тунӑ ӗҫсемшӗн тав туса ҫырнӑ.
«Чеб-ру» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑрнӑ укҫа-тенке вӑрланӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Малашне обшественноҫпе ҫыхӑну тытакансен конкурсӗ «Мастер коммуникаций» ятлӑ пулӗ. Унччен вӑл «PRофи-21» пулнӑ. Ятра акӑлчан сӑмахӗ пулнӑран ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӑна улӑштарма йышӑннӑ.
«Ҫапла англицизма ҫаврӑнӑшран кӑларатпӑр. «Общественноҫпе ҫыхӑну тытни» кӑна тетпӗр. Вырӑс чӗлхине пулӑшатпӑр», - ҫапла ҫырнӑ Олег Алексеевич.
Сӑмах май, РФ Президенчӗ тӳре-шарана иномарка ҫинчен хамӑр патра туса кӑларнӑ машинӑсем ҫине куҫма сӗннӗ. Элтеперӗн ӗҫ паркӗнче вара хальлӗхе иномаркӑсем-ха.
Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекен нумайланнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Иртнӗ эрнере 31 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ.
Стопкоронавирус.рф сайт хыпарланӑ тӑрӑх, авӑнӑн 11-17-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра 312 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Авӑнӑн 4-10-мӗшӗсенче вара 202 тӗслӗх пулнӑ. Ҫулла вӗҫӗнче 90 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пулнине палӑртнӑ.
Чӑваш Енри кашни муниципалитетрах «Добро.Центр» (чӑв. Ырӑ.Центр) волонтерсен пӗрлешӗвӗсем уҫӑлмалла. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Нимелӗхе аталантармалли канашӑн ларӑвӗнче палӑртса хӑварнӑ.
Паянхи кун пирӗн республикӑра 56 пин волонтёр шутланать иккен.
«Ырӑ.Центрсем» уҫӑлни нимелӗхе урӑх шпя куҫарма пулӑшасса шанаҫҫӗ.
«Нимелӗхӗн мӗнпур енне аталантарса пымалла, унпа пӗрлех ҫӗнӗ проектсем шухӑшласа кӑлармалла», — тенӗ республика ертӳҫи Олег Николаев.
Суд приставӗсен службинче ертӳҫӗ пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Унпа паян ЧР Элтеперне Олег Николаева официаллӑ майпа паллаштарнӑ.
Суд приставӗсен Чӑваш Енри службине Сергей Резник ертсе пырӗ. Вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗнченпе ҫак ведомство пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ. Унччен вара ку пукана Денис Борисов йышӑннӑ пулнӑ.
Республикӑра автоклубсем пурри пирки унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кӑҫал тата ҫитес ҫул тепӗр 10 автоклуб туянасси пирки пӗлтернӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал Элӗк, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле районӗсенче виҫӗ автоклуб ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем – ПАЗ автобуссем ҫинче. Автоклубсем пулӑшнипе 80 ытла мероприяти йӗркеленӗ. Унччен автоклубсем Патӑрьел тата Канаш районӗсенче кӑна пулнӑ.
Канашлура Элтепер районсенче культура объекчӗсене ҫӗклени, юсаса ҫӗнетни пирки те каланӑ.
Ҫитес вӑхӑтра патшалӑх служащийӗсем валли награда ҫирӗплетӗҫ. Вӑл «Чӑваш Республикинчи патшалӑх граждан службинче лайӑх ӗҫленӗшӗн» уйрӑм паллӑ пулӗ. Хальхи вӑхӑтра Элтеперӗн ҫак хушӑвне сӳтсе яваҫҫӗ, вӑл коррупципе кӗрешекен экспертиза витӗр тухать.
Элтепер администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, кунашкал награда 6 регионта пур: Мари Элте, Удмуртире, Мордва Республикинче, Чулхула, Самар тата Пенза облаҫӗсенче.
Палӑртмалла: республикӑра 1,5 пине яхӑн патшалӑх служащийӗ шутланать.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ҫӗнӗ ректорӗпе Игорь Кожановпа тӗл пулнӑ. Вӗсем шкулсенче кадрсем ҫитменни пирки калаҫнӑ.
Палӑртмалла: 2020 ҫулта 3-мӗш курс студенчӗсене ӗҫлеме ирӗк панӑ. Игорь Кожанов каланӑ тӑрӑх, студентсем шкулсенче ӗҫлеме пуҫланӑ. Анчах вӗсен, ытти специалистпа танлаштарсан, ӗҫ укҫине ӳстерекен коэффициент ҫук.
Хальхи вӑхӑтра 85 яхӑн студент шкулта ӗҫлет. Олег Николаев ӗҫ укҫине ӳстерекен коэффициента тусан тата нумайрах студента шкула илӗртме май пуррине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех Элтепер тӗллевлӗ вӗренекен студентсем сахаллине каланӑ. 138 абитуриент валли квота пур, анчах вӗсенчен 20-шӗ кӑна вӗренет.
Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 12 сехетре ЧР Элтеперӗ Олег Николаев каллех тӳрӗ лини ирттерӗ. Хальхинче вӑл нейросетьсем пулӑшнипе иртӗ. Кунашкал тӳрӗ лини унччен пулман.
Ыйтусене маларах Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче хӑварма, «Контактра» халӑх тетелӗнчи пост айӗнче ҫырма юрать. Эфир вӑхӑтӗнче колл-центр ӗҫлӗ. Унта ҫак номерпе шӑнкӑравлама пулать: 8 (8352) 565-100.
Тӳрӗ эфира «Контактри» «Чувашская Республика» ушкӑнра, Олег Николаевӑн телеграм-каналӗнче, Наци телекуравӗпе кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех Нацрадиопа та итлеме май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |