ЧР Элтеперӗн пресс-секретарьне Борис Краснова ӗҫрен кӑларни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ ку вырӑна ҫын шыраҫҫӗ.
Ваканси пирки «Раҫҫейри ӗҫ» федераци порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, 2021 ҫулта Элтепер валли HeadHunter рекрутер урлӑ шыранӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарӗ вырӑнне килекен ҫынна 127-142 пин тенкӗ шалу шантарнӑ.
Ҫак вырӑна юриспруденци, филологи, истори, ют чӗлхесен, журналистика енӗпе аслӑ пӗлӳ илнӗ ҫынна шыраҫҫӗ. Граждан службинче е специальноҫпе ӗҫлесе 4 ҫултан сахал мар стаж пулмалла.
Agabazar // 2328.87.5624
2025.02.14 14:53 | |
![]() |
Халлапри пек япала. |
Agabazar // 2328.87.5624
2025.02.14 14:58 | |
![]() |
Ку ҫакна пӗлтерет: Пуҫлӑх (кӑлава) администрацийӗн ҫын шырама хӑйӗн майӗсем ҫукрах та, ҫавӑнпа ҫавна темле урӑх организаци ("Раҫҫейри ӗҫ") урлӑ тума тивет. Унчченхи пресс-секретаре те ҫав майпах тупнӑ тени те хытӑ тӗлӗнтерет. |