Елчӗк хӗрӗ ҫухални пирки Евгений Карсаков тӗнче тетелӗнчи «Контактра» ушкӑнри хӑйӗн страницинче паян хыпарланӑ.
Пост авторӗ палӑртнӑ тӑрӑх, Дана Сергеевна Чернева 2003 ҫулхи раштавра Елчӗкре ҫуралнӑ. Евгений Карсаков хӗр ӑҫта пурӑннине те туллин кӑтартнӑ.
Пике килтен кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 16 сехет те 30 минутра тухса кайнӑ-мӗн. Ҫав кун вӑл сӑран хура куртка, хура футболка, хура джинс шӑлавар, лакпа витнӗ хура пушмак тӑхӑннӑ.
Ҫухалнӑ хӗр 150 сантиметр ҫӳллӗш иккен, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура, вӑрӑм. Пичӗ ҫинче тур паллисем пур.
Евгений Карсаков «Контактри» хӑйӗн страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, Дана Чернева унччен килтен тухса кайса ҫӳремен. Пикене кам та пулсан, ӑҫта та пулин курнисене вӑл пӗлтерме ытйнӑ.
Чӑваш Енри полицейски Шупашкарта пурӑнакан 65 ҫулти арҫынна тӑванӗн вил тӑприне тупма пулӑшнӑ. Ҫавӑншӑн арҫын Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ячӗпе тав ҫырӑвӗ шӑрҫаланӑ.
«Полицейские тавах. Вӑл ман пиччене (тен, шӑллӗ-ши. Брат тенӗ те. — Асӑрхаттарӑвӗ авторӑн) пытарнӑ вырӑна шыраса тупрӗ кӑна та мар, вӑл вилни ҫинчен калакан свидетельство дубликатне илме те пулӑшрӗ», – ҫырнӑ ҫырура.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти арҫын хӑйӗн тӑванне ӑҫта пытарнине пӗлесшӗн пулнӑ. Лешӗ ҫак ҫул пуҫламӑшӗнче чире пула вилнӗ. Ӑна Челепи облаҫӗнче пытарнӑ.
Вилнӗ арҫын вил тӑприне тупма пултарни — Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пуҫиле шырав управленийӗн ӗҫченӗ.
Канашра пурӑннӑ ҫамрӑк арҫын ҫухалнӑ. 1987 улхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ Евгений Федорова юлашки хут кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче курнӑ. Ун чух вӑл Канаш районӗнчи Хунав ялӗнчен юлташӗ патӗнчен тухса кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл ӑҫта ҫитнине тата унпа мӗн пулса иртнине никам та пӗлмест.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем арҫын ҫухалнине кура пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Евгений Федоров хура тӗслӗ колпакпа, кӑвак джинс шӑлаварпа, тӗксӗм сӑрӑ ҫыхнӑ свитерпа, «РЖД» элемлӗ шурӑ кӗпепе пулнӑ. Урине ҫуркуннепе кӗркунне тӑхӑнмалли шнуроклӑ, хура ботинка, хура нуски тӑхӑннӑ. Начар тата вӑрӑм арҫыннӑн ҫӳҫӗ хура, кӑтрарах. Хырӑмӗ ҫинче аппендицит тунӑ хыҫҫӑн ҫӗвӗ юлнӑ. Сулахай кӑкӑрӗ тӗлӗнче «ВДВ» тата «А (2) +» тесе ҫырнӑ татуировка пулнӑ. Утнӑ чух ури чапрасси сисӗнет.
Полици ӗҫченӗсем тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал пӗлтерет.
Хайхи ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын иртнӗ эрнекун, кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, каҫхи 5 сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Пӗрремӗш май урамӗнчи 16-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 79 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Ун чухне пӑрӑнса кайман-ха вӑл, тивӗҫлӗ канурискере хӑйӗн машинине лартса унӑн тӑванӗсем патне леҫнӗ. Кайран вара йӗп пек ҫухалнӑ. Кайран тин тӑванӗсем хӗрарӑм хӑйне япӑх туйнине кура васкавлӑ пулӑшӑва чӗннӗ. Чӑнах та, унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, ҫурӑм шӑмми суранланнӑ...
Палӑртса хӑвармалла, ҫул-йӗр инспекцийӗ ҫак пӑтӑрмаха курнисене полицие 73-11-62 е 89276675984 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать.
Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем Ӗрӗнпур тӑрӑхӗнчи 10 ҫулти ачана шыраҫҫӗ. Вӑл 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче каҫхи 21 сехет тӗлӗнче килтен тухса кайнӑ иккен. Ӗрӗнпур облаҫӗнчи Сакмар районӗнчи Чапаевски поселокӗнче пурӑннӑ Данила Казаков халӗ ӑҫти паллӑ мар.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑнпа пӑхсан ача вунӑ ҫулсенче пек курӑнать, ҫуллӗшӗ 140 сантиметра яхӑн, начаркка кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ ҫутӑ тӗслӗ. Килтен тухса кайнӑ чух капюшонлӑ хӗрлӗ куртка, чӗркуҫҫи тӗлӗнче кӗсьеллӗ ҫутӑ кӑвак тӗслӗ джинс шӑлавар, ҫыхнӑ хура калпак, хура пушмак, кӑвак майка тӑхӑннӑ. Ача телефонсӑр тата укҫсӑрах тухса кайнӑ.
Ача Чӗмпӗр облаҫӗ енне Пушкӑртстан, Тутарстан, Чӑваш Ен, Мордва Республики тата Самар облаҫӗ урлӑ ҫул тытма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унта арҫын ачан ашшӗ пурӑнать иккен.
Мускавра чӑваш хӗрарӑмне тата унӑн ывӑлне шыраҫҫӗ. Кун пирки ҫӗршывӑн тӗп хулин Правительствин Информаци центрӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫухалнисене тупма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе амӑшӗпе ачин сӑнӳкерчӗкне те вырнаҫтарнӑ.
Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Мускаври тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 1986 ҫулхи Наталья Витальевна Макарова тата унӑн пӗлтӗр ҫуралнӑ ывӑлӗ Комбакаль Габриэль Рауль Виталий (вӑл Рсҫҫей тата Франци ҫынни шутланать) ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Мускаври Хусан вокзалӗнчен «Комсомольски» метро станцине аннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем ҫухалнӑ.
Хӗрарӑм 30-40 ҫулсенче евӗр курӑнать, 170-180 сантиметр ҫӳллӗш, тӗксӗм ҫӳҫлӗ, анчах ҫӳҫне урӑхла та сӑрлама пултарать тенӗ, сулахай алли ҫинче — пиҫсе кайнӑ хыҫҫӑн юлнӑ суран. Ачан ҫӳҫӗ кӑтрарах, ҫутӑ тӗслӗ.
Шупашкар районӗнчи Яранкассинче пурӑнакан кинемей ҫухалнӑ. Зинаида Михайловна Яранцева — 83 ҫулта. Килтен вӑл чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унӑн ҫывӑх ҫыннисем кинемее курнисемпе вӑл ӑҫтине пӗлекенсене пулӑшма ыйтаҫҫӗ.
Зинаида Михайловна — пӗчӗк пӳ-силлӗ, унӑн ҫӳллӗшӗ 150 сантиметр, начаркка, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ кӑвак тӗслӗ.
Килтен тухса кайнӑ чух ватӑ ҫуркуннепе кӗркунне тӑхӑнмалли тӗксӗм кӑвак курткӑпа пулнӑ, ҫак ҫи-пуҫ тӑршшӗ — чӗркуҫҫирен аяларах. Чечеклӗ кӑвак платье, чӗркуҫҫи таран тӑршшӗ ҫутӑ хӑмӑр гольфа, хура атӑ тӑхӑннӑ.
Шупашкар районӗнчи Яранкассинче пурӑнакан Зинаида Михайловна Яранцева пирки унӑн ҫывӑх ҫыннисем ӑс-тӑнӗ енчен аташма, вӑл манса кайма пултарнине пӗлтернӗ.
Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑрти районсем хушшинчи пайӗ сакӑр вуннӑ урлӑ каҫнӑ арҫынна шырать.
Пӑрачкав район администрацийӗн сайтне лартнӑ хыпар тӑрӑх ҫухалнӑ ҫын Улатӑрта пурӑнни паллӑ. Вӑл Николай Ильич Куликов ятлӑ. 1937 ҫулта ҫуралнӑ. Килӗнчен ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухса кайнӑ та ӑҫта ҫӳрени паллӑ мар-мӗн.
Сӑнран пӑхсан арҫын сакӑр вуннӑсенче курӑнать, 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, тӗреклӗ, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ ҫутӑ. Уйӑрса илмелли паллӑсен шутне сӑмси пысӑккине кӗртнӗ.
Килтен тухйнӑ чух Куликов ик айккинче кӗсьеллӗ шурӑ кӗпе, хура сланцы, хура нуски, тӗксӗм кӑвак трико тӑхӑннӑ, ун ҫинче е кӑвак, е симӗсрех тӗслӗ йӗрсем пулнӑ.
Арҫынна куракансене 89373887873 е 88353120202 номерпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче пурӑнакан 45-ри арҫынна волонтерсем шыранӑ. 1972 ҫулта ҫуралнӑ Владимир Николаевич Шуркин Улатимӗр облаҫӗнчи Александровски районӗнчи Анисимка ялне ӗҫлеме кайнӑ. Иртнӗ уйӑхӑн 6-мӗшӗнче вӑл хӑй пурӑннӑ вырӑнтан тухса утнӑ.
Lizaalert.org сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна волонтерсем тепӗр куннех шырама тытӑннӑ. Сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ӑна пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, арҫын аташса калаҫма пуҫланӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Выҫлине арҫын таврӑнман.
Владимир Шуркин 172 сантиметр тӑршшӗ, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫутӑрах ҫӳҫлӗ, хӑмӑр куҫлӑ. Ҫийӗнче сӑрӑ футболка, хура спорт шӑлаварӗ, кӑвак тапочки пулнӑ. Вӑл ӑҫтине пӗлекенсем йӗрке хуралҫисене пӗлтерессе шанаҫҫӗ.
Улталаса 3 миллион тенкӗ ытла йӑкӑртнӑ чӑваш арҫыннине Ростов облаҫӗнче тытса чарнӑ. Патӑрьел районӗнче пурӑнаканскер унта йӗрке хуралҫисенчен пытанас тӗллевпе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче полици уйрӑмне харӑсах темиҫе ҫын пынӑ. Вӗсем пурте 36 ҫулти арҫын хӑй усламҫӑ пулнине пӗлтернине, хайхискер бизнесне аталантарма укҫа кивҫен илнине каланӑ. 3 миллион тенкӗ ытларах пухӑнсан вара телефон номерне улӑштарнӑ та тарса ҫухалнӑ — арҫынна ҫӗр ҫӑтнӑ тейӗн. Ҫак сӑлтавсене шута илсе пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӑна федераци шыравне тӑратнӑ.
Палӑртса хӑварар, Патӑрьел районӗн арҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, нумаях пулмасть ӑна конвойпа Чӑваш Ене илсе килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |