Ырантан Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве самолетсем вӗҫме чарӑнӗҫ. Самолетсене ку линипе ҫӳреттернӗ «АК БАРС АЭРО» компани хӑйӗн ытти вӗҫевне те чарса лартассине пӗлтернӗ. Ҫакна унӑн хуҫисем самолетсене вӗҫтерме тӑкаклипе сӑлтавланӑ.
Раштавӑн ҫурринче аэрокомпани билет сутассине кӑралчӑн 12-мӗшӗччен сахаллатма йышӑннӑ. Раштавӑн 29-мӗшӗнче вӑл асӑннӑ кун хыҫҫӑн вӗҫеве чарса лартма йышӑннӑ. Хыснаран субсидилекен программӑна хутшӑнма вӑл заявка тӑратманнине кура (Шупашкартан Самарпа Ӗпхӗве уҫнӑ маршрут шӑпах ҫав программӑпа килӗшӳллӗн пулса пыраканскер) рейссене вӑл ырантанах хутшӑнмасси пирки пӗтӗмлетме пулать.
«АК БАРС АЭРО» компани хӑй панкурта тухманнине, ӗҫе вӑхӑтлӑха кӑна чарнине ӗнентерет иккен. Тӗп сӑлтавӗ — тенкӗ хӑй хакне ҫухатни-мӗн.
Кӑҫал ҫав компани Шупашкартан 500 ытла рейс хутлаттарнӑ.
Чӑваш Енре чи ватӑ предприятисенчен пӗри — Шупашкарти аш-какай комбиначӗ — ӗҫлеме пуҫланӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви комбината республикӑри пӗр усламҫӑ укҫан самай пулӑшнине пӗлтерет.
Виҫӗ уйӑх юсав ӗҫӗсем пынӑ хыҫҫӑн комбинат ҫӗнӗрен сывлӑш ҫавӑрса янӑ. Раштавӑн 25-мӗшӗнче унта продукцин пӗрремӗш партине кӑларнӑ. Тепӗр кунхине вӑл, ӗлӗкхи рецептпа кӑларнӑскер, лавккасен сентрисем ҫинче выртнӑ.
Малтанлӑха комбинат продукцие пӗчӗк калӑпӑшпа кӑларӗ. Каярахпа конвейерсенчен пӗр сменӑра 50 тонна яхӑн продукци тухмалла. Ертӳлӗх комбината агропромышленноҫ холдингӗ таранах аталантарасшӑн-мӗн.
ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов предприятие инвесторсем укҫа хывса ӗҫ вырӑнӗсем туса пани пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Малашне ку республика хыснине тупӑш кӳрессе пӗлтернӗ.
Аса илтерер: Шупашкарти аш-какай комбиначӗн ӗҫӗ-хӗлӗ 2012 ҫул вӗҫӗнче чарӑнса ларнӑ. Ҫынсен ӗҫрен кайма тивнӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсене 14,3 миллион тенкӗ шалу тӳлеменни ҫиеле тухнӑ. Экс-директор тӗлӗшпе виҫӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви предприяти 4 миллион тенкӗ налук тӳлеменнине тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ.
Раштав уйӑхӗн варринче Чӑваш Енре халӑх йӑла техникине тапӑннӑ тесен те йӑнӑш мар. Пурте тенӗ пекех тенкӗ йӳнелесрен хӑраса укҫине мӗн те пулин туянса пӗтерме шухӑшланӑ ӑхӑртнех.
Халӑх лавккасене сӑпса пек сырӑннӑран-и е урӑх сӑлтава пула-и — хаксем ӳсрӗҫ. Ноутбуксен, смартфонсен, телевизорсен, холодильниксен, пылесоссен, мультиваркӑсен, фотоаппаратсен хакӗсем самаях ҫыртма тытӑнчӗҫ. Суту-илӳ предприятийӗсем халӑх туяннине кура татах тавар кӳрсе килнӗ-мӗн. Вӗсем ку ӗҫе ҫитес ҫул ҫеҫ тума палӑртнӑ пулин те…
Шупашкар хула администрацийӗ тата ятарласа йӗркеленӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн халӑх тӗрӗслевӗ» подразделени хаксен конкуренцине иртӗхме парас мар тесе йӑла техникисен хакӗсен мониторингне йӗркелесе пынӑ.
Мониторинг пирки МИХсенче пӗлтереҫҫӗ-мӗн. Кун пирки Шупашкар хулин сайтӗнче те пӗлме пулать иккен — ятарлӑ баннера пусмалла ҫеҫ-мӗн.
Халӗ хак майӗпен ӳсме пӑрахнӑ-мӗн. Ҫитес ҫул тенкӗ ҫак уйӑхри пекех улшӑнсах тӑрсан, ахӑртнех, тавар кӑларакансем хаксене ҫӗнӗрен пӑхса тухӗҫ. Анчах кун пирки хальлӗхе ҫирӗплетсе калама ҫук.
Раштавӑн 29-мӗшӗнче планеркӑра Шупашкарта ача пахчисене хӑпартас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов юлашки виҫӗ ҫулта хулара 12 ача пахчине ҫӗкленине, ҫӗнетнине пӗлтернӗ. Ҫапла майпа пӗтемпе 1930 ача валли вырӑн туса панӑ.
2015 ҫулта ҫӗнӗ ача пахчисем уҫас ӗҫе малалла тӑсӗҫ. Ҫулталӑкра 1245 шӑпӑрлан валли вырӑн тума палӑртнӑ. Ун валли 3 ача пахчи ҫӗклӗҫ, пӗрне ҫӗнетӗҫ. Вӗсене «Финская долина», «Волжский-3» микрорайонсенче хута ярӗҫ.
Ҫавӑн пекех 165-мӗш ача пахчине ҫӗнетме палӑртнӑ. Унта 350 вырӑн. Ҫӗнӗ Лапсарти пуҫламӑш шкулти 2 ушкӑна та ҫӗнетме шутлаҫҫӗ. Ҫитес ҫул ача пахчисенчен 5700 шӑпӑрлан тухмалла. Ҫакна тата ҫӗнӗ ача пахчисем уҫнине пула 2015 ҫулта 6945 шӑпӑрлан валли вырӑн тума палӑртнӑ. Ку 2–2,5 ҫулсенчи ачасем валли вырӑн туса парӗ.
Ыран Шупашкарти Иван Яковлев урамӗнче ҫӗр айӗнчен каҫмалли ҫула уҫӗҫ-уҫӗҫех. Иван Яковлев проспектӗнчи сарса ҫӗнетнӗ ҫула ҫӗртме уйӑхӗнче уҫнӑччӗ. Ун сарлакӑшӗ — 23 метр. Машинӑсем 3-шерӗн ҫуммӑн иртееҫҫӗ. Тротуарсене ик енпе 3 метр хӑварнӑ. Шупашкарта ун пеккисем малтан ҫиччӗ пулнӑ. Ку вӑл — саккӑрмӗш. Ыттисемпе танлаштарсан халь уҫма палӑртни чи пысӑкки иккен.
Ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремеллине тунӑ чух урапапа ҫӳрекенсен нуши-тертне те шута илнине пӗлтерет тӗп хула администрацийӗ.
Ҫула тума 679,4 миллион тенке кайса ларнӑ.
Шупашкар районӗнчи Мӑнал шкулӗнче шӑпӑрлансем валли ушкӑн уҫнӑ. 25 ачалӑхскере шкул ҫулне ҫитменнисем ҫӳреме тытӑнӗҫ. Савӑнӑҫлӑ самант ячӗпе йӗркеленӗ мероприятие район администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Борис Романов тата Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Мульдияров хутшӑннӑ.
Пӗчӗккисем валли ушкӑн йӗркелеме федераци хыснинчен 2,5 миллион тенкӗ, районтан 700 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Иртнӗ вӑхӑтра ача-пӑча пахчи шкул ҫуртӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ-ха, анчах кайран ӑна хупнӑ. Шкул директорӗ Алексей Игнатьев шӑпӑрлансем валли ушкӑн уҫни Мӑнал ачисене ача-пӑча пахчипе тивӗҫтерме май парать. Унччен вӗсене ашшӗ-амӑшӗ Кӑшавӑша, Ҫӗньял Покровскине тата Шупашкара илсе ҫӳренӗ-мӗн. Ҫӗнӗ ушкӑна 3 ҫултан пуҫласа 7-чченхисем вырӑн тупӗҫ. Вӗсем унта килес ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнчен ҫӳреме тытӑнӗҫ.
Шупашкар районне илсен, ыран Кӳкеҫре «Крепыш» ача-пӑча пахчи уҫӑлӗ, ытларикун — Ҫӗнӗ Тренкассинчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче 50 вырӑнлӑх икӗ ушкӑн.
Сӑнсем (6)
«Атӑлҫи ТГК» АУОн Мари Элти тата Чӑваш Енри филиалӗ Шупашкарти «Промтрактор» акционерсен обществине ӑшӑсӑр хӑварасшӑн иккен. Ҫапла утӑм патне завод парӑма кӗрсе кайнине пула ҫитнӗ-мӗн. Раштавӑн 25-мӗшӗнче «Атӑлҫи ТГК» ӗҫченӗсем ӑшша чарса лартнине палӑртассишӗн «Промтрактора» кӗме ӑнтӑлнӑ, анчах лешсем кӗртменнине кура Чӑваш Енӗн ШӖМӗн ӗҫченӗсене чӗннӗ. Вӗсене те тӳрех хапӑл туман-ха савутра. Лешсем официаллӑ майпа ыйтса ҫырнӑ хыҫҫӑн кӑна полицейскисене кӗртнӗ.
Парӑм пирки каласан, раштавӑн 12-мӗшӗ тӗлне парӑм виҫи 44,6 миллион тенке ҫитнӗ иккен. Ку вӑл кӑҫалхи пуш, юпа тата чӳк уйӑхӗсенче ӑшӑпа усӑ курнишӗн пухӑнса кайнӑ. Раштавӑн 16-мӗшӗ тӗлне заводӑн 52,5 миллион тенкӗ куҫармалла пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн энергетиксем кутӑнлашасси енне кайнӑ, парӑма татмасан ӑшша пуҫӗпех чарса лартасси пирки асӑрхаттарнӑ. Хальхи вӑхӑтра энергетиксем Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ.
«Промтрактор» хӑйне энергетиксем «тапӑннипе» килӗшесшӗн мар-мӗн. Ун шучӗпе ӑшӑ парассине малтанласа кӑштах чарнӑ хыҫҫӑн кӑна пуҫӗпе чарма ирӗк пур. Ку вӑл ӑшӑ энергийӗпе тивӗҫтересси ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн ҫапла-мӗн.
Паян, раштавӑн 27-мӗшӗнче, Шупашкар ҫынннисем ҫутӑ шоуне курса савӑнма май пур. Ку мероприятие Раҫҫейӗн Культура министерстви пуҫарнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ хулари чи пысӑк кинотеатра ҫаврӑнать. Пысӑк экран ҫинче, ун вырӑнне ҫурта хӑйне усӑ курнӑ, ҫӗнӗ ҫулпа тата Сурхурипе ҫыхӑннӑ историсене кӑтартаҫҫӗ.
Шоу 17 сехетре пуҫланнӑ. Вӑл виҫӗ сехете тӑсӑлмалла. Шоупа тӳлевсӗрех киленме май пур.
Шупашкарти Эгер бульварӗнче унчченхи Валерьян Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗн ҫуртӗнче ача пахчи уҫӑлнӑ. Ҫурта ҫӗнетес ӗҫ ҫулталӑк ҫурӑ пынӑ.
«Золотой ключик» (чӑв. Ылтӑн ҫӑра) ача пахчинче чӑваш халӑхӗн культурине вӗренес ӗҫе пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Ку микрорайонта ача пахчи уҫӑласса тахҫанах кӗтнӗ. Кунта халӑх та чылай пурӑнать. Ҫавӑнпа ку ашшӗ-амӑшӗшӗн чӑн-чӑн уяв пулнӑ.
Алена Аришинова депутат республика ача пахчи уҫас енӗпе Раҫҫейри хӑш-пӗр регионтан маларах пынине палӑртнӑ. Эгер бульварӗнчи ача пахчинче интерактивлӑ хӑмасемпе хальхи йышши техника пур. Теттесем те куҫа йӑмӑхтараканнисем, илемлисем.
Гражданла хӳтӗлев тата инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ Ҫӗнӗ ҫул умӗн сирена сассине илтсен пӑшӑрханса, хӑраса ӳкмелле маррине пӗлтерет. Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре халӑха электрон мелпе пӗлтермелли тытӑма тӗрӗслеҫҫӗ.
Тӗрӗлев пуҫланасси пирки урамра лартнӑ сиренӑсемпе громкоговорительсем пӗлтерӗҫ. Кун пирки радиопа телекурав та хыпарлӗҫ.
Раштавӑн 30-мӗшӗнче, эппин, сирена сассине илтсен хӑраса ӳкмелле мар, малалла ӗҫлемелле. Чӑннипе, ытти чухне сирена сасси авари, катастрофа, тӑшман тапӑнни пирки пӗлтерет. Ҫавӑнпа кун пек чухне родиоприемника, телевизора ямалла, унта мӗн хыпарланине итлемелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |