Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Хулара

Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарта тата тепӗр вӑй-хал культуипе сывлӑх комплексӗ тума палӑртаҫҫӗ. Вӑл Эгер бульварӗчне вырнаҫӗ.

Ҫӗнӗрен хӑпартаканни те ыттисем пекех нумай функциллӗ пулассине шантараҫҫӗ. Унта спорт тата тренажер залӗсем, фитнес валли лапам, бассейн пӑхса хӑвармалла. Комплекс пӗр сехетре 150 ҫынна йышӑнайӗ. Ҫӗнӗ спорт сооруженийӗнчи спортӑн тӗп енӗ бокс пулмалла-мӗн. Ҫапах та спортӑн ытти енне те сирсе хӑвармӗҫ. Фитнес-аэробика, баскетбол, волейбол, мини-футбол выляма, ишме майсем йӗркелесшӗн.

Ҫак кунсенче строительсем ӗҫе кӳлӗннӗ. Спорт комплексне кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче хута ярасшӑн.

 

Республикӑра

Кунта сӑмах Михаил Игнатьев Элтепер Пӗтӗм Раҫҫейри Азербайджан Конгресӗн ертӳҫисемпе тӗл пулни пирки пырать. Чӑваш Енпе Азербайджан Республики килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнине Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.

Курнӑҫӑва асӑннӑ Конгресӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Ильгар Гаджиев тата ҫав органӑн регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Азиз Бадиров хутшӑннӑ. Республика ертӳҫисенчен Элтеперсӗр пуҫне ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов, экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин, культура министрӗ Вадим Ефимов, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пулнӑ.

Михаил Игнатьев Чӑваш Еншӗн усӑллӑ пысӑк бизнес-проектсене аталантарма хатӗррине палӑртса хӑварнӑ.

 

Вӗренӳ

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӗркунне Шупашкарта 5,7 пин ача парта хушшине пӗрремӗш хут ларӗ. Шӑматкун, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче, ачасене 1-мӗш класа ҫырӑнтарма тытӑнаҫҫӗ.

Ҫак кунран пуҫласа ашшӗ-амӑшӗ ача ҫӳреме тытӑнмалли шкула пырса ыйту ҫырма пултарать. Хӑйсен ҫумӗнче паспорт, ача ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство, ача ҫав территорире пурӑннине ӗнентерекен документ пулмалла.

Ыйтусене утӑн 30-мӗшӗччен кашни кун йышӑнаҫҫӗ. Паллах, вырсарникунпа уяв кунӗсене шута илмесӗр.

Ачана пурӑннӑ тӑрӑхран урӑх ҫӗрте вырнаҫнӑ шкула ярас текенсене утӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 5-мӗшӗччен пушӑ вырӑнсене ҫырӑнтараҫҫӗ. Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче вара пулас шкул ачисене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне уҫӑ алӑксен кунне йыхравлаҫҫӗ. Ку вӗсене шкулпа лайӑхрах паллашма пулӑшать.

 

Персона Сӑвӑ вуланӑ самант
Сӑвӑ вуланӑ самант

Паллӑ чӑваш сӑвӑҫи Петӗр Хусанкай ҫут тӗнчене 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче килнӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх унӑн вил тӑпри умне чӑваш халӑхӗн хастар ҫыннисем кӑҫал та пухӑнчӗҫ.

Мероприятие «Самант» журналӑн редакторӗ Владимир Степанов хатӗрленӗ, вӑлах ертсе пычӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл иртнӗ ҫулсенче асӑну епле иртнине пӗлтерчӗ — хӑш ҫулхине ҫанталӑк мӗнле пулнӑ, миҫе ҫын тата кам-кам килнӗ. Кӑҫал пӗлтӗрхипе танлаштарсан йыш пысӑкччӗ — Антер Хусанкайпа унӑн арӑмӗ Гажидма Домбаевна, Владимир Милютин, Виталий Станьял, Алексей Сӗрмек, Геннадий Дегтярёв, Ирина Кириллова, Александр Кузнецов тата ыттисем. Пухӑннисем патне Надежда Иванова та шӑнкӑравларӗ — вӗренӳ институтне пӗлӳ ӳстерме пынӑ Канаш районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем те ҫав самантра ура ҫине тӑрса поэта асӑнни пирки пӗлтерчӗ.

Пухӑннӑ халӑх палӑк умӗнче Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуларӗ, паллӑ сӑвӑҫӑн пурнӑҫне тата ӗҫӗ-хӗлне аса илчӗ. Мероприяти чечек хунипе тата пӗрлехи сӑн ӳкернипе вӗҫленчӗ.

 

Культура

Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Шупашкарта Шотланди культурин фестивалӗ иртет.

Роберт Бернс поэта халалланӑ фстивальпе килӗшӳллӗн икӗ конкурс йӗркелеҫҫӗ. Пӗри — ачасен ӳкерчӗкӗсен «Юмахри Шотланди» конкурс тата сӑвӑ вулакансен «Манӑн чӗре — тусем ҫинче» конкурсӗ.

Фестивале Мускаври Scottish SpiritS пултарулӑх ушкӑнӗ пӗрремӗш хут хутшӑнать. Вӑл ачасене «Зеленое знамя фей» (чӑв. Фейӑсен симӗс ялавӗ) интерактивлӑ Шотланди юмахне кӑтартӗ.

Мускаври паллӑ аккордионист Анатолий Исаев та фестивале хутшӑнӗ. Шотланди культурипе шупашкарсем кӑна мар, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем те пуллашма пултараҫҫӗ. Унти 11-мӗш шкулта музыкӑпа литература каҫӗ йӗркелӗҫ.

Фестиваль пӗрремӗш хут иртмест. Ун пирки официаллӑ сайтӗнче ытларах пӗлме пулать: http://scotincheb.jimdo.com.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/75340
 

Раҫҫейре

Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Православи юрӑҫи Юлия Березова мӑшӑрӗпе автоаварире вилнӗ. Вӗсен пилӗк ачи тӑлӑха юлнӑ.

Екатеринбургра кӑштахран тӑлӑхсем валли укҫа та пухма тытӑннӑ. «НАША» хаҫат ку авари пирки ҫырса кӑтартсан редакцие Шупашкарти Елена шӑнкӑравланӑ. Вӑл Юлия Березовӑн тӑлӑх ачисене хӑйӗн патне илме хатӗр-мӗн.

Елена тӳрех аттепе аннене ҫухатни пысӑк хуйхӑ пулнине, вӗсен ӑшшине никам та улӑштарайманнине палӑртнӑ. Вӑл чи малтанах ачасемшӗн юлташ пуласшӑн. Унӑн мӑшӑрӗ те ачасене юратать. Хальлӗхе вӗсен 1 ывӑл ҫеҫ — 10 ҫулти Илья.

Тӑлӑха юлнӑ 6–17 ҫулсенче ачасем хальлӗхе Юлия Березовӑн амӑшӗ патӗнче пурӑнаҫҫӗ-мӗн.

 

Хулара

Ҫак кунсенче Шупашкарта «Стоп кӗрт!» акцин пирвайхи пӗтӗмлетӗвне тунӑ. Вӑл иртнӗ эрнерех пуҫланнӑ.

Акципе килӗшӳллӗн, хулара пурӑнакан кашни ҫын юр хӳсе лартнине тасатманнине курсан stopsugrob@gmail.com электронлӑ адрес ҫине сӑн ярса пама пултарнӑ. Унта вырӑна, куна палӑртмалла.

Эрне те иртмен — Шупашкарти дежурнӑй диспетчер патне 45 хыпар ҫитнӗ. Иртнӗ эрнере юр тасатманнипе Мускав районӗ «палӑрнӑ». Картишсене управляющи компанийӗн тасатмаллине аса илтереҫҫӗ.

Ҫынсем пӗлтернӗ хыпара хӑвӑрт татса пама шантараҫҫӗ-мӗн. Хыпарланӑ 45 ыйтӑва татса панӑ ӗнтӗ. Хула администрацийӗнче япӑх ӗҫлекен компанисем выговорпа ҫеҫ хӑтӑлаймассине пӗлтереҫҫӗ.

 

Республикӑра

Ҫул-йӗр ҫинчи шӑтӑк-путӑк, ҫуртсен картишӗнче ҫутӑ ҫукки, юр тасатманни, юраман вырӑна машина лартса хуни тата ытти кӑлтӑк пирки Чӑваш Енре пурӑнакансем «Халӑх тӗрӗслевӗ» порталта пӗлтерме пултарӗҫ. Ҫӗнӗ ресурс иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ӗҫлесе кайнӑччӗ. Халӗ унта тӗрӗслев вӗҫленнӗ май ҫӗнӗ ресурспа ирӗклӗнех усӑ курма пулать.

Портала йӗркеленине халӑх шухӑш-кӑмӑлӗпе паллашас, ыйтусене палӑртас тӗллевпе сӑлтавлаҫҫӗ. Унта малтанласа кӗрес тесен gosuslugi.ru порталта регистрациленни кирлӗ. Уйрӑм ҫын пӳлӗмне кайран «Вконтакте»,«Facebook» тата «Google+» халӑх тетелӗсенчи аккаунтсемпе ҫыхӑнтарма пулать.

Ҫынсен ҫӑхавӗсемпе сӗнӗвӗсене 8 тӗп енпе йышӑнаҫҫӗ: ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу, ҫыхӑну, социаллӑ сфера, бизнес, экологи, хӑтлӑхпа инфраструктура, ҫул-йӗр тата ял хуҫалӑхӗ. Ҫырӑва чӑвашла та, вырӑсла та шӑрҫалама юрать. Сӑнӳкерчӗксем ярса парсан та аван. Информацие модератор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна яваплӑ министерствӑна ҫитерӗҫ.

Ҫынсем ҫырнисене пӑхса тухмалли вӑхӑт — 10 кунтан ытла мар.

 

Республикӑра

Шупашкарти пепкелӗх центрӗнче тин ҫуралнӑ икӗ арҫын ачапа хӗрачана амӑшӗсем пӑрахса хӑварнӑ. Вӗсем пепкисене пӗччен ӳстерессинчен хӑраса ӳкнӗ-мӗн.

Ку кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкарти Калинин район администрацийӗн ЗАГС пайӗ ӗҫченӗсем амӑшӗсем пӑрахса хӑварнӑ пепкесене регистрациленӗ.

Телее, виҫӗ пепке те халӗ ҫемйисене тупнӑ. Вӗсене пач ют ҫынсем хӑйсем патне илесшӗн. Халӗ усрава илме кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ-мӗн.

Официаллӑ информаци тӑрӑх, ачасем сывӑ ҫуралнӑ, сывлӑх енчен аптӑрамаҫҫӗ.

 

Хулара Евгений Васильев тунӑ сӑн
Евгений Васильев тунӑ сӑн

Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче «Пичет ҫурчӗ» чарӑну патӗнчи каҫҫа хупнӑ. Халӗ ҫынсене ку йывӑрлӑх кӑларса тӑратать-мӗн. Тӗлӗнмелле те, хӑшӗ-пӗри каҫӑ ҫук пулсан та тепӗр енне каҫмалли мел шыраса тупнӑ.

Ҫук, карта урлӑ сиксе каҫмаҫҫӗ вӗсем. Чарӑнуран инҫех мар пурӑнакан Ольга Фадеева ҫав меле хӑйӗн куҫӗпе курнӑ. Ҫынсем урапа айне пуласран хӑрамасӑр карта патне каҫаҫҫӗ, унтан шикленмесӗр ун хӗррипе утаҫҫӗ те ҫавра ҫул патне ҫитеҫҫӗ. Унтан вара каллех урапа айне лекесрен хӑрамасӑр ҫул урлӑ каҫаҫҫӗ.

Ҫав вырӑна хупнӑ май влаҫ ҫынсене икӗ мелрен пӗрине суйлама сӗнет. Е чукун ҫул патне ҫитмелле, е суту-илӳпе курав центрӗ патӗнчи ҫӗр айӗпе ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнпа усӑ курмалла. Пӗрремӗшне ҫитмешкӗн — 610 метр, иккӗмӗшне — 770 метр. Ара, ку меллӗрех пек те. Унччен троллейбуса ларсан ҫавра ҫул патне ҫитиччен самай вӑрах каймалла пулнӑ. Халӗ вара транспорт хӑвӑрт ҫӳрет.

Хула администрацийӗ ҫакна палӑртать: укҫа-тенкӗ ҫитсен ҫул ҫийӗн каҫмалли вырӑн тӑвӗҫ. Анчах хальлӗхе ҫӗнӗ тротуарпа, ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑнпах ҫырлахма тивет-мӗн.

Пӗлтӗр «Пичет ҫурчӗ» чӑрӑнура 6 инкек пулнӑ. Урапа айне 4 ҫын лекнӗ, вӗсенчен пӗри вилнӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/790
 

Страницӑсем: 1 ... 854, 855, 856, 857, 858, 859, 860, 861, 862, 863, [864], 865, 866, 867, 868, 869, 870, 871, 872, 873, 874, ... 1030
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть