Шупашкарта пӗр арҫын 9 ҫулти хӗрача ҫумне ҫулӑхнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӑтӑрмах пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Палламан этем 9-мӗш пилӗк ҫуллӑх урамӗнчи ҫуртри лифтра хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн 12 сехетрен арҫынна хӑйӗн килӗ умӗнче тытса чарнӑ. Вӑл 46 ҫулта. Судпа унччен темиҫе хут та айӑпланнӑ. Юлашки хутчен ирӗке вӑл 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнче тухнӑ.
Халӗ ун тӗлӗшпе черетлӗ хутчен суд пулнӑ. Арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 13 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ, ун хыҫҫӑн та вӑл тепӗр ҫулталӑк хушши ирӗклӗн унта-кунта ҫӳреймӗ, мӗншӗн тесен суд ун ирӗкне чакарма йышӑннӑ.
Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗ нарӑс уйӑхне пӗтӗмлетнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене ытларах мӗнле ят панӑ-ха?
Ку районта нарӑс уйӑхӗнче 188 ача ҫуралнӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ – йӗкӗреш /икӗ мӑшӑр йӗкӗреш ҫуралнӑ/. Икӗ ача килте кун ҫути курнӑ.
Нарӑс уйӑхӗнче Калинин районӗнче Султан ятлӑ арҫын ача кун ҫути курнӑ. Сайра тӗл пулакан ятсем татах пур: Серафим, Стефан, Юрий, Азалия, Виталина, Марьяна, Снежана, Лиана. Кирилл, Александр, Марк, Роман, Андрей, Даниил, Виктория, Александра, Валерия, Анна, Екатерина, Ева – тӑтӑшах тӗл пулакан ятсем.
«Победа» авиакомпани ҫу уйӑхӗнче расписание виҫҫӗмӗш рейс кӗртӗ. Самолетсем кунсерен вӗҫӗҫ.
Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, хушма рейс ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен уҫӑлӗ. Хушма рейспа каякансене самолет «Шереметьево» аэропорта илсе ҫитерӗ, унтанах илсе килӗ. Асӑннӑ аэропортран самолет 15 сехет те 35 минутра хускалӗ, Шупашкартан – 17 сехет те 25 минутра.
Мускаври икӗ аэропортран рейссем уҫнӑ май «Победа» акци ирттерет. Кун пирки Шупашкарти аэропорт Инсаграмра хыпарланӑ, авиакомпани вара хӑйӗн клиенчӗсене ҫырупа систернӗ. Акци вӑхӑтӗнче вӑл билетсене 499 тенкӗпе сутма йышӑннӑ.
Кавказ Чӑваш Енпе ҫывӑхланӗ. Ҫав вӑхӑт ҫитессе нумай кӗтме тивмӗ.
Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен «ИрАэро» авиакомпани ҫӗнӗ маршрут уҫӗ. Самолетсене вӑл «Шупашкар – Минеральные Воды» маршрутпа ҫӳретӗ. Рейссем эрнере пӗр хутчен пулӗҫ: пуш уйӑхӗнче – юнкунсерен, ака тата ҫул уйӑхӗсенче – ытларикунсерен.
Кавказри Минеральные Воды – Раҫҫейӗн кӑнтӑр енчи чи паллӑ ҫичӗ хулинчен пӗри. Унта спа-центрсем тата ҫутҫанталӑкӑн илемлӗ вырӑнӗсем пур. Кавказри паллӑ хуласем: Пятигорск, Кисловодск, Ессентуки – Минеральные Воды хули ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Вӗсенчи санаторисенче сывлӑха ҫирӗплетме пулать. Сӑртлӑ-туллӑ вырӑнсене альпинистсемпе туристсем, сӑртран ярӑнма юратакан йӗлтӗрҫӗсемпе сноубордистсем те килӗштереҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта – Европӑри чи ҫӳллӗ ту, Эльбрус.
Шупашкарта тепӗр 6 ача пахчи тума палӑртнӑ. Тӳре-шара вӗсем ӑҫта вырнаҫассине пӗлтернӗ.
Тӗрӗссипе, вӗсене тума тытӑннӑ темелле. Хӑш объектра ӗҫсем графикран юлса пынине Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тӗрӗсленӗ.
Сити-менеджер палӑртнӑ тӑрӑх, «Радужный», «Лента», «Солнечный» микрорайонсенче ӗҫсем графикпе килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ. Алексей Ладыков ача пахчисене ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтермеллине каланӑ.
Кунсӑр пуҫне Шупашкарта Алькеш поселокӗнче, «Благовещенский» тата «Университет-2» микрорайонсенче ача пахчисем хута каймалла.
Ӗнер, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав кӗперӗ ҫинче темиҫе машина ҫапӑннӑ. Аварире ачасем те шар курнӑ. Юрать-ха, вилекенсем пулман.
Кӑнтӑрла «Мазда» водителӗ дистанцие пӑхӑнман, ҫавна май вӑл харӑсах темиҫе машинӑпа ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗри – «Лада Гранта». Унӑн салонӗнче икӗ ача пулнӑ. Аварире водитель тата ачасем аманнӑ.
Авари саманчӗ видеокамера ҫине лекнӗ. Шӑпах «Мазда» водительне пула тухнӑ та ҫак авари. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑ, ҫул ҫинчен тухса кайса отбойнике ҫапӑннӑ, унтан – «Лада Грантӑпа».
Ӗнер, шӑматкун, каҫхи 6 сехет хыҫҫӑн Шупашкарти Чаканар ялӗ ҫывӑхӗнче 55 ҫулти хӗрарӑма машина ҫапса хӑварнӑ. Шел те, вӑл пульницӑра сывлама пӑрахнӑ.
«Приора» машинӑн кустӑрми айне Шупашкарта пурӑннӑ 55-ри хӗрарӑм лекнӗ. Вӑл светофор ҫук вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Анчах ун ҫине машина пырса кӗнӗ. Хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитенӗ. Анчах 2 сехетрен унӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
«Приора» рулӗ умӗнче Муркаш районӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын ларнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулман.
Паян ирхине 4 сехет ҫурӑра Шупашкарти Патрис Лумумба урамӗнче пурӑнакан 82 ҫулти хӗрарӑмӑн хваттерӗнче телефон шӑнкӑртатнӑ. Ыйхӑран вӑранса ҫитеймен кинемее ывӑлӗ шӑнкӑравланӑ пек туйӑннӑ.
Лешӗ макӑра-макӑра пулӑшма ыйтнӑ, ҫул ҫинче аварие лекнӗ-мӗн. Явап тыттарасран пӑрӑнас тесе укҫа кирлӗ имӗш.
Кинемей ҫав ҫын каласа пынипе пухса пынӑ 150 пин тенкине хутаҫа чикнӗ те пӗлтернӗ вырӑна кайса хунӑ. Хайхискер кун хыҫҫӑн тин ывӑлӗ патне шӑнкӑравлама шутланӑ. Лешӗ нимӗнле аварие те ҫакланман, сып-сывах, чип-чиперех. Анчах хутаҫа каялла илсе ӗлкӗреймен – ӑна ултавҫӑ илсе кайнӑ.
Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви республикӑн истори палӑкӗсен реестрне тата тепӗр икӗ ҫурта кӗртме сӗнет. Вӗсем Шупашкарта тата Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ.
Культура министерстви хатӗрленӗ приказ проектне Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнчи 14/5 адреспа тата Шупашкар районӗнчи Иккассинче вырнаҫнӑ ҫуртсем кӗнӗ.
Шупашкартине 1840 ҫулта хӑпартса лартнӑ. XIX-XX ӗмӗрсенче унта уесри тӗн училищи вырнаҫнӑ. Вӑл объект хула строительствипе архитектура палӑкӗ шутланать.
Шупашкар районӗнчи Иккассинчи йывӑҫ ҫуртра (ӑна XIX ӗмӗр вӗҫӗнче туса лартнӑ) Иван Яковлев 1902 ҫулта уҫнӑ шкул вырнаҫнӑ.
Асӑннӑ ҫуртсене регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутне кӗртесшӗн.
Шупашкарти Миначев урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра пурӑнакансем алӑк хӑлӑпӗ пӗрмай ваннишӗн пӑшӑрханнипе «Халӑх тӗрӗслевӗ» портала ҫыру ӑсатнӑ.
Унта тӳрех евитлемен-ха вӗсем. 1-мӗш тата 2-мӗш подъездсенче пурӑнакансем малтан управляющи компание ҫырнӑ, домофон тытса тӑракан организацирен те пулӑшу ыйтнӑ. Унтисем итлемеҫҫӗ мар, итлеҫҫӗ. Кашнинчех хӑлӑпа ылмаштараҫҫӗ. Ҫуртра пурӑнакансем вара алӑк тимӗр карта ҫумне ҫапӑнать, ҫавӑнпа хӑлӑп ванать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе тимӗр карта ҫумне перӗнмелле мар хатӗр вырнаҫтармалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.10.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |