Шупашкарти «Садовӑй» микрорайонти шкула тума пуҫланӑ «Союзстройинвест» компани тӳре-шара шанчӑкӗнчен тухнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра хыпарланӑ постран тавҫӑрма пулать. Стройорганизацие шанчӑксӑр поставщиксен реестне кӗртме пултараҫҫӗ.
Аса илтерер: шкула 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче хута яма палӑртнӑ. Малтанхи подряд организацийӗ ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламаннине кура урӑххине шыраҫҫӗ. Конкурса хула администрацийӗнче ака уйӑхӗнче вӑҫлеме шантараҫҫӗ.
Сӑмах май, маларах асӑннӑ организациех хӑй вӑхӑтӗнче «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти ача пахчине тума пуҫланӑ. Ӗҫ графикне пӑхӑнманран килӗшӗве унпа 2019 ҫулта татнӑ.
Кӑҫал пирӗн республикӑри пилӗк ҫӗрте шкул тума пуҫлӗҫ. Ӗмӗтре – Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Кӳкеҫи вӗренӳ учрежденийӗсем. Тата тепӗр темиҫе шкул тӑвассипе проект хатӗрлеҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта йывӑр тиевлӗ машинӑсене кӗртме пӑрахӗҫ.
Ун пек йышӑнӑва ҫулсеренех ҫуркунне кӑлараҫҫӗ. Юр ирӗлнӗ тата сывлӑш температури ылмашса тӑнӑ вӑхӑтра ҫулсем питӗ ванаҫҫӗ. Йывӑр тиевлӗ машинӑсем ҫӳресен пушшех те.
Шупашкар хулин администрацийӗн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, хулана кӗнӗ пилӗк вырӑнта талӑкӗпе ӗҫлекен, машинӑсене виҫекен стационар пункчӗсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр тата Вӑрнар шоссисем ҫинче пулӗҫ. Унсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен икӗ комплекс ӗҫлӗ.
Хулана йывӑр тиевлӗ машинӑпа кӗрес тесен ятарлӑ ирӗк илмелле. Вӑл ун йывӑрлӑхӗнчен килет. Хак – 1000 тенкӗрен пуҫласа 175000 тенкӗ таран.
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 16 сехетсенче Шупашкарта И.Яковлев проспектӗнчи чарӑнура 262-мӗш маршруткӑна икӗ ӳсӗр арҫын ларнӑ. Хайхискерсем водительпе харкашма тытӑннӑ. Салонра ун чухне 5 пассажир пулнӑ.
Тепӗр чарӑнура водительпе пӗр арҫын урама тухнӑ, иккӗшӗ хирӗҫнӗ. Пассажирсем салонран тухса кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра тепӗр арҫын руль умне ларнӑ та тапранса кайма шут тытнӑ, анчах тепӗр машинӑна кӑшт лекнӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл микроавтобусран тухса тарнӑ.
Пӗр арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл 24 ҫулта. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 22-ри Иван Аранина вара халӗ шыраҫҫӗ.
Ҫак пӑтӑрмаха курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫынсем ҫӗҫӗпе те сулкалашнӑ, лектернӗ ҫӑмӑл машинӑн водителӗпе те ҫапӑҫнӑ. Пӗр ҫын каланӑ тӑрӑх, ӳсӗр арҫын салонра пассажирсем пур чухнех транспорта тапратса хускалнӑ. Анчах ку хыпара официаллӑ майпа ҫирӗплетмен.
Шупашкарта 14-мӗш троллейбуса «Солнечный» микрорайона ҫити тӑсасси пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Анчах хальлӗхе маршрута тӑсман-ха, мӗншӗн тесен Чӑваш Ене автономлӑ мелпе ҫӳрекен автобуссем ҫитеймен.
Вӗсене, пӗтӗмпе 68 троллейбус, кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне илсе килессе кӗтнӗ. Анчах пандемие пула палӑртнӑ вӑхӑта илсе ҫитереймен. Ҫавна май савутпа хушма килӗшӳ тунӑ, унта палӑртнӑ тӑрӑх, транспорт ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ҫитмелле.
«Эпир троллейбуссем акан 1-мӗшӗ тӗлне ҫитессе шанатпӑр. Ака уйӑхӗнче транспортӑн лини ҫине тухмалла», - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер халӑх тетелӗсенче ирттернӗ тӳрӗ линире.
Сӑах май, ҫак кунсенче Чӑваш Ене ҫӗнӗ троллейбуссем килнӗ. Вӗсенчен 10-шӗ рейса тухнӑ ӗнтӗ.
Кӑшӑлвируспа хӑш районта ытларах чирлеҫҫӗ? Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне хатӗрленӗ «вирус карттине» тишкерер.
Хӗрлӗ Чутай тата Шӑмӑршӑ районӗсем, Ҫӗмӗрле хули – ҫак муниципалитетсенче чирлес хӑрушлӑх пысӑк. Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче – 287, Хӗрлӗ Чутай районӗнче – 345, Ҫӗмӗрлере 681 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ.
Паллах, ытларах ку енӗпе Шупашкар «палӑрнӑ». Унта 10904 ҫын чирленӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Ҫӗнӗ Шупашкар (1632 ҫын). Ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗ (1100), Ҫӗмӗрле (681), Улатӑр (672) пыраҫҫӗ.
Чи сахал ҫын чирленисен йышне ҫаксем кӗнӗ: Йӗпреҫ районӗ (185), Красноармейски районӗ (178), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (173), Ҫӗмӗрле районӗ (137).
Муркашри шкулта юр пусарса тӑнине тӳсеймесӗр ҫивитти йӑтӑнса аннӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» интернет-порталта пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче шкулӑн икӗ хутлӑ ҫуртӗнче пулнӑ. Унта ачасем ритмика тата гимнастика енӗпе занятисене пухӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнтах шкул вулавӑшӗ вырнаҫнӑ.
Пӑтӑрмаха халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Тӗрӗслев РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйипе пӑхнӑ преступлени (ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламанни) пуррипе ҫуккине палӑртӗ.
Ҫавӑн пекех тӗпчевҫӗсем Шупашкарти Эгер бульварӗнчи 9 хутлӑ ҫуртӑн 1-мӗш хутӗнчи хваттерти стенана сӳтнӗ текен хыпара тӗрӗслеҫҫӗ.
Чӑваш Ене каллех троллейбуссем илсе килнӗ. Вӗр ҫӗнӗскерсем кӗҫех Шупашкарти маршрутсем ҫине тухӗҫ.
Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, ЧР Транспорт министерстви ҫумӗнче йӗркеленнӗ комисси ҫӗнӗ троллейбуссене йышӑнма тытӑннӑ. Ыран та ку ӗҫе малалла тӑсӗҫ. Транспорт Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен ҫыннисене илсе ҫӳрӗҫ.
Аса илтерер: пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Чӑваш Ене 68 троллейбус илсе килмелле пулнӑ. Анчах троллейбус туса кӑларакан савутра кӑшӑлвирус сарӑлнӑран ку ӗҫ каярах юлнӑ.
Шупашкарта шкул ачине шыраҫҫӗ. Вӑл паян ҫухалнӑ. Ҫакӑ паллӑ: 14 сехетре вӑл шкултан тухнӑ, Кадыков урамӗ еннелле утнӑ, анчах киле ҫитеймен.
Хӗрача кӑвак куртка, сӑрӑ тӗслӗ шӑлавар, тӗттӗм кӑвак калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй 130 сантиметр ҫӳллӗн, ҫурӑм хыҫне хӗрлӗ-кӑвак рюкзак ҫакнӑ. Унӑн телефонӗ пӗрле пулман.
Хӗрача ҫухалнине ШӖМ те ҫирӗплетнӗ. Ӑна полицейскисем, «Лиза Алерт» шырав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакна 65 ҫулти хӗрарӑм укҫан пулӑшасса шанса хӑй укҫа ҫухатнӑ. Ултавҫӑсем унӑн 100 пин тенкине вӑрланӑ.
Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче пӗр банк тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсене укҫан пулӑшни пирки вуласа пӗлнӗ. Хайхискер унта кӑтартнӑ каҫӑпа кайнӑ, хӑйӗн телефон номерне ҫырнӑ, анкетӑна тултарнӑ.
Ҫаксем ултавҫӑсемшӗн ҫителӗклӗ пулнӑ – вӗсем хӗрарӑмӑн телефон номерӗпе ҫыхӑннӑ счетсенчен укҫа вӑрланӑ. 100 пин тенки ҫуккине вӑл тепӗр кунхине ҫеҫ карточка балансне тӗрӗслесен пӗлнӗ.
Шупашкарта нарӑс уйӑхӗнче чи лайӑх дворник кам пулнӑ? Ку ята тивӗҫме ҫӑмӑл пулман ахӑртнех. Ара, нарӑс уйӑхӗнче юр нумай ҫурӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерчӗ.
Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗ пушӑн 1-мӗшӗнче «Чи лайӑх дворник» конкурса пӗтемлетнӗ. Унта управляющи компанийӗсенчен 7 заявка килнӗ.
«НИДИ» управляющи компанийӗн ӗҫченӗ Александр Аксаков «Чи лайӑх дворник» ята тивӗҫнӗ. Вӑл Кривов урамӗнчи 22/1-мӗш ҫурта пӑхса тӑрать. «Атӑл» УКн дворникӗ Михаил Ивантаев иккӗмӗш пулнӑ. Вӑл Университет урамӗнчи 8-мӗш ҫурта пӑхса тӑрать «Озон» УКри Луиза Прокопьева виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл вара Кошевой урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра тирпейлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.10.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |