Паян ирхине Шупашкарта 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус Воробьев тата Карл Маркс урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта юпа ҫине пырса тӑрӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Автобус водителӗ светофорӑн симӗс ҫути ҫутнӑ вӑхӑтра кайса ӗлкӗрес тенӗ те транспорта пӑрайман.
Паян кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче те ҫакнашкалах авари пулнӑ. Унта 46-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус юпа ҫине пырса кӗрсе йывӑҫсем патӗнче чарӑннӑ. Хальлӗхе мӗншӗн кунашкал пулса тухни паллӑ мар. Ҫакӑ паллӑ: 46-мӗш тата 15-мӗш маршрутсем «ТМК-1» компанин.
Паян Шупашкар хулинче автобус юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Инкек пирки «Про Город» хаҫат пӑтӑрмаха асӑрханӑ ҫын хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.
Пичет кӑларӑмӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, инкек ирхи 8 сехет те 25 минутра Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнче пулнӑ. Асӑннӑ урамри «Воробьев композиторсен урамӗ» чарӑнура 15-мӗш маршрутпа ҫула тухнӑ автобус юпа ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмаха асӑрханисем пӗлтернӗ тата сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан автобусӑн малти пайӗ сиенленнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче троллейбуссем чарӑнса ларнӑ.
Ҫынсем шар курнипе курманни пирки уҫӑмлӑн пӗлтермен. «Аманман пулмалла», — тесе ҫеҫ ҫырнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм банкри ставкӑна пӗчӗклетес тесе укҫа ҫухатнӑ. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче вӑл тӗрлӗ банка онлайн заявка панӑ.
Пӗр ҫын кредитне рефинансировани тума сӗннӗ. Ун патне нумаййӑн шӑнкӑравланӑ-ха, анчах вӑл хирӗҫленӗ – процент ставки килӗшмен. Пӗри вара пӗчӗк ставка сӗннӗ. Ку хӗрарӑма кӑсӑклантарнӑ.
Лешӗ Чӑваш Енре банкӑн филиалӗ ҫуккине пӗлтернӗ, йӑлтах дистанци мелӗпе хатӗрлеме ыйтнӑ. Хӗрарӑма тӗрлӗ счет ҫине укҫа куҫарма ыйтнӑ: курьершӑн, страховка тунӑшӑн, займ налукӗ… Хӗрарӑм пӗтӗмпе 175 пин ытла тенкӗ куҫарнӑ. Пӗр пайне микрозаймра илнӗ. Кредитне рефинаснировани тума май килмен – ултавҫӑсем тӗлне лекнӗ вӑл.
Вӑйӑран вӑкӑр тухать тесе ваттисем тӗрӗсех асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ тӗлӗнче пиротехникӑна пула шар куракансем кашни ҫулах тупӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах.
Канаш районӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пӳрнине тата ал сыппине ыраттарнӑ. Инкек петарда чӗртме хӑтланнӑ чух пулса иртнӗ. Шупашкарта 42 ҫулти хӗрарӑм ӗҫрен таврӑннӑ чух шар курнӑ. Ун тӗлне петарда сирпӗнсе ӳкнӗ. Хӗрарӑм ик урине те пӗҫертсе янӑ.
Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Улатӑрта 9 ҫулти ача аллинче петарда ҫурӑлса кайсан сулахай алли аманнӑ. Ҫав кунах Сӗнтӗрвӑрри хулинче 13-ри арҫын ача петардӑпа куҫне пӗҫертсе янӑ.
Пӗр каччӑ банк картти тупнӑ та унти укҫана тӑкакланӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта урамра банк картти тупнӑ. Тепӗр кунхинех вӑл лавккана туянма кайнӑ. Хайхискер пароль пусмалла маррипе усӑ курса карточка ҫинчи 4 пин тенке яхӑн укҫана тӑкакланӑ.
Карточкӑна ҫухатнӑ хӗрарӑм вара полицие пулӑшу ыйтма пынӑ. Укҫа-тенке тӑкакланӑ ҫамрӑка кӗске вӑхӑтран тупса палӑртнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Уголовлӑ кодексӗн 158-мӗш статйин 3-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе килӗшуллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри икӗ хулапа виҫӗ район Шупашкарти аэродром ҫумӗнчи территорие кӗрӗ. Ку проекта хатӗрлесе пӗтернӗ ӗнтӗ. Аэродром ҫумӗнчи территорире 7 ҫум зона пулӗ. Вӗсенче капиталлӑ строительство объекчӗсене хӑпартассипе хӑш-пӗр чару хуҫаланӗ.
Раҫҫейӗн Сывлӑш кодексне улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн аэропорт зонинче строительство ӗҫӗсене пуҫӑниччен строительсен хӑш-пӗр йывӑрлӑхпа тӗл пулма тивет. Чӑваш Ен строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев пӗлтернӗ тӑрӑх, аэродром ҫумӗнчи территорие палӑртсан документсене хатӗрлесси тата строительство ӗҫӗсем хӑвӑртланӗҫ.
Аэродром ҫумӗнчи территорие Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем, Сӗнтрвӑрри, Муркаш тата Шупашкар районӗсем кӗрӗҫ.
Паян ирпе, 8 сехет тӗлӗнче, Шупашкарта троллейбуссем чарӑнса ларнӑ. Вӗсем хулан Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнче, унти «Бауман урамӗ» чарӑнуран пуҫласа «56-мӗш шкул» чарӑну таран тӑрса тухнӑ. Ҫавна хулара пурӑнакан ҫынсенчен пӗри сӑн ӳкерсе илсе «PRO-город» хаҫата ярса панӑ.
Асӑннӑ пичет кӑларӑмӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, троллейбуссем сивве пула чарӑнса ларнӑ имӗш. Ҫав вӑхӑтрах хыпара вуланисенчен пӗри троллейбуссем сивве пула чарӑнса ларма пултараймаҫҫӗ, вӗсем пӑралук пӑрланса ларсан ҫеҫ каяймаҫҫӗ тесе хирӗҫленӗ.
Инкек вырӑнӗнче ятарлӑ служба ӗҫленӗ. Ирхи 9 сехет тӗлне троллейбуссем ҫӳреме тытӑннӑ.
Паян Шупашкарти ачасем вӗренмӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, занятисем кӗҫӗн классенче ҫеҫ мар, вӑтаммисенче те пулмӗҫ. Паян ҫанталӑк 28 градус таран сивӗ, ҫавна май 1-8 классенче вӗренекенсен шкула каймалла мар.
Шкула каймалла маррине пӗлмесӗр пынисене киле хӑваласа ямӗҫ. Вӗсемпе е ушкӑнпа, е уйрӑмар заняти ирттерӗҫ.
Пӗлтӗр хӗлле ӑшӑ тӑнӑччӗ, ҫак кунсенче сывлӑши температури чӑн-чӑн хӗллехи евӗр. Ҫавна май ӑшӑрах тӑхӑнмалла, коммуналлӑ тытӑмсен те тимлӗ пулмалла.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Ксения Редькова ҫак кунсенче 104 ҫул тултарнӑ.
Ксения Прокофьевна пакунлӑ ҫынсене яланах хаваслӑ кӑмӑлпа кӗтсе илет. Мӗншӗн тесен вӑл вӑрҫӑ хыҫҫӑн милицире 35 ҫул ӗҫленӗ. Ӑна саламлама полици ӗҫченӗсем те килнӗ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Ксения Прокофьевна фельдшер пулнӑ, салтаксемпе офицерсен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ШӖМӗн медикпа санитари чаҫӗнче вӑй хунӑ.
Шупашкарти аэропрт пушар сӳнтермелли ҫӗнӗ автомобиль туянать. Кун пирки вӑл пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Машина хакӗ — 3 миллион тенкӗ.
Машинӑна Сарту хулинчи «Россети Волга» предприяти сутнӑ. Аэропортпа предприяти килӗшӗве раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Сӑмах май аса илтерер: Шупашкарти аэровокзала юсаса ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ. Аэропорт пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче Инстаграмра хыпарланӑ тӑрӑх, проектпа смета документацине патшалӑх экспертизи витӗр тухма панӑ. Пулас терминалӑн проектне экспертсем виҫӗ уйӑх хушшинче хакласа пӗтермеллине пӗлтернӗччӗ ун чухне.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |