Чӑваш Ен пики Виктория Максимова Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен чемпионатӗнче ылтӑн медале тивӗҫрӗ. 200 метра чупассипе паян ӑмӑртрӗҫ. 18 ҫулти хӗр – В. Егорова ячӗллӗ 1-мӗш Олимп резервӗн спорт шкулӗн спортсменки.
Нарӑс уйӑхӗнче вӑл Раҫҫей шайӗнчи ӑмартура 200 метра чупассипе Чӑваш Ен рекордне ҫӗнетнӗччӗ. Ун чухне вӑл 200 метра 23,73 ҫеккунт чупнӑ. Асӑннӑ инҫӗше вӑл паян 23,13 ҫеккунтра чупса тухрӗ.