Шупашкарта ют ҫын машини рулӗ умне ларса тарнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Ҫитменнине, вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре ҫынсем полицие ҫул-йӗр правилисене пӑсса пыракан водитель пирки пӗлтернӗ. Кӗҫех патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем «Дэу-Нексия» машинӑна чарнӑ. Капотӗнчен тӗтӗм тухнӑ. Водитель ӳсӗрри палӑрнӑ.
Арҫын машинӑна автомойкӑран тапратса тарнине каласа кӑтартнӑ. Вӑл хӑй унта ӗҫлет. Палӑртмалла: 24-рискер унччен машина тапратса тарнӑшӑн икӗ хутчен явап тытнӑ. Хӑйӗн вара права та пулман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.