Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Хулара
 abnews.ru сайтри сӑн
abnews.ru сайтри сӑн

Шупашкарти фитнес-клубра ӗҫлекен администратор полицие пырса хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Ун патне унӑн «пуҫлӑхӗ» шӑнкӑравланӑ, кассӑра миҫе тенкӗ укҫа пурри пирки ыйтнӑ. Хӗрарӑм ним шутламасӑр 43 пин тенкӗ пуррине каланӑ.

Хайхи «пуҫлӑх» укҫана таксист урлӑ парса яма ыйтнӑ. Ку илсе тухса панӑ. Таксиста такам укҫа кайса илме, ӑна счет ҫине куҫарма ыйтнӑ-мӗн. Куншӑн хӑйӗн валли 2 пин тенкине хӑварма ирӗк панӑ. Таксист укҫана куҫарса парсан тин иккӗленме тытӑннӑ, каялла фитнес-клуба таврӑннӑ. Администратор унран хӑй улталанни пирки пӗлнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73329
 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Владислав Поляшов гимнаст Шупашкара таврӑннӑ. Уншӑн ӑмӑртусем вӗҫленнӗ. Пирӗн ентеш Токиора медаль илеймен.

Шупашкара вӑл ӗнер таврӑннӑ. Аэропортра ӑна тӑванӗсем, тусӗсем, журналистсем кӗтсе илнӗ.

Спортсмен палӑртнӑ тӑрӑх, финала лекме кӑшт ҫеҫ ӑсталӑх ҫитеймен. Ку кулянмалли сӑлтав мар, пачах тепӗр мар, ҫанӑ тавӑрса малалла ӗҫлеме хистет. Владислав кӗҫех Данире иртекен тӗнче чемпионатне хатӗрленме тытӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73338
 

Республикӑра

Кӗтӳ пӑхакан арҫын ача рельссем ҫине чулсем хунӑ. Ку уншӑн кӑсӑклӑ пулнӑ. Ӑна пула «Шупашкар – Канаш» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑс машинисчӗн тӑрук чарӑнма тивнӗ.

Машинист ҫывӑхра ачасем кӗтӳ пӑхни пирки полицие пӗлтернӗ. Темиҫе сехетрен чулсене 12 ҫулти ача хунине палӑртнӑ. Вӑл ҫывӑхри ялта пурӑнать.

Арҫын ача айӑпне йышӑннӑ. Ҫав кун вӑл кӗтӳ пӑхнӑ. Ачапа профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ. Унӑн ашшӗне 100-500 тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.

 

Хулара

Шупашкар хулинче тата тепӗр скульптура вырнаҫтарнӑ. «МедвЕжонок» кӳлепе — Скворцов лапамӗнче. Чуччу ҫинче Юрий Норштейнӑн совет саманинчи мультфильмӗнчи сӑнарсем — чӗрӗп тата упа ҫури.

Композицие хатӗрлеме Мари Элти «Неолитпласт» компани сӗннӗ. Асӑннӑ компани маларах Шупашкара Пӗчӗк принц парнеленӗ, ӑна Арбатра вырнаҫтарнӑ.

Ҫӗнӗ проект авторӗсен шухӑшӗпе, Скворцов лапамӗнчи скульптура ҫын ҫул ҫӳреме, тӗнче курса ҫӳреме ӑнтӑлнине, ҫапах та вӑл тӑван тӑрӑха таврӑнма кӑмӑл тунине палӑртмалла. Пӗчӗк принцӑн та, хальхи арт-объектӑн та скульпторӗ – пӗр ҫынах, вӑл — Дмитрий Соколов.

 

Хулара
Алексей Смирнов архивӗнчи сӑн
Алексей Смирнов архивӗнчи сӑн

Шӑматкун ҫӗрле Шупашкарти Асламас урамӗнче пурӑнкан 55 ҫулти арҫын васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Унӑн юн пусӑмӗ хӑпарса кайнӑ, сывлама йывӑр пулнӑ.

Тухтӑрсем 12 минутран ҫитнӗ, пулӑшу пама тытӑннӑ. Пациент тӑнне ҫухатнӑ, сывлама пӑрахнӑ. Тухтӑрсем реанимаци тума пуҫланӑ, анестезиолога, реанимобиль чӗннӗ. Вӗсем 7 минутран ҫитнӗ. Тухтӑрсем ҫур сехет пациентшӑн сывланӑ темелле – чӗрине массаж тунӑ, дефибрилляторпа усӑ курнӑ. Чӗри чӑнах та ҫӗнӗрен тапма тытӑннӑ.

Пациента пульницӑна илсе кайма тӑнӑ та… лифтра хӗсӗнсе ларнӑ. 20 минут кӗтнӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра арҫыннӑн сывлӑхӗ начарланман, хӑй тӗллӗнех сывланӑ. Пульницӑра тухтӑрсен ыйтӑвӗсене те хуравланӑ.

 

Хулара

Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Эльмен урамӗнче пурӑнакан арҫын картишре ларакан машини ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. «Ауди 80» машинӑна «КамАЗ» маркӑллӑ манипуляторпа илсе кайнине палӑртнӑ. Унӑн номерӗсем те пулман.

Каярахпа йӗрке хуралҫисем ҫакна палӑртнӑ: машина Ишлей тӑкӑрлӑкӗнчи пӗр базӑра ларать. Эвакуаторӑн 47 ҫулти хуҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн та ҫавнашкал машина пур. Леш иномарки вара картишре чылай вӑхӑт ларнӑ, ҫавӑнпа вӑл хуҫасӑр тенӗ те ӑна илсе кайма шутланӑ, запчаҫ вырӑнне усӑ курма палӑртнӑ.

Машинӑна хуҫине тавӑрса парӗҫ.

 

Республикӑра

Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Ҫарпа тинӗс флочӗн кунӗнче, Шупашкарти «Чебоксары» карап ҫине моряксемпе пограничниксене тата вӗсен ҫемйисенч и ҫынсене тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Тӳлевсӗр экскурси 9 сехетре пуҫланӗ. Пограничник е моряк пулнине ҫирӗплетме документ илмелле.

Шупашкарта шыв ҫийӗнчи музей ӗҫлеме тытӑнассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ хӑйӗн Инстаграмри страницинче хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен «Чебоксары» (чӑв. Шупашкар) карап ҫинче ушкӑнпа экскурсисем йӗркелеме тытӑннӑ.

 

Сывлӑх

Чӑваш тухтӑрӗсем пневмоние пула сывлӑш пӳлӗннипе нушаланакан ҫынна тӗрӗслесшӗн мар, мӗншӗн тесен вӑл пысӑк, тухтӑрсем оборудование перекетлеҫҫӗ. Ҫапларах ҫырса хунӑ Юрий Шакеев ятлӑ ҫын Фейсбукра.

Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти Юрий ӳсӗрме тытӑннӑ, юн пусӑмӗ ӳссе кайнӑ, сывлӑш пӳлӗннӗ. Ун валли васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ, бригада капельница лартнӑ, кислородпа сывлаттарнӑ. Кӗҫех арҫынна каллех япӑх пула кайнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Шупашкарти 1-мӗш хула пульницинче кӑшӑлвирусран ПЦР-тест тунӑ. Вирус ҫирӗпленменрен кардиологи пульницине чӗре чирӗпе вырттарнӑ, ҫирӗпленмен пневмони тесе ҫырса хунӑ.

Ӳпке шыҫнине палӑртас тесен компьютер томографийӗ тумалла. Юрий 160 килограмм таять, врачсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын хӑйӗн виҫипе томографа ватма пултарать. Юрий тӑванӗсем Чӑваш Енри патшалӑх тата уйрӑм ҫын клиникисене ҫитнӗ, анчах тивӗҫлӗ аппарат тупӑнман. Ӑна е Хусана, е Мускава илсе кайса тӗрӗслеме сӗннӗ. Кӑшӑлвирус ҫирӗпленмерен ӑна ҫав инфекцирен сиплемеҫҫӗ. Арҫын вара япӑхсах пырать, ӑна интенсивлӑ терапи палатине куҫарнӑ...

 

Хулара

Паян ир-ирех Шупашкарти «Ярмӑрккӑ» суту-илӳ комплексӗнче полицейскисем, Росгварди ӗҫченӗсем документсене тӗрӗслесе ҫӳреҫҫӗ. Мӗн пулнӑ? Наркотик шыранӑ.

Ӗнер дежурнӑй пульчӗ ҫине пасарта наркотик сарни пирки хыпар ҫитнӗ. Йӗрке хуралҫисем пасара «Мӑкӑнь» оперативлӑ профилактика мероприятийӗпе килӗшӳллӗн тӗрӗслеме палӑртнӑ.

Полицейскисемпе Росгварди ӗҫченӗсем документсене кӑна мар, миграци саккунне мӗнле пӑхӑннине те тӗрӗсленӗ.

 

Хулара

Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче полицие хыпар ҫитнӗ: Шупашкарти Ленинград урамӗнчи ҫурт умӗнче пӗр хӗрарӑм машина багажникӗнче автомат илсе ҫӳренине курнӑ. Полицейскисем вырӑна ҫитнӗ. 37 ҫулти хӗрарӑм пневматика пӑшалӗ илсе ҫӳренӗ-мӗн.

Кунашкал пӑшала вара упрама ирӗк илмелле мар, илсе ҫӳреме те юрать. Ҫапах ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.

Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, пӑшал ӑна ашшӗнчен юлнӑ. Йӗрке хуралҫисем пневматика пӑшалӗпе те асӑрхануллӑ пулмалли пирки аса илтереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73240
 

Страницӑсем: 1 ... 262, 263, 264, 265, 266, 267, 268, 269, 270, 271, [272], 273, 274, 275, 276, 277, 278, 279, 280, 281, 282, ... 1031
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 23

1917
108
«Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй