Владимир облаҫӗнче пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӑл Шупашкарта пулнӑ, пӗр ушкӑнра 16 ҫулти арҫын ачапа паллашнӑ. Хайхискер унран телефон шӑнкӑравлама ыйтнӑ.
Вӑл ниҫта та шӑнкӑравламан, мобильлӗ сервиспа усӑ курса арҫын ачан банк счечӗ ҫинчен укҫа хӑйӗн патне куҫарнӑ. Пӗтӗмпе – 13 пин тенкӗ. Палӑртмалла: вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ.
Шупашкарта ҫӗнӗ аллея пулӗ. Кедр йывӑҫӗсене Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 68-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗпе юнашар лартнӑ.
Ку ӗҫе Шупашкар епархи управленийӗн элчисем, «Союзспецодежда» суту-илӳ ҫурчӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Хунавсене тата пулас аллея вырӑнне Шупашкар епархийӗн секретарӗ Иов Маркелов иероманах сӑвапланӑ. Кӑҫал Шупашкар-Чӑваш Ен епархийӗ 75 ҫул тултарать. Аллейӑна шӑпах ҫак юбилея халалласа уҫнӑ та.
Йывӑҫ хунавӗсене вара, Ҫӗпӗр кедрӗсене, «Союзспецодежда» суту-илӳ ҫурчӗ парнеленӗ. Пӗтӗмпе – 7- хунав. Вӗсене Шупашкарти питомникре ӳстернӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче икӗ пӗчӗк пӗртӑвӑн шар курнӑ. Вӗсем ҫул ҫинчи инкекре аманнӑ. Пӑтӑрмах 21 сехет те 43 минутра пулса иртнӗ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 35-мӗш «А» ҫурт тӗлӗнчи ҫул хӗресленнӗ вырӑнта «Шевроле Авео» автомобиль водителӗ малта пыракан машина ҫине пырса кӗнӗ, хӑй кайран светофор юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. Умри «Рено Fluence» машина бордюр чулӗ ҫине тухса кайнӑ. Юлашкинчен асӑннӑ автомобиль салонӗнче 4 тата 9 ҫулсенчи икӗ хӗрача пулнӑ. Вӗсене иккӗшне те хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхнӑ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ, вӗсем унта сипленмеллех аманманнине кура пӗртӑвансене тухтӑрсем киле янӑ.
«Шевроле Авео» рулӗ умӗнче 18 ҫулти каччӑ пулнӑ, машинӑпа ҫӳреме унӑн ирӗк пулман.
Инкекре водительсем аманман.
Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса банк карточкине ҫухатни пирки пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑнах унӑн карточки ҫинчен 2500 тенкӗ ытларах ҫухалнӑ.
Полицейскисем палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫав кун лавккара тавар туяннӑ, киле кайнӑ чухне карточкӑна ҫухатса хӑварнӑ. Вӑл ӑна киоск умӗнче ӳкернӗ. Шӑпах ҫав киоскра карточка ҫинчен ҫухалнӑ укҫапа такам таваршӑн тӳленӗ.
Карточкӑна унти сутуҫӑ тупнӑ иккен. Вӑл хӑйӗн киоскӗнче унпа усӑ курса апат-ҫимӗҫ туяннӑ. 38 ҫулти хӗрарӑма йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарма шантарнӑ.
Паянтан Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Ладыков пулманни пирки пӗлтертӗмӗр. Аса илтерер: вӑл РФ Президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчин тивӗҫӗсене пурнӑҫлӗ тата Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ пулӗ.
Алексей Ладыков ку должноҫра 10 ҫул ӗҫленӗ. Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем ун вырӑнне ҫӗнӗ ҫынна суйланӑ. Нумайӑшӗ Мускав районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗшӗн Андрей Петровшӑн сасӑланӑ. Ҫапла майапа вӑл хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлӗ.
Шупашкарта 3 уйӑх каялла 600 грамм таякан хӗрача ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна Мария ят хунӑ.
Пӗчӗкскер 26-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗ хӑйне япӑх туйнӑран ӑна кесарево тунӑ. Кӑшт каярах хӗрарӑма киле янӑ, ачана вара тухтӑрсем пӑхнӑ, вӑй илме пулӑшнӑ.
Хӗрача малтан ача ҫуратмалли пӗр ҫуртра выртнӑ. 1,5 уйӑхран ӑна Президент пепкелӗх центрне куҫарнӑ. Унта вара амӑшне те пӗрле вырттарнӑ.
Ача ӳт хушма тытӑннӑ. Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне вӑл 2400 грамм тайнӑ. Ҫак кунсенче Марийӑна киле кӑларнӑ.
Чӑваш Енре, Шупашкарта, общество транспортӗнче паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартма палӑртнӑ. Чылай чарӑну паллӑ ентешсен ячӗпе хисепленет. Шӑпах вӗсем пирки пассажирсем пӗлӗҫ. Чарӑну ятне каланӑ чухне ҫыннӑн пурнӑҫӗ пирки пӗр-ик предложенипе асӑнӗҫ.
Ку проект «Тӑван ятсем» ятлӑ, ӑна Культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫлӗҫ. Ку тӗллевпе 870 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Проект кӑҫал юпан 4-мӗшӗнче пурнӑҫланма тытӑнса 2022 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Ҫавӑн пекех проектпа килӗшӳллӗн шкул ачисемпе паллӑ ҫынсен тӑванӗсем тӗл пулӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ Алексей Ладыков ҫывӑх вӑхӑтра хӑйӗн пуканӗпе сывпуллашасси пирки сӑмах тухнӑ. Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра паян пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ хыпара хальлӗхе официаллӑ майпа ҫирӗплетсе паман-ха. Анчах сӑмах-юмах шайӗнчи хыпар тӗрӗссипе-тӗрӗс маррине ыранах пӗлме май килӗ. Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар хулинче Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр ларӑвӗ иртӗ. Унта «халӑх тарҫисем» сити-менеджерӑн заявленине пӑхса тухӗҫ. Алексей Ладыков урӑх ӗҫе куҫнӑ май должноҫран хӑтарма ыйтса заявлени ҫырса панӑ иккен.
Маларах эпир асӑннӑ МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ладыкова республикӑн вице-премьерӗ – Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗ пулма шанӗҫ. Полпред пулса халӗ Петр Чекмарев ӗҫлет, вӑл ҫак должноҫра 2008 ҫултанпа тӑрӑшать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм инвестицисемпе укҫа ӗҫлесе илес тесе ҫука юлнӑ. Вӑл ултавҫӑсене ӗненнӗ, вӗсене 1,4 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл пысӑк инвестици компанийӗн ӗҫченӗ-мӗн. Хайхискер ӑна укҫа-тенкӗ хывма сӗннӗ, ку тупӑшлӑ иккен. Авӑн уйӑхӗн 8-24-мӗшӗсенче вӑл ултавҫӑсене 1,4 миллион ытла тенкӗ куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн лешсем телефона тытма пӑрахнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 55 ҫулти арҫын вара ҫурла уйӑхӗнче ултавҫӑсене 700 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑй улталаннине авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тин ӑнланнӑ.
Ваттисен кунӗнче тивӗҫлӗ канури ҫынсем валли ҫулсерен акци йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал та ку йӑлана пӑрахӑҫламӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал та ваттисен ҫӳҫне йӳнӗ хакпа касма май пулӗ. Ку 60 ҫултан аслӑраххисене пырса тивет. Администраци пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал акци икӗ куна тӑсӑлӗ.
60 ҫултан аслӑраххисем парикмахерские маларах ҫырӑнса ҫӳҫне йӳнӗ хакпа – 150 тенкӗпе – кастарма пултараҫҫӗ. Акцие Шупашкарти 24 парикмахерски хутшӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |