Шупашкарти Ленин районӗнчи ЗАГС пайӗнче ӗҫлекенсем кунашкал ята унччен пӗрре те регистрацилемен. Нумаях пулмасть вӑл ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрне ҫавнашкал ят ҫыртарнӑ. Вӑл - Милинтина.
Ашшӗ Максим ятлӑ, амӑшӗ - Александра. Апла хӗрача Милинтина Максимовна пулать. Янӑравлӑ илтӗнет.
Мӗне пӗлтерет-ха Милинтина ят? Тӗнче тетелӗнче ҫырнине ӗненес тӗк, вӑл "ҫынна пӑхма юратакан" тесе куҫать.
Шупашкар хулинче пурӑнакан икӗ ҫамрӑк ватӑ ҫынсене улталаса укҫаллӑ пулнӑ. Йӗрке хуралҫисене хӑйсем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерӳ асӑрханӑ имӗш. Унта ҫынсем патне кайса укҫа илсе тухма, ӑна ятарлӑ счёт ҫине хума сӗннӗ-мӗн. Укҫан 10 проценчӗ хӑйсене юлать тесе шантарнӑ.
Пенсионерсене вара теприсем стационар номерӗ ҫине шӑнкӑравласа вӗсен ҫывӑх ҫыннисем инкеке лекнӗ, кирлӗ ҫынсене укҫа парсан пӑтӑрмахран ҫӑлӑнса юлма пулать тесе ӗнентернӗ.
69 ҫулти хӗрарӑм мӑнукӗшӗн «тӑрӑшса» 240 пин тенкӗ тыттарса янӑ, 85 ҫулти кинемей тӑванӗн хӗрне «пулӑшма» –180 пин тенкӗ; 81 ҫулти хӗрарӑм «аварие лекнӗ» ывӑлӗшӗн хӑраса ӳкнӗ – 500 пин тенкӗ кӑларса тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен Ҫурҫӗре самолётсем вӗҫме тытӑнӗҫ.
«ЮВТ-Аэро» акционерсен обществи «Шупашкар-Сургут» авиамаршрута ҫирӗплетнӗ.
Асӑннӑ маршрутпа «CRJ-200» самолётсем ҫула тухӗҫ. Вӗсем кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен вӗҫӗҫ. Самолётсем эрнере икӗ хутчен ҫула тухӗҫ. Суперджета 50 пассажир вырнаҫӗ.
Ҫул укҫи тӑкакӗн 61 процентне хыснаран саплаштарӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ хӑш-пӗр троллейбус маршрутне улшӑнусем кӗртесшӗн. Ку 6-мӗш, 8-мӗш, 9-мӗш тата 11-мӗш маршрутсене пырса тивет. Ҫавӑн пекех 5-мӗш троллейбуса каллех ҫӳреттерме пуҫласшӑн.
Тӗслӗхрен, 8-мӗш троллейбуса Чукун ҫул вокзалӗнчен Роза Люксембург урамӗ таран ярасшӑн. Ҫапла Алькешре пурӑнакан ҫынсем Трактор тӑвакансен проспектне ҫӑмӑллӑнах ҫитме пултараҫҫӗ. 6-мӗш троллейбус ҫулне улӑштарсан Ленин Комсомолӗн урамне ҫитме май пулӗ.
Шупашкар хулинче Семён Ислюкова асра тытнине палӑртса палӑк лартӗҫ. Халӗ хула мэрийӗн архитектурӑпа градостроительство управленийӗ проектсен конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ. Малти виҫӗ вырӑна йышӑннӑ проектсемшӗн преми парӗҫ. Премин пӗтӗмӗшле фончӗ – 100 пин тенкӗ.
Семен Ислюков пирӗн республикӑна 30 ҫул – 1955-1985-мӗш ҫулсенче – ертсе пынӑ. Чӑваш АССРӗн Верховнӑй Совечӗн президиумӗн председателӗ, РСФСР Верховнӑй Совечӗн президиумӗн председателӗн заместителӗ, СССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ пулнӑ. Семён Ислюков республикӑна ертсе пынӑ ҫулсенче Шупашкарта Агрегат тата Трактор завочӗсем, Пир-авӑр тата хими комбиначӗсем, гидроэлектростанци туса лартнӑ.
Шупашкарта Семён Ислюков урамӗ тата вӑл пурӑннӑ Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 14-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, пурӑнакансене пыл хурчӗсем тапӑннӑ.
Пӑтӑрмаха хулари Университет тата Граждан урамӗсенче пурӑнакансем ҫакланнӑ. Аптӑранипе вӗсем Республикӑн шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Специалистсем вырӑна пырса ҫитнӗ. Хӳтлӗх тумӗ тӑхӑннӑскерсем пыл хурчӗсен ҫемйине пуҫтарнӑ, вӑрмана илсе кайса янӑ.
Специалистсем пыл хурчӗсен ушкӑнне курсан ҫывӑха пымалла мар тесе ҫирӗп асӑрхаттараҫҫӗ.
Ӗнер 21 сехет те 58 минутра ҫӑлав службине хыпар ҫитнӗ: Шупашкарти Октябрь кӗперӗ ҫинчен хӗр сикесшӗн-мӗн.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ. Вӗсем аялалла сикме хатӗрленнӗ хӗрпе психологи калаҫӑвӗ ирттернӗ. Ҫамрӑкскер ҫӑлавҫӑсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫак ӑссӑрла утӑма тӑвас шухӑша пӑрахӑҫланӑ. Ҫапла вӑл лӑпланнӑ та киле кайнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти кӗпер ҫинчен ҫамрӑк арҫын ӳкнӗччӗ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ, урине ҫеҫ хуҫнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет ҫурӑра Шупашкарти Ишлей тӑкӑрлӑкӗнче пушар пулнӑ. Унта "Аврора" тулли мар яваплӑ обществӑн склачӗ ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.
Складра упраннӑ эрех-сӑра ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм ҫавӑн пекех шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Хальлӗхе тӑкак мӗн чухлӗ пулнине шутламан.
Сӑмах май, иртнӗ талӑкра республикӑра 9 пушар пулнӑ.
Етӗрне районӗнче прокурор пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Вӑл - Вадим Захаров.
2017 ҫултанпа ку должноҫе Юрий Фуражников йышӑннӑ. Вадим Захарова ку тивӗҫе 5 ҫуллӑха шанса панӑ.
Вадим Юрьевич 1982 ҫулта Волгоград облаҫӗнче ҫуралнӑ. 2004 ҫулта Шупашкарти право тата управлени академийӗн юридици факультетне пӗтерсен Муркаш районӗн прокурорӗн пулӑшуҫи пулнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ӗҫ вырӑнне темиҫе те улӑштарнӑ, Мари Элта та ӗҫленӗ.
Кӑҫал ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын подьездри 36-ри кӳршӗ хӗрарӑмне тӗл пулнӑ. Лешӗ упӑшкипе пулнӑ.
Хайхискерсем унчченех пӗр чӗлхе тупайман. Лавккара тӗл пулсан та ҫак арҫын кӳршӗ хӗрарӑмне сутуҫӑ умӗнчех сӑмахсемпе кӳрентерме пуҫланӑ.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн арҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 3 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |