Шупашкарта пурӑнакан 89 ҫулти старик патне килти телефон ҫине палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та вӑл йӗрке хуралҫи тесе пӗлтернӗ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, унӑн кинӗпе ывӑлӗ аварие лекнӗ, вӗсем айӑплисем имӗш. Тӑванӗсене ҫӑлас тесен укҫа, 850 пин тенкӗ, тӳлемелле-мӗн.
Старик телефонпа кинне калаҫтарма ыйтнӑ. Лере хӗрарӑм макӑрнӑ сасӑ илтӗннӗ. Кун хыҫҫӑн ватӑскер ӗненнӗ.
Тепӗртакран ун патне палламан ҫын килсе укҫана илсе кайнӑ. Темиҫе минутран каллех шӑнкӑрав пулнӑ. Хальхинче аварире шар курнисене сиплеме 500 пин тенкӗ ыйтнӑ. Ватӑскер каллех укҫа тыттарса янӑ.
Темиҫе сехетрен арҫын ывӑлӗ патне шӑнкӑравлама шутланӑ. Лешӗ йӑлтах йӗркеллӗ пулнине, нимӗнле аварие те лекменнине каланӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Республика кунӗнче общество транспорчӗ ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ӗҫлӗ. Ҫапла пӗлтерет Шупашкар хула администрацийӗ.
Анчах хӑш-пӗр урама хупнӑран унта ҫӳрекен транспортӑн маршрутне улӑштарӗҫ. Тӗслӗхрен, 1-мӗш троллейбус чукун ҫул вокзалӗ таран ҫеҫ кайӗ, унтан ҫаврӑнӗ.
13 сехетре тӗп урамсене пӳлӗҫ. Шестви пӗтсен общество транспорчӗ ахаль чухнехи пекех ҫӳреме пуҫлӗ. Фейерверксен фестивалӗ 23 сехетре пуҫланӗ. Ҫавна май общество транспорчӗ те ҫур ҫӗр иртни 1 сехетченех ҫӳрӗ.
Паян ирхи 6 сехет те 50 минутра «Шупашкар – Сӑр» автоҫул ҫинче, Кивпулӑх ялӗ ҫывӑхӗнче, микроавтобус аварие лекнӗ. Вӑл «Шупашкар – Муркаш» маршрутпа ҫӳрекенскер пулнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» ҫул ҫине тухнӑ чухне микроавтобуса ҫул паман. Маршрутка та, ҫӑмӑл машина та кювета чӑмнӑ.
Хальхи вӑхӑтра виҫӗ аманнӑ ҫын пирки пӗлтернӗ.
Историпе пулнӑ патшалӑхӑн пӗрлехи экзамӗнӗн петӗмлетӗвӗ паллӑ. Ку предметпа камсем 100 балл пухнине пӗлтернӗ.
Пӗтӗмпе икӗ ҫамрӑк чи нумай балл пухнӑ. Пӗри – Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш шкулти Анжела Романова. Тепри – Шупашкарти 5-мӗш гимназинчен вӗренсе тухнӑ Елена Бобрикова.
Сӑмах май, унччен химипе тата вырӑс чӗлхипе 100 балл пухнӑ 11 яш-хӗр пирки хыпарланӑччӗ.
Шупашкар хулинчи «Волжский» микрорайонта пӗр водитель пассажирсене капот ҫине лартса ярӑнтарнӑ. Пӑтӑрмах самантне видео ҫине ӳкерсе ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Лада Приора» автомобиль водителӗ машина тӑррине тата капот ҫине лартса ҫамрӑксене турттарнӑ. Ҫӑмӑл машина хуҫи — 20 ҫулти водитель иккен.
Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шанар ялӗнче пӗрисен карти ҫине пырса кӗнӗ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн пӑтӑрмаха ҫакланнӑ каччӑна суд водитель прависӗр хӑварнӑ.
Шупашкарта 11-мӗш троллейбуса унчченхи маршрут ҫинех тавӑрасшӑн. Кун пирки хула адмнистрацийӗ пӗлтерет.
Кӑҫал Шупашкарта 4 троллейбус маршрутне улӑштарма палӑртнӑ. Ку 6-мӗш, 8-мӗш, 9-мӗш тата 11-мӗш троллейбуссене пырса тивет. 5-мӗш троллейбуса каялла тавӑрасшӑн. Пӗлтӗр ӑна 11-мӗшӗпе пӗрлештернӗччӗ. Кӑҫал 11-мӗш троллейбуса унчченхи пекех «Чукун ҫулӗ» чарӑна таран ҫӳретттерме тытӑнасшӑн.
Хальлӗхе улшӑнусем пирки тӗплӗ хыпар ҫук.
Шупашкарта ӗнер, вырсарникун, 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра пассажир вилсе кайнӑ. Паян хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра кун пирки калаҫнӑ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Инкек 14 сехет те 35 минутра Трактор тӑвакансен проспектӗнче, «Ача-пӑча медицина центрӗ» чарӑнура, пулнӑ. Пассажир 64 ҫулта пулнӑ.
Аса илтерер: тепӗр инкек Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче пулнӑччӗ. Унта 16-ри каччӑ 4-мӗш хутран ӳксе вилнӗ. Ку пӑтӑрмах пирки ҫырса кӑтартнӑччӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-19-мӗшӗсенче Шупашкарта сусӑрсем ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвне пуҫтарӑннӑ. Параспортсменсем Чӑваш Енӗн тӗп хулинче йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ.
Кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем «Россия» хӑна ҫуртне картлашкапа нушаланса хӑпарнӑ. Пандуспа улӑхас — вӑл ытла та чӑнкӑ иккен.
Асӑннӑ пӑтӑрмах тӗлӗшпе Чӑваш Ен прокуратури тӗрӗслев ирттерӗ. Надзор органӗ хӑна ҫуртӗнче персонала чӗнсе илмелли кнопка пуррипе ҫуккине те тӗрӗслӗ.
Хӑна ҫуртӗнче ятарлӑ кнопка тата персонал пур имӗш. Ҫывӑх вӑхӑтра хӑна ҫуртне юсаса ҫӗнетмелле-мӗн. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен ӗҫне ҫутатса тӑракан МИХсенчен пӗри гостиницӑра пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Спортсменсем вара кӑмӑлсӑрланман имӗш. Хӑна ҫуртӗнчи условисем пирки гостиница менеджерӗ вӗсене малтанах асӑрхаттарнӑ-мӗн.
Шупашкар хулинче пурӑнакан хӗрарӑм ӗҫе вырнаҫас тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
52 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланни ҫинчен йӗрке хуралҫисене ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Шар курни пакунлисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, инвестици сферине ӗҫе вырнаҫма сӗннӗ. Ҫавна май вӑл хайхине банк карттин даннӑйӗсене пӗлтернӗ. Кайран хӗрарӑмӑн картти ҫинчен 11 пин те 775 тенкӗ укҫа ҫухалнӑ.
Паян Шупашкарта Гагарин кӗперӗ ҫинчен, Юлиус Фучик урамӗнчен инҫех мар, 21 ҫулти арҫын персе аннӑ. Ҫакна иртен-ҫӳрен курнӑ. Ку хыпара халӑх корреспонденчӗ "Про Город" хаҫата пӗлтернӗ.
Хыпара пӗлтернӗ ҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫынсем кӑшкӑрнине илтнӗ. Ку ирхи 10 сехетре пулнӑ. Ӳкнӗ арҫын патне чупса пынӑ. Телее, леш вилмеллех аманман. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ, перилӑсем тӑрӑх утнӑ та ӳкнӗ. Унӑн ури хуҫӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |