Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хуҫалӑх

Экономика

Росстат специалисчӗсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнче производствӑна тишкернӗ. Ҫапла майпа хӑйне евӗр рейтинга та йӗркеленӗ. Чӑваш Енӗн ку енӗпе кӑтарту савӑнтармаллиех мар.

Атӑлҫи федераци округӗнче кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, промышленноҫ производстви 2,9 процент чакнӑ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ҫичӗ регионта ку кӑтарту пӗчӗкленнине палӑртнӑ. Ҫав йышра — Чӑваш Енре те.

Пирӗн республикӑра производство ытларах чакнӑ-мӗн. Темп индексӗ 91 процентпа танлашнӑ. Ҫавӑн пекех промышленноҫ производстви Ӗренпур облаҫӗнче, Пермь крайӗнче, Тутар Республикинче самай чакнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79610
 

Экономика

Канашри агрегат савутӗнче лару-тӑру лайӑхах мар. Предприяти 58 процент ҫеҫ ӗҫлет. Пысӑк саккассем те ҫук унта.

Хуҫалӑх савучӗн шӑпине нумаях пулмасть Правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Компани хуҫи «ГАЗ» савутра хӑш-пӗр производствӑна хупасшӑн. Тӗплӗнрех каласан, кӗпер пуҫтаракан тата «ПАЗ» маркӑллӑ автобус осьне пухакан пайсене Чулхулана куҫарӗҫ. Ҫавна май Канашри предприятире уйӑхне 400 урапа тӑвас ӗҫ пӗчӗкленет.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, тупӑш 10 процент чакать. Анчах ӗҫ вырӑнӗсене сахаллатасшӑн мар.

Савут ҫӗнӗ инвестици проектне кӗтет. Ҫавна май ҫулталӑкне 500 урапа тума тытӑнӗҫ. Ҫӗнӗ станоксем туянӗҫ. Анчах савут тӗппипех лайӑх енне ӗҫлесе каяссине ҫирӗппӗн калама ҫук.

 

Экономика

Чӑваш Енри предприятисен тулаш таварҫаврӑнӑшӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта 21 процент чакнӑ. Укҫа ҫине куҫарсан ку вӑл 34,2 миллион долларпа танлашать. Тавар республикӑран каясси 35,7 процент пӗчӗкленнӗ, ют ҫӗртен илсе килесси — 13,5 процент.

Экспортпа импорт ҫаврӑнӑшӗпе 117 предприяти-организаци, уйрӑм ҫын аппаланнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенчипе танлаштарсан ҫак кӑтарту та сахалтарах. Нумаях мар та, 3,3 процент. Юридици сӑпачӗллисен шучӗ 1,7 процент чакнӑ, уйрӑм ҫынсен — 33 процент. Никама пӑхӑнман ҫӗршывсенчен тавар илсе килесси 2,4 хут чакнӑ, унта ӑсатасси — 2,2 хут.

Ют ҫӗршывран килекен тавара илсен, Чӑваш Ене ытларах Китайран (мӗнпур калӑпӑшран 40 процентне), Германирен (13 процент), Швецирен (7,3 процент), Италирен (5,1 процент), Швейцарирен (3,4 процент) кӳрсе килнӗ. Пирӗн тӑрӑхри тавара ют ҫӗре илсе кайни пирки каласан, 24,6 проценчӗ Украинӑна, 7 проценчӗ Монголие, 6,6 проценчӗ Узбекистана, 5,8 проценчӗ Молдовӑна, 5,1 проценчӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ӑсаннӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта 21 пин ытла ҫын хӑй ыйтса ҫырнипе канӑва кайнӑ. Черетлине мар. Шалусӑррине.

Пӗрремӗш кварталтипе танлаштарсан тулли мар ӗҫ графикӗпе ӗҫлекенсен тата ӗҫ паракан пуҫарнипе шалусӑр канӑва каякансен шучӗ йышланнӑ.

Ака–утӑ уйӑхӗсенче тулли мар ӗҫ кунӗпе 6494 ҫын ӗҫленӗ. Ҫакӑ — ӗҫ паракансем пуҫарнипе тунӑ утӑм. Кӑрлач–пуш уйӑхӗсенче те кӗскетнӗ ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем пулнӑ-ха. Анчах ку цифра ун чух иккӗмӗш кварталтинчен виҫӗ хут пӗчӗкрех шутланнӑ. Енсем килӗшнипе тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансен шучӗ 13 процент сахалланса 5641 ҫынпа танлашнӑ.

Ӗҫ паракан айӑпӗпе 2653 ҫын ӗҫсӗр ларнӑ. Ку вӑл пӗрремӗш кварталтинчен 33 процент пӗчӗкрех-мӗн. Ҫапах та кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта 21 пин ытла ҫын хӑй ыйтса ҫырнипе шалусӑр канӑва кайнине маларах пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Ку йыш пӗрремӗш кварталтинчен виҫӗ хут ытла нумайрах.

 

Экономика

Чӑваш Енре тӑкаклӑ предприятисен йышӗ ӳснӗ. Кӑҫалхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенче республикӑри предпиятисем епле ӗҫленине Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ тишкернӗ.

Асӑннӑ орган хыпарланӑ тӑрӑх, тӑкаклисен йышӗ кӑҫалхи пилӗк уйӑхра пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенчинчен 2,7 процент йышланса мӗнпур предприятирен 30,2 проценчӗпе танлашнӑ.

Финанс кӑтартӑвне илсен, Чӑваш Енри организацисен сальдо пӗтӗмлетӗвӗ -629,3 миллион тенкӗ пулнӑ.

Маларах асӑннӑ тапхӑрта пирӗн республикӑри предприятисенчен 317-шӗ тупӑшлӑ ӗҫленӗ. Вӗсен усламӗ 5,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. 137 организаци тӑкак тӳснӗ. Пуринне пӗрле хушсан ку цифра 5,7 миллиард а ларать.

Сӑмах май каласан, кунта пӗчӗк предприятисене, банксене, хысна тата страхлакан учрежденисене кӗртмен.

 

Экономика

Паян Чӑваш Енӗн Правительство ларӑвӗнче республикӑн пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министрӗ Анатолий Кузьмин 2016 ҫулта патшалӑхӑн хӑш пурлӑхне приватизацилеме шухӑшлани пирки каласа кӑтартнӑ.

Приватизаци программипе килӗшӳллӗн килес ҫул патшалӑх унитарлӑ икӗ предприятине хуҫалӑх обществисем туса хумалла. Республикӑн тӳпи вӗсенче 100 процентах юлмалла. Хуҫалӑх обществисем йӗркелеме палӑртнӑ ПУПсем — Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн «Фильтр» тата Чӑваш Енӗн Информаци политикин «Чӑваш кӗнеке издательстви» предприятийӗсем. Акционерсен ултӑ обществин акцисен пакетне приватизацилесшӗн. Кунта «Чӑваш бройлерӗ» (приватизацилеме акцисен 49 процентне шухӑшлаҫҫӗ), «Чӑвашметалл» (20 процентне), «Чувашкредитпромбанк» (38,13 процентне), Атӑлҫи инвестици компанийӗ (49,32 процентне), «Пӗчӗк бизнесӑн лизинг компанийӗ» (95,53 процентне), «Чуваштехинвентаризаци» (100 процентне) лекнӗ.

 

Экономика

Экономикӑн аслӑ шкулӗ инновацилле аталанӑвӑн танлашӑмне хатӗрленӗ — унта Чӑваш Ен 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗш ушкӑнӑн малти рете вырнаҫнӑ.

Малта пыракан 4 региона палӑртнӑ — Мускав, Тутарстан, Калуга облаҫӗ, Питӗр. Вӗсем хыҫҫӑн вара 2-мӗш ушкӑн пырать — Чӑваш Ен унта 0,4707 балпа чи малтисен шутӗнче. Пирӗн тӑрӑхӑн лайӑх енӗсем шутне ӗҫре ҫӗнӗлӗхсем кӗртес тӗлӗшпе компанисен инициативлӑхӗ тата технологиллӗ мар инновацисемпе усӑ курнине кӗртнӗ.

Инновацилле аталанӑвӑн танлашӑмне йӗркеленӗ чухне 37 уйрӑмлӑха шута илеҫҫӗ. Вӗсен шутне Раҫҫейри тӑрӑхсен социаллӑ экономика условисем, ӑслӑлӑхпа техника потенциалӗ, инновацилле политикӑн пахалӑхӗ тата инновацилле ӗҫӗ кӗрет. Пӗлтӗр ҫак танлашӑмра Чӑваш Ен 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ, кӑҫал 1 йӗрке чакнӑ (Калуга облаҫӗ мала хӑпарса кайнӑран).

 

Экономика

Шупашкарти аш-какай комбинатне инвестици ҫӗнӗ варкӑш парнеленӗ. Вӑл аталанма тытӑннӑ ӗнтӗ. Кунта кӗҫех конкурс вӗҫленмелле. Вӗсем пельмень валли ят тупмашкӑн конкурс ирттернӗ. Ҫӗр-ҫӗр ятран финала виҫҫӗшӗ тухнӑ. Нумаях пулмасть вӗсене чысланӑ.

Жюрире комбинат ӗҫченӗсем пулнӑ: маркетолог, технолог, ертӳлӗх. Конкурса хутшӑнакансем 400 ытла ят сӗннӗ. Анчах экспертсене виҫҫӗшӗ килӗшнӗ: «21-й регион», «Чебняшки», «Чебак Сара». Шел те, кусен йышӗнче чӑвашли ҫук.

Конкурс ҫӗнтерӳҫи — Надежда Ушакова. «Чебак Сара» — икӗ ят. «21-й регион» ята Алексей Михайлов сӗннӗ. Ӑна курсан пельмень вырӑнти комбинатӑн пулнине тӳрех тавҫӑрма пулать-мӗн.

Комбинатра халӗ реконструкци пырать. Кӗҫех пельмень тата пулӑ цехӗсем уҫӑлмалла.

Комбинат кунашкал конкурссене малашне те йӗркелесшӗн. Продукцие кӳршӗ регионсене те ӑсатма тытӑнасшӑн вӗсем.

 

Экономика

Ҫак эрнере иртнӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче кӑҫал мӗне харпӑрлӑха куҫарассине тепӗр хут пӑхса тухнӑ. Унчченхи апла йышӑнӑва пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ.

Халӗ кӑҫалхи Приватизаци программине тепӗр объект кӗртес тенӗ. Вӑл — Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ гидротехника сооруженийӗ. Ҫав вӑхӑтрах программӑран кӑларса пӑрахма шут тытнӑ объектсем те пур. Сӑмахран, «Батыревский» плодопитомник» акционерсен уҫӑ обществин акцине маларах 100 проценчӗпех сутма шухӑшланӑ пулсан, халӗ ӑна тӗкӗнмеҫҫӗ. Ҫакна республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви Раҫҫее ют ҫӗршыв таварне кӳрсе илессине чакарнипе тата ют ҫӗршыври тавар вырӑнне хамӑр патра кӑларассине сарас енпе ҫине тӑнипе сӑлтавлать.

 

Экономика  ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев автоцентрпа килӗштерсе ӗҫлессе шанать
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев автоцентрпа килӗштерсе ӗҫлессе шанать

Шупашкарта ӗнер «Hyundai» автоцентр уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи — республикӑн Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, экономика, промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата асӑннӑ предприятин элчисем хутшӑннӑ.

Автоцентра уҫма хутшӑннӑ Юрий Васильев хальхи вӑхӑтри дилер центрӗпе Чӑваш Ен Правительстви килӗштерсе ӗҫлессе шаннине палӑртнӑ. Вӑл пирӗн республикӑра дилер центрӗсем татах пуррине пӗлтернӗ. «ТрансТехСервис» компанисен ушкӑнӗ вӗсене уҫма 1,5 миллиарда яхӑн тенкӗ хывнине палӑртнӑ ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи. Унӑн предприятйиӗсенче 350 ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ-мӗн.

«Хендэ Мотор СНГ» предприятин гендиректорӗ Ку Йон-Ги «Hyundai» машинӑсен 10 проценчӗ Раҫҫейре сутӑннине пӗлтернӗ май Шупашкарти дилер центрӗ хальхи вӑхӑт ыйтнипе килӗшсе тӑнине ӗнентернӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 20

1874
150
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
41
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ